18 октября 2014 г.
Пĕрлехи информаци кунĕнче пирĕн района килсе çитнĕ ĕç ушкăнне ЧР юстици министрĕн çумĕ Ирина Семенова ертсе пычĕ. Ĕç коллективĕсемпе ирттернĕ тĕл пулусенче килсе çитнĕ ертÿçĕсем тĕрлĕ енлĕ калаçу пуçарчĕç, Чăваш Енри тĕрлĕ сферăри лару-тăрупа паллаштарчĕç.
Ирина Анатольевнăна эпир республика бюджечĕ пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.
- Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2015 çул валли тата планланă 2016 тата 2017 çулсем валли бюджечĕ çинчен" саккун проектне Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сентябрĕн 30-мĕшĕнче пăхса тухрĕç. Унпа килĕшÿллĕн 2015 çул валли бюджет 33,4 миллиард тенкĕпе танлашассин прогнозĕ пур. Çакă вăл 2014 çулхи бюджетăн (улшăнусемпе пĕрле) 91,3 проценчĕ чухлĕ. Малаллахи çулсем валли палăртнă бюджетсем ÿссе пымалла. Республикăн харпăр хăй тупăшĕ те ÿссе пырассине палăртнă.
Бюджет калăпăшне кура расхутсем çитес çул 36,8 миллиард тенкĕпе танлашмалла, малаллахи çулсенче ку кăтарту та пысăкланмалла.
Бюджет социаллă енлĕ пулни куç кĕрет. Акă вĕренÿ сфери валли çитес çулта 11054,3 миллион тенкĕ пăхса хунă. Расхутсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен вĕренÿ валли пăхса хунă расхутсем 30 процент чухлĕ. 2015 çулта республикăри шкулчченхи 8 вĕренÿ учрежденине реконструкцилеме тата çĕнĕрен туса хута яма 100 миллион тенкĕ палăртса хăварнă.
Сывлăх сыхлавĕ валли 2015 çула 6864,2 миллион тенкĕ пăхса хунă.
Бюджетри пĕчĕк мар сумма патшалăх малашне те социаллă политикăна активлă тытса пырассипе çыхăннă. Çапла вара патшалăх республика гражданĕсем умĕнче хăйĕн обязательствисене пурнăçлать. Çитес çул çак тĕллевпе 7543,8 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Апла пулсан малашне те республика правительстви демографи лару-тăрăвне йĕркелессипе, амăшлăхпа ачалăх, çемье ыйтăвĕсене татса парассипе тимлĕ. Каласа хăвармалла, виççĕмĕш ача çуратнăшăн республика капиталĕпе тивĕçтерме 2015 çула кăна 160 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă социаллă пулăшу пама та, ĕçсĕррисене пулăшупа тивĕçтерме те, ытти социаллă гарантисене пурнăçлама та бюджетра ятарлă суммăсем пăхса хунă. Паллах, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата инваличĕсене, хĕрÿ çапăçусенче пулнисене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси те социаллă политикăн тĕп енĕсенчен пĕри пулса юлать.
Бюджетăн пысăк пайне Чăваш Республикин çул-йĕрпе çыхăннă ĕç-хĕле аталантарас тĕллевпе 2012 çулта йĕркелесе хунă çул-йĕр фондне яма палăртнă.
Республикăшăн пĕлте-рĕшлĕ агропромышленность комплексне пулăшма çитес çул валли 789,8 миллион тенкĕ пăхса хунă. Малаллахи икĕ çулта ку сумма пысăкланса пырать.
Н. НИКОЛАЕВА.