01 ноября 2014 г.
Октябрĕн 30-мĕшĕнче тури чăвашсен музейĕнче пысăк йыш пухăнчĕ. Кунта политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен асăну кунĕ пулчĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Лилия Тарасова уçрĕ.
- Политика репрессийĕсен тапхăрĕ тÿрленейми суран кÿчĕ, пин-пин çын шăпи ним айăпсăр хуçăлчĕ. Вăл вăхăтра "халăх тăшманĕсем" тесе йышăннисен таса ячĕсене тавăрчĕç ĕнтĕ, апла пулин те çав тапхăра пирĕн нихăçан та асран кăлармалла мар, кун-çулĕсем вăхăтсăр татăлнисем яланах асра пулĕç , - терĕ Лилия Юрьевна.
Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен Чăваш Республикинчи Ассоциацийĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Николай Клементьев пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Çавна май çак ĕçе малашне йĕркелесе пыма Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Нина Арсентьевăна çирĕплетрĕç.
Асăннă категори - патшалăх тимлĕхĕнче. Тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерессипе район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Валентина Аникина паллаштарчĕ.
- Паян районта политика репрессийĕсем витĕр тухса реабилитациленнĕ 38 çын пурăнать. Хÿтлĕх пайĕ урлă уйăхсерен 2591 тенкĕ тÿлев пур. Çавăн пекех вĕсен пĕр хутчен телефон тÿлевсĕр кĕрттерме ирĕк пур. Унсăр пуçне çăмăллăхлă майпа санатори путевкисемпе усă курма пултараççĕ. Пирĕн республикăра ветерансемпе инвалидсем валли реабилитаци центрĕ пур. Унта харăсах çĕр ытла çын хăйĕн сывлăхне çирĕплетме пултарать. Çавăн пекех реабилитациленнĕ çынсем валли те ятарлă смена йĕркеленĕ, - терĕ вăл.
Çак кун - асăну кунĕ. Николай Клементьев вара, хăй те иртнĕ тапхăр синкерлĕхне курнăскер, ним айăпсăр айăпланисене асăнса палăк лартас шухăша чи малтан пуçарнăччĕ. Шел пулин те, вăл çак куна курма ĕлкĕреймерĕ. Акă ĕнтĕ Муркашра палăк уçăлчĕ. Пухăннисем ун умне чĕрĕ чечексем хучĕç, сăмах каларĕç.
- Пирĕн истори - пирĕн кун-çул, кашни тапхăр вара тарăн йĕр хăварать. Ним айăпсăр çынсене мĕншĕн нушалантарнине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлме йывăр. Истори вăрттăнлăхĕ чылай çула тăсăлать. Паянхи кун эпир палăк уçма пултарни - вĕсене асра тытни, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.
Çакăнта предприятисемпе организацисем, уйрăм предпринимательсем, уйрăм çынсем пысăк тÿпе хыврĕç. Паянхи тĕл пулăва хутшăннисем "Моргаушская" МСО, Е. Андреев яч. хис. хуçалăх, Муркашри тĕп больница, Муркаш шкулĕн коллективĕсене, Л. Николаева тата А. Тимофеев предпринимательсене пысăк пулăшушăн тав турĕç.
Документсен пуххи çапла çирĕплетет. И. Сталин 1937 çулхи февральте ВКП(б) ЦК пленумне ирттернĕ. Унта вăл "О недостатках партийной работы и мерах ликвидации троцкистских и иных двурушников" ятпа доклад тунă. Унăн лозунгĕ янăранă хыççăн çĕр-шыври тивĕçсĕр-юрăхсăр элементсене тĕпрен тасатасси пуçланнă. Пĕчĕк йăнăшпа асăрхаманлăха - диверсипе сăтăр* икĕ енлĕ шухăшлава контрреволюци ĕç-хĕлĕ шайĕнче хакланă. Çапла вара политика репрессийĕсен юхăмĕ вăй илсе пынă, ним айăпсăррисене евитлесси унччен те пулнă-ха. Çав çулхи июлĕн 30-мĕшĕнчи СССР НКВД приказĕпе килĕшÿллĕн республика "тройкисем" туса хунă. Çĕр-шыври политика репрессийĕсен тапхăрĕ кашни çынна пырса тивме пултарнă, хирĕçле е йăнăш сăмах персе ятăн - мĕн пуласса кĕтсех тăр. Тĕрлĕ çыравçă, ăсчах асăрханусăр темиçе йĕркешĕн те асапланнă. Тĕрĕссипе вара вăл е ку пулăма суя сăмах саракансем-çыракансем ытлашшипех пысăклатса кăтартнă, çĕр-шыва хирĕçле чĕнÿ вырăнне хунă. 1800 çынна репрессилемелле, вăл шутран 300-шне персе пăрахмалла, ку - тĕп план-кăтарту. ЧАССР ятарлă "тройки" (ОК ВКП(б) пĕрремĕш секретарĕ С. Петров, НКВД наркомĕ А. Розанов, И. Элифанов прокурор) "айăплисене" персе пăрахмалли плана палăртнă тапхăрччен, ноябрьте, пурнăçланă. Анчах та вĕсем ытлашшипех тăрăшни курăнать. Мускаври ятарлă комисси чăваш тăрăхне килнĕ, вĕсем çапла пĕтĕмлетнĕ: "Чăваш Республики - партие, совета хирĕç тăшман-шпион йăви." Маларах палăртнă суя айăплава кирек епле мелпе, вăйпа тата ирĕксĕрлесе йышăнтарасси следстви тата суд органĕсен тĕп ĕçĕ пулнă. Çапах та тĕрĕслĕх пурах. Партин ХХ съездĕнче Сталин культне суд тунă. Репрессиленисене реабилитациленĕ, массăллă репрессишĕн айăплă ертÿçĕсем тĕлĕшпе чи çирĕп мел палăртнă, вĕсене тĕрлĕ çуллăх ирĕкрен хăтарма йышăннă. Çÿллĕ шайрисем - Ягода, Ежов, Серов тата ыттисем, каярах вара Берия* Чăвашран Розанова, Савина, Шитова тата ыттисене айăпланă.
Пирĕн пурнăçра тĕрĕсмарлăх валли вырăн ан пултăрччĕ, айăпсăрри ан айăплантăрччĕ.
Р. Илларионова.