22 октября 2014 г.
Иртнĕ эрне кун пăрлă çумăра пула Муркаш ялĕ кăнтăрла иртсен электричествăсăр юлчĕ.
Паллах, районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсемшĕн ку кĕтменлĕх кăна мар, пысăк чăрмав та пулса тăчĕ. Шăмат кунхи номере пичете памалла, вăл графикпа килĕшÿллĕн вулакан патне çитмелле. Хаçата вара электричествăсăр тума çук. Шыракан ялан майне тупать тени тĕрĕсех-тăр. Район хаçачĕн сотрудникĕсем "Волгателеком" ОАО республикăри филиалĕн Кÿкеçри ЭТУС-ăн Муркашри ЛТЦ ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтрĕç. Кунта дизель-генератор ĕçленĕрен çутă пуррине пĕлетпĕр-ха. Асăннă цех ĕçченĕсем пирĕн ыйтăва ăнланчĕç, хапăл тусах хаçат тума пÿлĕм уйăрса пачĕç. Çапла вара "Çĕнтерÿ ялавĕн" иртнĕ номерне эпир Муркашри линипе техника цехĕнче калăпласа кăлартăмăр.
Тăрăшни сая каймарĕ, черетлĕ номер вулакан патне вăхăтра çитрĕ. Муркашри линипе техника цехĕн ертÿçине Андрей Макарова, Семен Семенов инженер-электронщика, коллективри ытти ĕçченсене пире пулăшнăшăн тав сăмахĕ калатпăр, малашнехи ĕçре ăнăçу сунатпăр!
Редакци ĕçченĕсем.