01 ноября 2014 г.
Кун пек правăпа çемьере иккĕмĕш е хыççăнхи ача 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнисем (е усрава илнисем) усă курма пултараççĕ.
Çĕр-шывăн 2015 - 2017 çулсенчи бюджетне çирĕплетнĕ май ача амăшĕн капиталĕн темине массăллă информаци хатĕрĕсенче активлă сÿтсе яваççĕ. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çапла ăнлантарса парать. Халĕ вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн çемьере иккĕмĕш е хыççăнхи ача 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă е ача усрава илнĕ пулсан, ача амăшĕн капиталĕн сертификатне кирек хăçан та илме тата унпа усă курма пулать. Саккунпа пăхнă урăхла йышăну çук.
Çак вăхăта Чăваш Республикинче ача амăшĕн капиталĕн сертификатне 55,3 пин çемье илнĕ. Вĕсенчен çурри ытла капиталăн укçи-тенкипе усă курнă та ĕнтĕ - 33,6 пин заявлени йышăннă.
Ытларахăшĕ ача амăшĕн капиталĕпе усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăмăл тăвать. Ку тĕллевпе пĕтĕмĕшле 11 млрд. тенкĕ куçарса панă. Çемьесем укçа-тенкĕне ипотека кредитне саплаштарма, пурăнмалли çурт-йĕр туянма, строительство организацине явăçтармасăрах хăйсем тĕллĕн çурт-йĕр тума е реконструкцилеме, пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр тума уйăраççĕ.
Çавăн пекех çемьесенчи аслă çулхи ачисене аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе колледжсенче вĕреннĕшĕн, студентсен общежитийĕсенче пурăннăшăн, ачисене ача садне çÿретнĕшĕн тÿлеме ача амăшĕн капиталĕпе 32 млн. тенкĕлĕх усă курнă.
Ача амăшĕн капиталĕ шучĕпе ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне пысăклатма республикăра хальлĕхе амăшĕсенчен заявленисем килмен.
Федераци саккунне йышăннăранпа 8 çул хушшинче ача амăшĕн капиталĕн виçи 250 пин тенкĕрен тытăнса 429 пин тенкĕ урлă каçнă.
РФ Пенси фончĕн
республикăри уйрăмĕн пресс-служби.