Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх ырлăх-пурлăхĕ чикĕсĕр мар

01 ноября 2014 г.

 

Октябрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев право йĕркелĕхне тивĕçтерессипе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Ытти ыйтусемпе пĕрлех ларура республика территорийĕнче çут çанталăка хÿтĕлессин законодательствине пăхăнасси, вăрмансемпе тата çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курнăшăн тÿлевсемпе штрафсене шыраса илесси, вăрман законодательствине мĕнле пăхăннине палăртма тĕрĕслевсем ирттернин итогĕсем тăрăх мĕнле мерăсем йышăнни пирки те сÿтсе явнă.

Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Юшин палăртнă тăрăх вăрман участокĕсемпе усă курнăшăн укçа тÿлевĕсене шыраса илессипе суд приставĕсен федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрман участокĕсен 30 арендаторĕн тата унччен вăрман участокĕсемпе усă курнисен 30-ăн федераци бюджечĕ умĕнчи парăмĕ 15,7 млн. тенкĕпе, республика бюджечĕ умĕнчи парăмĕ 30,8 млн. тенкĕпе танлашать.

Республика Финанс министерствин ертÿçи Светлана Енилина çакăн пек цифрăсем илсе кăтартнă. Çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курнăшăн республика бюджетне укçа-тенкĕ пухăнасси юлашки вăхăтра ÿссе пырать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республика бюджетне 48 млн. тенкĕ пухăннă. 2010 çулта вара ку кăтарту 380 пин тенкĕпе кăна танлашнă.

"Çĕр айĕнчи пуянлăхпа, вăрмансемпе усă курассин сферинче юлашки çулсенче эпир йĕрке тăватпăр. Паллах, 2010 çулччен тунă килĕшÿсем тĕлĕшпе ыйтусем те сахал мар-ха. Юридици вăйĕнчи уйрăм çынсем, устав капиталĕ 10 пин тенкĕ кăна пулсан та, аукцион ирттермесĕрех халăх пурлăхĕпе усă курма право илнĕ. Коррупци ĕçĕ-хĕлĕпе камсем çыхăнни пирки çынсем пĕлме тивĕç, кунта тÿрĕ кăмăллă пулас пулать", - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина асăннă тăрăх, Чăваш Республикин "Чувашский лесхоз" патшалăх унитарлă предприятийĕн тĕрлĕ шайри бюджетсем умĕнчи парăмĕ 44 млн. тенкĕпе танлашать. Ку парăм предприяти панкрута тухичченех (2012 çулхи июлĕн 30-мĕшĕ) пулса тăнă.

Республика Пуçлăхĕ налук службине тата çут çанталăк хÿтĕлевĕн прокуратурине бюджета пысăк тăкак кÿнисем тĕлĕшпе принциплă позици йышăнма, çирĕпрех мерăсем йышăнма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика