18 октября 2014 г.
Ыран çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Мĕнле кăтартусемпе, мĕнле шухăш-кăмăлпа кĕтсе илеççĕ вĕсем хăйсен уявне; Çакăн пирки каласа пама ыйтрăм район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн пуçлăхне Владимимр НИКИТИНА:
- Тÿрех каласа хăварас тетĕп. Пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк пулмарĕ. Çитменнине çак уяв кунĕсенче пысăк объектсене хута яма палăртатпăр. Акă "Хантымансийскдорстрой" ООО строителĕсем пирĕн район территорийĕнче "Волга" М-7 çул çинче пысăк калăпăшлă строительствăпа реконструкци ĕçĕсене вĕçлеççĕ. Москакассине çитичченхи тăрăхра халĕ федераци трасси епле илемлĕ те хăтлă пулса тăнине чылайăшĕ асăрхама ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Уйрăмах Шупашкарпа Чул хула тата Муркашпа Мăн Сĕнтĕр çулĕсен юпленĕвĕ пирки çакна каламалла. Илемĕпе пĕрлех вăл çак çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Кунсăр пуçне тепĕр объект хута яма хатĕрленетпĕр. Муркаш - Турай - Сура автомобиль çулне пĕтĕмпе 6 километр тăршшĕ тĕпрен юсаса пĕтернĕ. Кунти калăпăшлă ĕçсене "Чувашупрдор" ОАО строителĕсем ответлăха туйса пурнăçларĕç. Иртнĕ çул кунта пĕтĕмпе 10 млн. тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă пулсан, кăçал юсав ĕçĕсене 44 млн. тенкĕлĕх пурнăçлама пултарчĕç.
"Автодорсервис" ООО (ертÿçи А.К. Жарков) Муркаш районĕн территорийĕнче пурнăçлакан пысăк объект вăл - Çурлатри ялĕнче 1 километр ытла çĕнĕрен асфальт çул сарасси. Асфальтне сарса пĕтернĕ ĕнтĕ, водопровод системине çĕнĕрен хунă, çĕнĕ колонкăсем вырнаçтарнă. Пĕтĕмпе 11 млн. тенкĕлĕх ытла ĕç пурнăçланă. Юлнă ĕçсен калăпăшĕ 5 млн. тенкĕлĕх. Çакă электричество юписемпе линийĕсене куçарассипе, ытти ĕçсем пурнăçлассипе çыхăннă. Çак юлнă ĕçсене çитес çул кредит укçи-тенкипе вĕçлемелле пулать.
Тепĕр "Автодорсервис" ООО строителĕсем (ертÿçи В.А. Погодин) Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула автоçула пĕтĕмпе 1 километр ытла юсаса пĕтерчĕç. Пĕтĕмпе юсав ĕçĕсене 5,5 млн. тенкĕлĕх пурнăçланă. Юсав ĕçĕсен пахалăхĕ такама та тивĕçтермелле.
Пысăкрах строительство объекчĕсемпе пĕрлех пĕчĕкреххисем пирки те шухăшлама тивет. Планпа пирĕн кăçал ял тăрăхĕсенче ял хушшинчи çулсене 4,3 километр юсаса йĕркене кĕртмеллеччĕ пулсан, эпир ку кăтартăва 4,5 километра çитерме пултартăмăр. Ку ĕçсене "Автодорсервис" ООО, "Чебдор" ООО, "Стройтранс" ООО строителĕсем туса ирттерчĕç.
Çул-йĕр тунипе тата юсанипе пĕрлех нумай хваттерлĕ çуртсен кил картишĕсене пăхса тăрассипе çуллен сахал мар ĕç пурнăçлама тивет. Кăçал нумай хваттерлĕ çуртсен 8 картиш территорине юсаса тухнă. Лаптăкĕ пĕтĕмпе 3505 тăваткал метрпа танлашрĕ. Пĕтĕмпе 2,452 млн. тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Вăл шутран Мукаш ял тăрăхĕн территорийĕнче нумай хваттерлĕ 5 çуртăн, Мăн Сĕнтĕрте 3 çуртăн картиш территорийĕсене юсанă.
Çулталăк тăршшĕпе район территорийĕнчи çулсене пăхса тăракан, вак юсав ĕçĕсем туса ирттерекен организацисен хастар ĕçченĕсене те уяв умĕн асăнмасăр май çук. Кусем вĕсем "Чувашавтодор" ООО тата "ПГС-1" ООО. Çу кунĕсенче вĕсем асфальт çулсем çинчи шăтăк-путăксене саплаççĕ, хĕлле çулсене юртан тасатса тăраççĕ.
Тунă ĕçсем тунă ĕçсемпе, цифрăсем цифрăсемпе те, анчах та çак кашни ĕç тата кашни цифра хыçĕнче конкретлă çынсен, çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен пархатарлă та сумлă ĕçĕ пулнине нихăçан та манмалла мар. Пĕтĕмпех вĕсен ăсталăхĕпе, тăрăшулăхĕпе çыхăннă. Çавăнпа та паян манăн вĕсене пурне те çитсе килекен професси уявĕпе чĕререн тата чунтан саламланипе пĕрлех пысăкран та пысăк тав сăмахĕ калас килет. Тавах сире пуриншĕн те. Телей, юрату, ырă ĕмĕтсем, тулăх пурнăç, ырлăх-сывлăх сунатăп пурсăра та. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе çураçу хуçаланччăр.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.