Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канмалли кун - хĕрÿ ăмăртура

22 октября 2014 г.

 

Нумаях пулмасть пирĕн районти спортпа туслă çамрăксемшĕн вăхăт хĕрÿ ăмăртусенче иртрĕ: Юнкăра арçын ачасем мини-футболла вылярĕç, Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем кÿршĕри Мари Эл Республикинчи çăмăл атлетика кросне хутшăнчĕç.

- 2002 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисенчен тăракан футбол командисем Юнка пурĕ 8-ăн пухăнчĕç: Мăн Сĕнтĕр, Юнкă, Калайкасси, Ярапайкасси, Муркаш, Нискасси, Йÿçкасси тата Шетмĕпуçĕнчи шкул ачисем. Командăсем икĕ ушкăнра икĕ площадкăра вылярĕç, - пĕлтерет В. Михайлов тренер.

Çак турнирсем районти пĕрлештернĕ командăна пухма май панине калать вăл, лайăх вылякан ачасем пуррине палăртать. Вăйăсенче ачасем хĕрÿлĕх, çивĕчлĕх енчен хăйсене аван кăтартма пултарнă. Уйрăм вылякансене тĕрлĕ номинацире палăртнă. "Чи лайăх вратарь" пулма Александр Иванов (Шетмĕпуç шкулĕ) тивĕçнĕ, "Чи лайăх хÿтĕлекен" Артур Константинов (Калайкасси) пулнă, "Чи лайăх тапăнакан" - Никита Яндушкин (Юнкă), "Чи лайăх бомбардир" - Сергей Кудряшов (Юнкă).

Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе Юнкă шкулĕнче вĕренекенсем (тренерĕ В. Михайлов) мала тухнă, хыççăнхи вырăнсене Ярапайкассинчи (А. Люцев) тата Шетмĕпуçĕнчи (В. Степанов) шкул командисем йышăннă.

Ачасемпе çамрăксен                  В. Егорова ячĕллĕ ятарлă спорт шкулĕн Муркашри уйрăмĕн воспитанникĕсем кÿршĕри Горномарийски районĕнчи ăмăртăва хастар хутшăннă. Октябрĕн 11-мĕшĕнче вĕсем В. Киселев тренерпа пĕрле çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ уçă чупăва та çитсе килчĕç.

- Тăватă ачапа кăна çитсе килме май пулчĕ пулин те, ăнăçлă кăтартусемпе таврăнтăмăр. Анна Милютина, кăçалтанпа Олимп резервĕсен училищинче вĕренет, хăйĕн ÿсĕмĕнче çĕнтерÿçĕ пулчĕ, тантăш арçын ачасенчен те ирттерчĕ. Муркаш шкулĕнче вĕренекен Анжела Федорова 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Екатерина Старцевăпа Юлия Лазарева 2-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çак хĕр ачасемпе шкулта Владимир Моисеев тата Сергей Паладьев физкультура учителĕсем тимлеççĕ, - каласа пачĕ В. Киселев тренер.

Çамрăксен тăрăшулăхĕпе ÿсĕмĕсене кура пирĕн те спортпа туслă пулма тăрăшасчĕ.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика