Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шыравра пулни ĕçре пулăшать"

18 октября 2014 г.

 

Çапла калас килет Оринин ял тăрăхĕнчи Патаккассинчи сĕт-çу ферминче пулса курнă май. Ку объектра Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев, çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, АПК аталанăвĕн тата муниципалитет харпăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев пулчĕç. Информаци ушкăнне Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Волков тата "Оринино" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Юрий Шишокин кĕтсе илчĕç.

Ертÿçĕ яланах тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшни, паянхи çăмăл мар пурнăçра та йывăрлăхран тухмалли çулсем шырани кунта куçкĕрет. Çакна производство пÿлĕмĕсенче, сарайсемпе витесенче пулса курнă май та, ферма ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă чухне те аван туйрăмăр.

Акă çамрăк пăрусем тытакан витенех илер. 130 - 150 пуç выльăх тытса усраççĕ кунта. Витене газпа хутса ăшăтас пулсан 3 çынран кая мар газ операторне ĕç укçи тÿлеме тивет, газ оборудованине пăхса тăракансем кирлĕ, çитменнине газ хакĕ те йÿнех мар. Патаккассисем вара витене электричествăпа хутса ăшăтмалалла майлаштарнă. Çакă тăкаксене самай чакарма май панă. Çамрăк выльăхсен айсарăмĕ валли типĕ кăчкă кĕрпине Мăн Сĕнтĕрти пилорамăран кÿрсе килеççĕ. Транспортерсене улăштарнă, стенасене шуратса дезинфекциленĕ. Чăннипех хуçа алли пурри палăрать.

Шухăшлаттаракан ыйтусем те çук мар. Иртнĕ çул сĕтĕн пĕр килограмне вăтамран 21 тенкĕпе тиесе ăсатнă пулсан, халĕ 18 тенкĕпе кăна йышăнаççĕ. Фермăра вăй хуракан 28 çынна вара пурне те ĕç укçи тÿлемелле. Ĕç укçийĕ вара мĕн чухлĕ сĕт тата мĕн хакпа сутнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Кашни ĕне пуçне вăтам сăвăм 12 килогрампа танлашать. Ку кăтарту та юлашки вăхăтра кăштах чакни палăрать.

Çав вăхăтрах Юрий Николаевича çак ыйту та канăç памасть. Сĕте миçе тенкĕ çинчен сутсан та магазинсенче сĕт продукчĕсен хакĕсем çав шайрах-çке. Апла пулсан сĕте йÿнĕрех хакпа йышăнни чи малтанах продукци тирпейлекенсемшĕн меллĕ.

Пурте пĕр пулса вара çав шухăш патне тухрĕç. Паянхи вăхăтра ниепле те выльăхсен йышне чакарас çул çине тăмалла мар. Ÿсен-тăран продукцийĕ туса илессине мала кăларса выльăх апачĕллĕх культурăсем кăна çитĕнтернипе укçа-тенкĕллĕ пулаймăн. Выльăх апачĕ çителĕклĕ те тулăх пулни чи малтанах ытларах выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илме май патăр. Хальхи вăхăтра вара сĕт туса илни тупăш кÿрекен отрасльсенчен пĕри пулса тăрать. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене витĕмлех теейместпĕр пулин те, патшалăх пулăшусăр хăвармасть.

Кунта сăмах уйрăм çын предприятийĕсем çине те çитрĕ. Пурте мар, паллах, çапах та вĕсем хушшинче çынсене ĕç укçи тÿлессипе пур тÿлеве те кăтартса çитерменни палăрать. Çапла майпа налуксене те, пенси фондне те взноссене сахалрах куçараççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра вара çапла тума май çук. Çитменнине май пуррипе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене пурлăх тĕлĕшĕнчен укçан тÿлесе те пулăшма тăрăшаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ферма ĕçченĕсем хушшинче çамрăксене те курма май килчĕ.

Анатолий Яковлев - чылай çул хушши районта ĕçленĕ çын. Малиновка лесничествине вăл хăй вăхăтĕнче ăнăçлă ертсе пычĕ. Халĕ, министр çумĕ пулсан та, Муркашсене манмасть Анатолий Петрович, тăтăшах кунта пулма, ĕçсемпе паллашма тăрăшать. Çавăншăн ăна хуçалăх ертÿçи Юрий Шишокин тав сăмахĕ каларĕ.

Курмалли, пĕлмелли, вĕренмелли хальхи вăхăтра сахал мар. Юлашки çулсенче вара пĕр-пĕрин опытне вĕренессине çителĕклех мар йĕркеленине палăртрĕç выльăх-чĕрлĕх ăстисем.

Анатолий Яковлев хальхи должноçре 4 çул вăй хурать. Çак тапхăрта республикăри вăрмансенче пысăк пушарсем пулманнине каларĕ министр çумĕ. Апла пулин те сыхлăх, тимлĕх пирки самантлăха та манмалла мар. Юлашки вăхăтра Малиновка лесничествине пушар машинипе, тракторпа тивĕçтерме май тупни те Анатолий Петрович тăрăшăвĕсĕр пулман.

Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки производство объекчĕсенче, килти хуçалăхсенче тимлĕ пулмаллине асăнчĕ Анатолий Яковлев. Çавăн пекех вăл вăрман тăрăхĕсем лартса чĕртесси, вăрмансенче вутă е строительство материалĕсем касса хатĕрлесси пирки ăнлантарса пачĕ.

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт-çĕр-шывĕ" форум епле пысăк шайра иртнине палăртрĕ. Вăл та çемйипех хутшăннă унта. Районта та спорта ытларах та ытларах çынна явăçтарма чĕнсе каларĕ. Муркашра физкультурăпа спорт комплексĕ пурри, шкулсенче спортзалсем çителĕкли, юлашки çулсенче вĕсене юсассипе ытларах тимлеме тăрăшни ку енĕпе пысăк тĕкĕ пулмалла.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика