Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйту çивĕч тăнăран

18 октября 2014 г.

 

Пирĕн районти шкулсенче ашшĕ-амăш пухăвĕсем иртеççĕ. Шкулсене çитсе сумлă ĕç ушкăнĕ ашшĕ-амăшĕсемпе тата вĕрентекенĕсемпе иртекен тĕл пулусене хутшăнать. "Эпир шкулсене çÿрени ăнсăртран мар, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле сÿтсе явмалли çивĕч ыйтусем пур", - палăртать район прокурорĕ Сергей Павлов. Çак тĕл пулусенчен пĕринче, Чуманкассинчи вăтам шкулта иртнĕ пухура, пирĕн журналист Н. Николаева та пулчĕ.

Ашшĕ-амăш пухăвĕн малтанхи пайĕнче шкул директорĕн Валерий Васильевăн уçă докладне итлерĕç. Шкулта воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Валентина Николаева профилактика темипе пуçарнă калаçура шкулпа çемье тата общественность çыхăнса ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. 11 класс ертÿçи Нина Замятина çемьери хутшăнусем ача çине пысăк тата тĕрлĕ енлĕ витĕм кÿме пултарни пирки сăмах хускатрĕ.

Пухăвăн иккĕмĕш пайĕнче калаçу ытларах "спайс" хăрушлăхĕ пирки пулчĕ. Сергей Павлов прокурор пĕлтернĕ тăрăх çак хăрушă хутăшпа наркăмăшланнăран районти пĕр çамрăка больницăна леçме тивнĕ, Чăваш Енре вара кун пеккисем 140 яхăн çын. Пухăва пуçтарăннисем вăл илсе пынă видеофильма та пăхрĕç. Унти "ÿкерчĕксем" никама та сÿрĕк хăвармарĕç пулĕ - чăнах та хăрушă фактсем илсе кăтартнă. Сергей Владимирович хальхи вăхăтра "Ăçта вилĕм сутаççĕ, пĕлтер" акци пынине те аса илтерсе хăварчĕ.

Хамăр район патне таврăнса калаçăва РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Евгений Плечов пулса иртнĕ тĕслĕх çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çамрăксем пĕрле пухăнса "спайс" туртнă хыççăн хăшĕсем килĕсене кайнă, пĕри вара çав вырăнтах выртса юлнă. Çанталăк сивĕ пулманран çамрăк çĕр каçнă-ха. Тепĕр ирхине киле таврăнсан вара алли каллех "спайс" патне туртăннă, хăй чĕрĕ юлнăшăн савăнмалли шухăш пуçра та пулман унăн. Çапла вара çамрăк спайспа вăйлă наркăмăшланнăран васкавлă медицина пулăшăвне чĕнме тивнĕ. Çак тĕслĕхпе тата унпа çыхăннă ытти факт тĕлĕшпе халĕ уголовлă ĕç пуçарас тĕллевпе следовательсем тимлеççĕ.

- Ачасемпе уççăн калаçăр. Вĕсем çак хăрушлăха ăнланччăр, çыннăн шалти органсем пĕтме пуçланипех пуç мими вилсе пынине те пĕлччĕр. Канмалли кунсене яла килекен çамрăксемпе мĕнле хутшăнура пулнине уйрăмах лайăх асăрхăр, пĕлсе тăрăр. Вĕсем "спайс" туртма ан явăçтарччăр. Çавăнпа та сирĕн ачăрăн çак наркăмăш хăрушлăхне пĕлмелле, "спайс" уншăн кăсăклă ан пултăр, - тесе Евгений Иванович профилактика мелĕсемпе паллаштарчĕ.

Криминоген лару-тăрăвĕ пирки каласа панă май вăл районта ÿсĕрле тăвакан преступленисем ÿсни тата пĕр çын темиçе хут преступлени тунă тĕслĕхсем чылаййи çинче чарăнса тăчĕ.Чуманкасси ял тăрăхĕнче юлашки 2-3 çулта лару-тăру стабильлĕхпе палăрать пулин те, асăрхаттару ĕçне пĕрле пурнăçламаллине асра тытма сĕнчĕ.

ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен уйрăмĕн ертÿçи Александр Кочуров вара ашшĕ-амăшĕсемпе призыв пирки калаçрĕ. Районта хальхи вăхăтра 40 çамрăк салтака кайма хатĕр, ноябрĕн 15-мĕшĕнче кĕркуннехи призыв кампанийĕнче яшсене салтака ăсатма тытăнаççĕ. Кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчен призывпа çыхăннă çĕнĕлĕх те пур: аслă шкулсенчен вĕренсе тухнисем призывпа пĕр çул е контрактпа икĕ çул службăра тăма пултараççĕ.

Александр Алексеевич яшсемпе хĕрсене çар училищисене тата çар ĕçĕпе çыхăннă аслă шкулсене вĕренме кĕме хатĕрлесси çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çак вĕренÿ заведенийĕсенче 1 курс студенчĕсем вăтамран 15 пин тенке яхăн стипенди илсе тăнине палăртрĕ. Апла ачан сывлăхĕ çирĕп пулсан, вăл ытти енĕпе те лайăх ĕлкĕрсе пырсан мĕншĕн унта вĕренме кĕрес мар;

Вĕренÿ темине малалла тăсса район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи палăрăмлă самантсем пирки каласа пачĕ. Ун сăмахĕнче пĕчĕккисене ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтерессинчен пуçласа патшалăх пĕтĕмĕшле экзаменĕ таранах тулли информаци пулчĕ. Çак экзаменсене хатĕрленĕ чух ачасене психика тĕлĕшĕнчен те пулăшмаллине палăртрĕ.

Ашшĕ-амăшĕ пирĕн районти виçĕ шкулта - Москакасси, Ильинка тата Юнкă шкулĕсенче - 10-мĕш классем уçманнине пĕлсен ку ыйтупа та кăсăкланчĕç. Калаçура Чуманкассисен хальлĕхе кун пирки пăшăрханма сăлтав çукки палăрчĕ.

Логопед услугисене илес текенсем те пур кунта. Вырăнти "Малыш" ача садĕнче çак округа кĕрекен ачасемпе Е. Михайлова логопед ĕçлет. Çавăнпа та ыйтăвăн хуравĕ те ансат пулчĕ.

Пухăва пуçтарăннисенчен "Муркашри аптекăра «фанфуриксем» хăçан сутма чарăнаççĕ" текен ыйту пулчĕ. Ăна Евгений Плечов хуравларĕ. Вăл çак шĕвеке сутма чарма пултаракан саккун хальлĕхе çуккне ăнлантарчĕ. Муркаш район администрацийĕ те пуçарупа ЧР Патшалăх Канашне темиçе çул каяллах тухнăччĕ, пурпĕр ыйтăва туллин татса пама май çук. Хальхи вăхăтра районти икĕ райпо аптекисенче те "фанфурик" сутмаççĕ. Вĕсен ертÿçисем ыйту çын пурнăçне хуçнипе çыхăннине ăнланнă ĕнтĕ. Уйрăм предпринимательсем вара укçа хыççăн кайнăран çыннăн сывлăхĕ, ача-пăча хурлăхĕ çинче услам тума чарăнмаççĕ-ха. Апла пулсан хамăра та, ачасене те пурнăçри пур усалран тĕрĕс тата ăна ăнланса асăрханма вĕрентмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика