Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ĕçченĕсене чысларĕç

18 октября 2014 г.

 

Çанталăк çĕр ĕçченне çирĕп тĕрĕслет пулас: ака-сухара, вырмара тата уявра та. Октябрĕн 17-мĕшĕнче районта тыр-пул уявĕ иртрĕ, анчах та йăлана кĕнĕ пек уçă тÿпе айĕнче мар, район администрацийĕн çуртĕнче пулчĕ. Ăна-кăна пăхмасăрах халăх йышлă хутшăнчĕ. Кунта юрă-кĕвĕпе киленме, куравпа паллашма май килчĕ. Ял хуçалăх ĕçĕнче ырми-канми тăрăшнисене вара уйрăммăн чысларĕç. Республика шайĕнчи хăна-вĕрле хутшăнни уява ытларах та хăтлăх кĕртрĕ. Чи малтанах пухăннисем умне район пуçлăхĕ Игорь Николаев салам сăмахĕпе тухрĕ.

- Хисеплĕ ĕçченсем, сирĕнте ĕçлес кăмăл пысăк пулнине, эсир ял хуçалăх аталанăвĕшĕн тăрăшнине, район экономикине пуянлатассишĕн çуннине куратпăр. Мĕн пурнăçлани чăннипех те сăваплă. Кăçалхи çул уява чыслăн ирттерме пултаратпăр, мĕн акни-лартнине кашниех пухса илчĕ, - терĕ Игорь Васильевич салам сăмахне пуçланă май.

Уяв ячĕпе çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата ыттисем те саламларĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика