Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет ыйтусем çуратать

01 ноября 2014 г.

 

Октябрĕн 30-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ.

Канашлура сÿтсе явнă тĕп ыйту ял тăрăхĕсен çитес çулхи тата планланă 2016 çулпа 2017 çулхи бюджечĕсене йĕркелессипе çыхăннă. Ку ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева каласа пачĕ.

Ял тăрăхĕсен çитес çулхи пĕтĕмĕшле бюджетне тупăшсем енĕпе 64353,2 пин тенкĕ, расхутсем енĕпе 65453,2 пин тенкĕ палăртнă. Мăн Сĕнтĕр, Юнкă, Оринин, Катькас, Ярославка тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсен 2015 çулхи бюджечĕсене дефицитпа пăхса хăварнă. Унăн шайĕ пĕтĕмĕшле 1320 пин тенкĕпе танлашать.

Ял тăрăхĕсен хăйсен тупăшĕн виçине çитес çул валли 26030,8 пин тенкĕ пăхнă. Дотацисем республика бюджетĕнчен 19373,7 пин тенкĕ, район бюджетĕнчен 4 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă. Малашне культура учрежденийĕсене ял тăрăхĕсенчен район пăхăнăвĕн шайне куçарнă май вĕсене тытса тăма каякан 22281,9 пин тенкĕне район бюджетне уйăрма палăртнă.

Ял тăрăхĕсен 2016 тата 2017 çулсенчи бюджечĕсене дефицитсăр палăртаççĕ. Пĕтĕмĕшле вĕсем 64924,3 пин тата 67182,6 пин тенкĕпе танлашмалла.

Канашлура палăртнă тăрăх, ял тăрăхĕсен бюджечĕсем программăллă пулмалла. Вĕсем валли муниципалитет программисем 10 таран пăхса хунă. Вырăнсенче çав программăсене туса хатĕрлессипе çитес кунсенче çине тăрса ĕçлемелле. "Кун пек программăсене туса хатĕрлессипе ĕçсене ноябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр вĕçлес пулать", - палăртрĕ Ростислав Николаевич.

Ял тăрăхĕсен çитес çулхи бюджечĕсене çирĕплетессин тапхăрĕсене те палăртрĕç: декабрĕн 10 - 12-мĕшĕсенчен кая юлмасăр. Унччен вара бюджетсене халăхпа сÿтсе явассине йĕркелемелле, халăхпа сÿтсе явасси хăçан пулассине официаллă пĕлтермелле, график палăртмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çавăн çинче те чарăнса тăчĕ. Бюджет расхучĕсене май пур таран чакарас, тупăшсене ÿстермелли майсемпе анлăрах усă курас ыйту çивĕч тăрать. Хальлĕхе вара вырăнсенче ку енĕпе пĕтĕмпех туса çитереççĕ теме çук. Пусă çаврăнăшне кĕртмен, шута илмен, харпăрлăха çирĕплетмен çĕр участокĕсем те, хуçасăр тĕрлĕ сооружени те ял тăрăхĕсен территорийĕсенче сахал мар. Вĕсемпе усă курассине пĕлсе йĕркелесен, харпăрлăха е арендăна парсан çакă бюджета сахал мар тупăш кÿресси вара никамшăн та вăрттăнлăх мар. Калăпăр, хальхи вăхăтра хула çыннисем хушшинче Муркаш районĕ республика тĕп хулинчен инçетре вырнаçман майĕпе кунти ялсенче пурт-çурт çавăрас кăмăллисем сахал мар. Кун пек 40 сотка çĕр лаптăкĕн хакĕ вара паян 150 - 200 пин тенкĕ таврашĕнче. Апла пулсан килсе ыйтасса кĕтсе лармалла мар, шырас пулать кун пеккисене.

Кунсăр пуçне çĕнĕ производство йĕркелекенсене вырăнсенче пур енлĕ май туса парас пулать. Ĕçлеччĕр, çынсене ĕçлеттерччĕр, продукци туса кăларччăр. Вырăнта производство пулсан налуксем те пуçтарăнаççĕ. Анчах та çакă пĕтĕмпех официаллă пулмалла. Кун пек предпринимательсем ниçта та регистрациленмен, çынсене ĕçленĕшĕн ĕç укçи "конвертпа" тÿлеççĕ пулсан, кун пек "производствăран" ял тăрăхĕн бюджетне пĕр пус та кĕрес çук. Кун пеккисем тĕлĕшпе право сыхлавĕн, прокуратура органĕсене явăçтарас пулать.

Çĕнĕ урамсене электрификацилесе пĕтерессин, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене тытса тăрассин ыйтăвĕсене те канашлура çивĕч сÿтсе яврĕç. Электричество ярайман çĕнĕ урамсем çак вăхăта Шетмĕпуç, Оринин, Муркаш, Хорнуй, Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче пур. Хăш-пĕр çĕрте вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнă, тепĕр çĕрте ĕç калăпăшĕ те çителĕклех. Çавăнпа та ку ыйтăва татса парассине те манăçа кăлармалла мар, темиçе çула тăсмалла мар.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре юсама тата тытса тăма ял тăрăхĕсене çитес çул 13182,4 пин тенкĕ уйăрса пама пăхнă. Кашни метр пуçне 20,5 тенкĕ тивет. Кунсăр пуçне чылай ял тăрăхĕнче çул-йĕр юсама тата тытса тăма 2014 çул валли уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса пĕтереймен. Суммисем пысăк мар, çапах та укçа-тенкĕ усă курмасăр юлмалла марри пирки хытарсах каларĕ Ростислав Николаевич. "Ноябрĕн 10-мĕшĕ хыççăн ку ыйту патне урăх таврăнмалла ан пултăр", - терĕ вăл.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем канашлура пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика