01 ноября 2014 г.
Халăх пĕрлĕхĕн кунне ноябрĕн 4-мĕшĕнче уявлама Раççейри Тĕнсен канашĕ 2004 çулхи сентябрь уйăхĕнче чĕнсе каланă. Ăна Патшалăх Думин ĕçпе социаллă политика комитечĕ ырланă. 2004 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче Мускавпа Пĕтĕм Раççей патриархĕ Алексий уява ноябрĕн 4-мĕшĕнче паллă тума кирлине официаллă каланă.
Октябрĕн 4-мĕшĕнче çак пуçарăва Думăри "Единая Россия" фракци ертÿçин çумĕ В. Богомолов ырланă.
2004 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче Патшалăх Думине çĕнĕ саккун проектне тăратнă. Çав çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче ăна виççĕмĕш вулавпа йышăннă. Çапла вара вăл саккунлă вăя кĕнĕ.
Историрен вара çакă паллă. Ноябрĕн 4-мĕшĕ Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн кунĕ шутланать. 2005 çултан тытăнса ăна Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тесе уявлаççĕ. Çак кун Раççей историйĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă. Çакăн хыççăн Раççейре пăтрашăнчăк вăхăт вĕçленнĕ.
Октябрĕн 22-мĕшĕнче (Григориан календарĕпе ноябрĕн 1-мĕшĕнче) Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх ополченийĕн çыннисем Китай-города штурмпа илнĕ. Поляксен Речь Посполита гарнизонĕ Кремле чакнă. Пожарский княç Китай-города Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕпе кĕнĕ, çак çĕнтерĕве халалласа чиркÿ туса лартма шантарнă.
Интервентсен гарнизон командованийĕ капитуляцие алă пуснă. Хыççăнах Кремльтен Мускав боярĕсемпе ытти паллă çынсене кăларса янă. Тепĕр кунне (октябрĕн 27-мĕшĕнче) гарнизон парăннă. 1613 çулхи февраль вĕçĕнче земство соборĕ çĕнĕ патшана - Романовсен династийĕн пĕрремĕш вырăс патшине Михаил Романова суйланă.
1649 çулта Алексей Михайлович патша указĕпе Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн кунне (Юлиан календарĕпе октябрĕн 22-мĕшĕ) патшалăх уявĕ тесе паллă тума тытăннă. Ăна виçĕ ĕмĕре яхăн 1917 çулчченех уявланă.
Вырăс православи чиркĕвĕн календарĕпе çак кун 1612 çулта Мускавпа Раççее поляксенчен ирĕке кăларнине халалласа Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн кунне уявлаççĕ. Юлиан календарĕпе вăл октябрĕн 22-мĕшне килет. Иртнĕ ĕмĕрсем хушшинче Юлиан тата Григориан календарĕсем хушшинчи шайлашу чылай улшăннă май çак кун ноябрĕн 4-мĕшне куçнă. Шăпах ĕнтĕ çак куна - Юлиан календарĕпе октябрĕн 22-мĕшне, Григориан календарĕпе ноябрĕн 4-мĕшне - патшалăх уяв кунĕ тесе суйласа илнĕ.