22 октября 2014 г.
Шел пулин те, пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв йăлана кĕнĕ пек иртме пултараймарĕ ку хутĕнче. Çанталăкăн кĕтмен çĕртен килсе çапнă чăрсăр пулăмĕ кăмăла самай хуçрĕ. Ял хуçалăх ĕçне вăхăтра тума пултарнипе сăн-питре ăшă кулă вылятакан çынсене курсан вара уяв сĕмĕ туллин палăрчĕ, вăл тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Тепĕр тесен ăна валли сăлтавĕ те пысăк вĕт, çак кун ĕç паттăрĕсем пĕрле пухăнчĕç.
Уяв программи районти ветерансен тĕл пулăвĕнчен пуçланчĕ. Чи малтанах вĕсем "Сывлăх" ФСК ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев район аталанăвне тишкерчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ вăл.
- Хисеплĕ ветерансем, эпир сире тăнăç пурнăçшăн, район экономикин аталанăвĕшĕн тав тăватпăр. Эпир сире сума сăватпăр, нумай çула çирĕп сывлăх сунатпăр. Муркаш районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи тăхăр уйăхра 357 миллиона яхăн тенкĕлĕх продукци туса кăларма пултарчĕç. Çакă иртнĕ çулхинчен самай пысăк. Сирĕн ырă ĕçĕрсене эпир малалла аталантарма, сиртен тĕслĕх илме тăрăшатпăр, - терĕ Ростислав Николаевич тав туса саламланă май.
Пурнăç вара пĕр вырăнта тăмасть, аталану, чăннипех те, куç умĕнче. Хисеплĕ ветерансем те районта пулса иртекен ырă улшăнăва асăрхамасăр хăвармарĕç. Ĕç тухăçлăхĕ пулсан вара кирек епле çанталăкра та канма аван.
Чыс та мухтав çĕр ĕçченне, ял хуçалăхĕнче тимлекене! Уяв район администрацийĕн çуртне куçрĕ. Ĕçлеме тата канма, савăнма пĕлекен йышлă пухăннă.
- Муркаш районĕн тăрăшуллă йышĕ епле ĕçленине хаклатăп та савăнатăп. Эсир кăçал кĕр аки тăвассипе ырă тĕслĕх кăтартма пултартăр, ытти ĕç те сирĕн кăтартуллă, - терĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата асăннă министерство ячĕсемпе хĕрÿллĕн саламланă май.
Çавăн пекех Николай Петрович республика шайĕнче кăçал ял хуçалăх продукцине ытларах туса илме пултарнине палăртрĕ. Пирĕн районта та ку енĕпе тухăçлă тимленине ĕç кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Уйрăмах Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., Ильич яч. хис. хуçалăхсем ăнăçлă вăй хунă.
Ял хуçалăх ĕçченĕшĕн кирек епле тапхăр та ответлă, çур аки пĕтерсен кĕрхи ĕç пирки шухăшламалла, унпа танах хĕле хатĕрленмелле. Халĕ вара шăпах çак вăхăт ĕнтĕ: выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăвармалла тата ÿстермелле, кондициллĕ вăрлăх ытларах хатĕрлемелле тата ытти те.
Енчен те пирĕн ĕçе хăнасем пысăка хурса хаклаççĕ пулсан - кăмăл çĕкленет. Районти çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене саламлакан йышлă пулчĕ.
- Муркашсем ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыни чылай ĕç-хĕлтен курăнать. Сире республика шайĕнче те тĕслĕхе илеççĕ, эсир татах та ÿсĕмлĕрех тимлессе шанаççĕ, - терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков.
Чи кăмăллă самант - чыслав. Çăкăр ÿстерекен çынна яланах хисеплеççĕ, мĕншĕн тесен вăл - пуринчен асли. Çакна тĕпе хурса район администрацийĕ çулленех ял хуçалăх ĕçченĕсем хушшинче ятарлă ăмăрту ирттерет. Çакăн пек тимлĕх, паллах, малашне тухăçлăрах ĕçлеме ытларах та хавхалантармалла. Уяв сцени çине кашни номинаци çĕнтерÿçи тухрĕ. "2014 - чи лайăх экипаж" номинаци çĕнтерÿçи Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Болеслав Никитин экипажĕ пулчĕ. "2014 - чи лайăх водитель" номинацире Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра вăй хуракан Виталий Петров - пĕрремĕш вырăнта. "2014 - чи лайăх тракторист" номинацире "Путь Ильича" агрофирма тракторисчĕ Виталий Иванов çĕнтерчĕ. "2014 - чи лайăх уй-хир бригади" номинацире "Герой" хуçалăхри Вера Малеева ертсе пыракан бригада - чи пултарулли. "2014 - чи лайăх механизаци бригади" номинацире "Свобода" хуçалăхри Герман Алжиров ертсе пыракан бригада пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе Тав çырăвне тивĕçекен çак кун йышлă пулчĕ.
Çапла ĕнтĕ уяв парнепе, ырă сăмахпа, хăна-вĕрлепе, юрă-кĕвĕпе тата тутлă ĕçме-çимепе хăтлă. Çаксем йăлтах пулчĕç асăннă кун, кичемлĕх валли пачах та вырăн çукчĕ уявра. Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем, хушма хуçалăх тытакансем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тĕрлĕ продукци сĕнчĕç, тутлă ĕçме-çимепе сăйларĕç. Çапла вара кашнине уяв тулли кăмăл парнелерĕ.
Шкул ачисен пултарулăхĕн куравĕпе методика пÿлĕмĕнче паллашма май килчĕ. Пĕри тепринчен маттур, мĕн кăна çук пулĕ кунта;! Ял тăрăхĕсен палаткисене те питĕ хăтлă йĕркеленĕ. Вĕсем пурте активлăхпа палăрчĕç. Кашни япалара вара "ылтăн кĕркунне" пуянлăхĕ курăнать. "Ăста аллинче ĕç вылять" теççĕ халăхра, вĕренмелли, пĕлмелли чылай пулчĕ кунта.
Çапла вара асăннă уяв кĕреки хамăр патри экологи тĕлĕшĕнчи пахалăхлă продукципе хăтлă пулчĕ, апла пулсан аякран кÿрсе килнине мар, хамăрăннех хаклама вĕренер, хамăр продукцие çул пама пĕлер.
Р. Илларионова.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.