18 октября 2014 г.
Çĕр-шывра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетес тата çын потенциалне аталантарас тĕллевпе физкультура воспитанине эффективлă туса хурас тесе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин 2014 çулхи мартăн 24-мĕшĕнчи 172 номерлĕ "Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" (ГТО) физкультурăпа спорт комплексĕ çинчен" Указ кăларчĕ.
ГТО комплексĕ Раççейре пур çĕрте те 2017 çулта вăя кĕрĕ, 6 çулхи ачасенчен пуçласа аслисем таранах пурте ГТО нормативĕсене хăйсен ирĕкĕпе пурнăçлама пултараççĕ. Кăçал вара ăна эксперимент мелĕпе хăш-пĕр субъектсенче тĕрĕслесе пăхаççĕ, хыççăн вĕренÿ учрежденийĕсенче çирĕплетеççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумра ГТО комплексĕн уйăрса илмелли паллисене тата федераци порталне пахаларĕç. Ку ĕç-пуçа РФ спорт министрĕ В. Мутко, Патшалăх Думин физкультурăпа спорт комитечĕн ертÿçи Игорь Ананских, ГТО посолĕсем Ольга Брусникина, Николай Валуев тата Александр Карелин хутшăнчĕç. Мероприятие Дмитрий Губерниев спорт комментаторĕ ертсе пычĕ.
ГТО паллине суйласа илессипе пысăк конкурс пулнă. Çирĕплетнĕ значокăн аялти пайĕнче араб цифри пур - пĕрререн пуçласа вун пĕр таран. Çак цифра ГТО нормативĕсене хăш ÿсĕмри (ступень) çын пурнăçланипе çыхăннă. Значок ылтăн, кĕмĕл тата бронза тĕслĕ.
ГТО нормативĕсене форум вăхăтĕнче "Спартакра" 1100 çынна яхăн пурнăçларĕ: шкул ачисем те, ĕçлекенсем те, ветерансем те. Ÿсĕме кура вĕсене 11 тĕрлĕ ушкăна уйăрчĕç (картлашкана). Нормативсем вĕсен хăвăртлăхне, чăтăмлăхне, вăйне тĕрĕслеме май пачĕç.
Муркашри вăтам шкулта вĕренекен 15 çамрăк (сăн ÿкерчĕкре) - 8 хĕрпе 7 яш - С. Паладьев тата В. Моисеев вĕрентекенсем ертсе пынипе ГТО 4 картлашкинчи нормативсене пурнăçларĕç.
- Ачасене кĕлетке çĕклессинче, 60 метр чупассинче, вырăнтан малалла сикессинче тĕрĕслерĕç. Пирĕн вĕренекенсем пур норматива та пурнăçлама пултарчĕç. Сăмахран, Ксения Никонова 1 минутра кĕлеткене 46 хут çĕклерĕ, Алексей Николаев - 60 хут* Даниил Федотовпа Андрей Федотов вырăнтан 2,35 метр сикрĕç* 60 метр дистанцие Юлия Александрова 8,6 çеккунтра, Владимир Михайлов 8,1 çеккунтра чупса тухрĕç. Пĕтĕмĕшле вара форум пире пурне те питĕ килĕшрĕ, - каласа парать физкультура учителĕ Сергей Паладьев.
Нормативсене пурнăçланă çамрăксене пурне те çакна çирĕплетекен зачет кĕнекисене панă. Унта çырнă кăтартусемпе вĕсем çитес çул значок илме пултараççĕ.
Шкул ачисен - хăйсен нормативсем, вĕсене ÿсĕме кура ушкăнсене пайланă. Ача ÿснĕçемĕн унăн тест тĕсĕ ытларах хушăнса пырать. Чи аслă шкул ачисем, 16-18 çултисем, нормативсене пиллĕкмĕш картлашкапа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.
РФ Спорт министерствин ятарлă хушăвĕпе çавăн пекех тĕрлĕ ÿсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсен ГТО нормативĕсене те çирĕплетнĕ. Вĕсен нормативĕсем те тĕрлĕрен.
Н. Николаева.