18 октября 2014 г.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерекен черетлĕ ушкăн Ярославка ял тăрăхне çула тухрĕ. "Чăваш топливо компанийĕ" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Юрий Иванов çак ял тăрăхĕнче шывпа, çул-йĕрпе тивĕçтересси, налук пухăнасси епле пынипе тата ытти ыйтупа кăсăкланчĕ.
- Ял тăрăхĕнче пысăк предприятисемпе организацисем çуккипе тата кунти хуçалăхсем саланни налук пухăнасси çине витĕм кÿрет. Хальлĕхе икĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет. Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене те вĕсемех пусă çаврăнăшне кĕртсе пыраççĕ. Малтанхи çулсенче 60 сотка çĕр илекенсем йышлăччĕ. Халĕ вара çав лаптăксене чылайăшĕ пăрахрĕ, вăл уй-хир усăсăр выртать. Çакна эпĕ ытларахăшĕ аякка ĕçлеме кайнипе тата ялта пурăнакансем ватăлса пынăран выльăх-чĕрлĕх сахалрах усрама пуçланипе ăнлантаратăп. Çавăнпа та харпăрçăсемпе калаçса татăлса урăхла çул-йĕр шырама тивет пулĕ, - паллаштарать кунти ĕç-хĕлпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Кожевников.
Юлашки виçĕ çул хушшинче ку тăрăхри ялсенчи çул-йĕре софинансировани мелĕпе усă курса самай юсаса çĕнетме май килнĕ. Ял тăрăхĕнче çамрăк специалистсем сахал, ытларахăшĕ аякка кайма тăрăшать. Призывниксемпе ĕçлесси япăх мар, çар ретне тăрассинчен пăрăнакансем пулман.
Тĕл пулу шкул коллективĕпе иртрĕ. Кунта 145 вĕренекен, вăй хуракансем - вăтам ÿсĕмрисем, тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр ĕçлес кăмăллă. Малтанласа палăртнă тăрăх çитес вăхăтра та вĕсен йышĕ çак шайрах юлмалла. Пĕтĕмĕшле илсен вĕренÿ тата методика пособийĕсен ытларах пайĕпе тивĕçтернĕ, çитес вăхăтра хушма парти кÿрсе килме палăртнă. Апатлантару пÿлĕмĕнчи оборудовани япăх мар, кăçал туянни те пур. Ачасемпе шкулта профилактика ĕçне тăтăшах ирттереççĕ.
- Чăваш Республикин бюджечĕ социаллă енлĕ, унăн пĕлтерĕшĕ яланхиллех сыхланса юлать. Вĕренÿ сфери валли çитес çул 11054,3 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă, çакă кăçалхипе танлаштарсан 94,7 процент шайĕнче, - паллаштарать республика шайĕнчи лару-тăрупа Юрий Иванович.
Сывлăх сыхлавĕ валли çитес çул 6864,2 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă. Çакă кăçалхипе танлаштарсан 96,1 процент шайĕнче. Республикăра пурăнакансене социаллă тивĕçтерÿ валли 6014,9 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çул-йĕр фондĕнче укçа-тенкĕ çитес çул валли 2570,3 миллион тенкĕ пулĕ, пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр тума тата реконструкцилеме 690 миллион тенкĕ пăхса хунă. АПК комплексне аталантарма 789,8 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
Ял тăрăхĕсенче профилактика ĕçне вăйлатнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулмалла, пушартан сыхланасси яланхиллех тĕпре тăмалла. Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлĕнчи кăтарту тăрăх пирĕн районта пушар алхаснă 32 факт регистрациленĕ, иртнĕ çул - 27. Синкерте 3 çын кун-çулĕ татăлнă, иртнĕ çул 1 çын пурнăçран уйрăлнă. Çакă та сыхă пулмаллине пире тепĕр хут аса илтерет.
Кăçалхи тăхăр уйăхра республика территорийĕнче 1409 автоавари регистрациленĕ, вĕсенче 182 çын вилнĕ, 1672-шĕ суранланнă. Ÿсĕрле тунă аварисен йышĕ 132 пулнă. Çул-йĕр çинчи синкер ытларах эрне тата шăмат кунсене лекет. Çуран утакан çыннăн та яланах асăрхануллă пулмалла, çул-йĕр правилине пăхăнмалла, водитель тимлĕхĕ çине кăна шанмалла мар. Фотофиксаци приборĕсем пĕтĕмпе йĕркене пăснă 236530 факт ÿкерсе илнĕ. Уйăх пуçламăшĕ тĕлне республикăри регистраци учетĕнче 296918 автомототранспорт тăрать, иртнĕ çулхи çак тапхăртинен 6,7 процент ытларах.
- Тавралăха хăтлăх кĕртес, тасалăхпа тивĕçтерес ĕç пирки те манмалла мар. Унăн планне пур шайра та çирĕплетнĕ, халĕ çав уйăхлăх пырать. Йывăç лартас тапхăр та иртмен-ха. Республикăра пĕтĕмпе санитари тасалăхне ирттерме 27 пин ытла çын, 1 пин ытла предприятипе организаци хутшăннă, 250 ытла экологи акцийĕ иртнĕ. Кашниех çакăнта хăй тÿпине хывма пултарать, - калаçăва тăсать Юрий Иванович.
Черетлĕ тĕл пулу Ярославкăри пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче иртрĕ. Кунти ĕç-хĕл паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерни аван курăнчĕ. Унăн ертÿçи Владимир Басяев каланă тăрăх ял тăрăхĕнче пурăнакансем - ытларах аслă ăрурисем, вĕсен хăйсен чир-чĕрĕ.
- Çапах та сывлăх шайĕ çынран хăйĕнчен ытларах килет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма тăрăшмалла. Чи пăшăрхантараканни вара - халăх ĕçкĕпе иртĕхни. Çакăнтан пуçланать те тĕрлĕ чир-чĕр, харкашу-çапăçу, йывăр çемье, нушаллă ача-пăча тата ытти. Çавăнпа та вăхăтра чарăнма пĕлни тата пурнăç çине тĕрĕс куçпа пăхни питĕ кирлĕ, культура шайĕ пирки те манмалла мар, - палăртрĕ шухăшне Владимир Михайлович.
Çакăн пек йĕркепе иртрĕ черетлĕ ĕç кунĕ.
Р. Илларионова.