18 октября 2014 г.
Октябрĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕнче ял хуçалăх производство предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ тата ертсе пычĕ.
- Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Енчен те эсир çак отрасле суйланă пулсан, ăна аталантармаллах. Пĕр вырăнта тăни тупăш илме памĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантармасан йывăр лару-тăрăва улăштарма май килмĕ. Енчен те хăвăр вăй çитерейместĕр пулсан инвесторсене явăçтарăр, пуçаруллисем килсе ĕçленĕшĕн никама та япăх пулмĕ, - калаçăва пуçларĕ Ростислав Николаевич.
Ырă тĕслĕх вырăнне Суворов яч. хис. хуçалăха, А. Афанасьев хресчен (фермер) хуçалăхне илчĕ тата ытти пуçаруçă та пур район территорийĕнче. Çавăн пекех "Свобода" хуçалăх ертÿçи улшăннăранпа унти аталану ырă енне самай улшăннине те палăртрĕ вăл. Юлашки вăхăтра сĕт хакĕ ытла чакманран унран тупăш самай илме пулать. Çакăн тĕрĕслĕхне çирĕплетме те аякри хуçалăхсем патне каймалла мар, хамăр районтах вĕсем. Суворов яч. хис хуçалăх яланах ку енĕпе малти вырăнта. Тĕслĕхрен, "Оринино" хуçалăх тĕрлĕ витаминпа пуян хутăшлă апат хатĕрлекен "Империал" чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа тачă ĕçленĕрен сăвăм шайĕ пысăк.
Тăхăр уйăх ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев тишкерчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи тăхăр уйăхра 357 миллиона яхăн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă е иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 114,2 процент. Районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 25,2 пин гектар çĕр çинче ака ĕçĕ ирттернĕ. Çакă иртнĕ çулхи кăтартуран 500 гектар ытларах. Тыр-пул тухăçĕ гектар пуçне 20,1 центнер тивет. Уйрăмах ку енĕпе Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., Ильич яч. хис. хуçалăхсем ăнăçлă ĕçленĕ.
- Ака-суха, вырма тата ĕç ирттернĕ чухне пĕрне пĕри пулăшса пыни те питĕ вырăнлă пулчĕ. Хăш-пĕр хуçалăхра тырă типĕтмелли агрегат çукки вара кăçал самай чăрмав кÿчĕ. Çавăнпа та пухса кĕртнĕ тырă-пулăна япăхса кайма памалла мар тата çитес çулхи ĕç пирки те халех шухăшлама пуçламалла, - терĕ Владислав Кириллович.
Тĕрлĕ формăллă хуçалăхсем пĕтĕмпе 5929 тонна утă, 17124 тонна сенаж, 5478 тонна силос янтăланă. "Путь Ильича" агрофирма, "Герой", "Ударник", Суворов яч. хис, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсем ăнăçлăрах ĕçленине палăртмалла.
Вырăнти пахалăхлă продукци пĕлтерĕшĕ ÿснине кура Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви 5800 гектар çинче кĕр аки тума план панă, 5923 гектар çинче акса хăварнă, çакă иртнĕ çулхинчен 21 процент ытларах.
Чăвашстат кăтартăвĕ тăрăх районти ял хуçалăх сферинче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи калăпăшĕ вунă пин тенкĕрен иртет. Çакă районти вăтам ĕç укçи шайĕнчен самай пĕчĕк. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту ĕç укçи тÿлессипе çыхăннă.
- Шалу укçипе вара пур хуçалăхра та вăхăтра тивĕçтереймеççĕ, хăшĕсен парăмĕ самай пысăк.Саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлекенсене йышăннă график шайĕнче ĕç укçине маларах палăртнă вăхăтра тата пĕр уйăхра икĕ хутчен тÿлемелле, пĕри - аванс шучĕпе, тепри - тĕп пай. Коллективсенчен килнĕ çырусене пăхса тухма тивет. Ĕçлекенсен прависене пăснă фактсем çиеле тухаççĕ, - терĕ прокурор пулăшуçи Ирина Максимова.
Умра вара - черетлĕ ытти ĕç: выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси, вĕсен йышне тата продукци шайне ÿстересси, çитес тапхăра хатĕрленесси.
- Паянхи кунпа кăна пурăнмалла мар, çĕнĕ çул-йĕр шырамалла. Ертÿçĕн ĕçлекене ĕçпе тивĕçтермелле тата ĕçленине кура шалу тÿлемелле. Çавăн пекех усă курман хуçасăр объектсем пирки те тепĕр хут аса илтеретĕп, - терĕ Ростислав Николаевич ытларах тимлемеллине палăртса.
Ларура çавăн пекех ытти ыйтăва та тишкерчĕç.
Р. макарова.