01 ноября 2014 г.
Раççейре малашне водитель удостоверенине илес тесен обязательнăй майпа автошкулта вĕренни кирлĕ пулать. ИТАР-ТАСС пĕлтернĕ тăрăх кун пирки калакан йышăнăва октябрĕн 27-мĕшĕнче Дмитрий Медведев премьер-министр алă пуснă.
"Автошкулсене çÿресси малашне обязательнăй пулса тăрать. Харпăр хăй тĕллĕн хатĕрленесси пулмасть", - палăртнă РФ Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.
"Руль умне автомашинăпа çÿреме пĕлекенсем кăна ларни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна валли водитель удостоверенийĕ илмелли правилăсене çĕнетсе улăштарас пулать, çак механизма уçăмлă та ăнланмалла тумалла", - хушса каланă Д. Медведев.
"Интерфакс" пĕлтернĕ тăрăх çавăн пекех квалификаци экзаменĕ, экзаменаторсем, кунпа пĕрлех тĕрĕслевсем ирттермелли йĕркипе вырăнĕ тĕлĕшпе те требованисем çирĕпленеççĕ.
РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ Игорь Шувалов хушса çавна каланă: малашне пур автошкулăн та 24 соткăран кая мар çĕр участокĕ кирлĕ пулать.
Водитель удостоверенине илме виçĕ экзамен тытмалла пулать: теори экзаменĕ тата практика экзаменĕ иккĕ. Автошкул пĕтернĕ çын экзаменсенчен пĕрне те пулин виççĕмĕш хутĕнче те тытаймасть пулсан, тепĕр хут экзаменсем тытма 30 кун иртмесĕр май пулмĕ. Кунсăр пуçне çĕнĕ правилăсемпе теори экзаменĕнче лайăх паллă илнин вăйра тăракан тапхăрне виçĕ уйăхран ултă уйăха çити çитернĕ.
Экзаменсем тытма тата водитель удостоверенийĕ илме заявленисене патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕ урлă электрон мелĕпе те пама пулать.
Аса илтеретпĕр. Водитель удостоверенийĕ илмелли правилăсене çирĕплетме 2013 çулхи декабрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерстви сĕннĕччĕ.