22 октября 2014 г.
Юпа уйăхĕн варринчи çумăрсем иртнĕ эрне кунхи пăрлă çумăрпа вĕçленчĕç. Ку инкек вара Чăваш Республикипех чрезвычайлă лару-тăру кăларса тăратрĕ. Пăрлă çумăр кÿнĕ инкекĕн калăпăшĕ уйрăмах пирĕн районта пысăккине палăртрĕç. Муркаш енри 16 ял тăрăхĕнче электропередача линийĕсем сиенленнĕ, нумай çĕрте вĕсем хулăн пăрпа витĕннине чăтаймасăр, тепĕр вырăнсенче пăрлă çумăр йывăрăшĕпе хуçăлса аннă йывăçсене пула татăлнă. Çапла вара юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчен 18-мĕш каçхине районти 177 ялтан 175-шĕ çутăсăр, ăшăсăр тата çыхăнусăр тăрса юлчĕ. Районти пур ял тăрăхĕнче те чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухрĕ.
Кĕтмен лару-тăрăва район администрацийĕ пĕрремĕш сехетренех алла илчĕ. Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти комисси юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче 8 сехетре район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру пуçланнине тата хамăр енри пур вăя та çут çанталăк кăларса тăратнă инкекпе кĕрешме чĕнсе пĕлтерчĕ. Районти электролинисем çинче пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Вĕсене йĕркелесе пыма район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пынипе ĕçлекен оперативлă штаб йĕркелерĕç. Ыйтусене вăхăтра татса парассипе вăл тăтăш ĕçлесе пырать.
- Пулса тухни эпир инкексене сирме хатĕр пулнине уççăн тĕрĕслет. Паян пирĕн чи малтанах социаллă сфера объекчĕсене - шкулсене, ача сачĕсене, больницăсене, ваттисен çурчĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене, культура çурчĕсене, шывпа тивĕçтерекен объектсене - электричество çути çитермелле. Çавăн пекех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсен обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене электричествăпа тивĕçтерессипе кая юлмасăр тивĕçлĕ йышăнусем тумалла. Йывăрлăхсем умĕнче пурте пĕрле пулсан çеç вĕсене сирме пире çăмăлрах пулĕ, - терĕ Муркаш енре чрезвычайлă лару-тăру туса хуни çинчен юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче пĕлтернĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев. Çак кунран пуçласа ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ялсенче ÿкнĕ йывăçсене иртессипе пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. Пĕрремĕш каçах çул-йĕр служби автоçулсене тасатассипе ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Çакна та каламалла, чрезвычайлă лару-тăру кунĕсенче шалти ĕçсен пайĕпе çар комиссариачĕ хушма вăйсем мобилизацилеме пултарчĕç. Районта пурăнакансем пулса тухнă лару-тăрăва тĕрĕс хак панине çак вăхăтра урăх йышши инкек-синкек пулманни те çирĕплетет.
Оперативлă штаб ял тăрăхĕсенчи лару-тăру епле улшăнса пынине кунсерен тĕрĕслесех тăрать. Муркашсене çак вăхăтра Саратовпа Оренбургри, Кировпа Чул хулари, Самара, Мордва Республикинчи, Пензăпа Саранскри, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти тата хамăр республикăри Тăвайпа Канаш районĕсенчи юсав бригадисем пулăшаççĕ. Вĕсен аллинче 27 тĕрлĕ техника, 3 автовышка. Аякран килнĕ юсав бригадисене "Сывлăх" ФСКра вырнаçтарчĕç, вĕсене ăшăпа тата вĕри апатпа туллин тивĕçтереççĕ. Ял тăрăхĕсенчи бригадăсем те çийĕнчех ĕçе кÿлĕнчĕç. Вĕсем пăрлă çумăр йывăрăшĕпе хуçăлса аннă йывăçсенчен çулсене, урамсене тасатрĕç, юсав бригадисем валли çул уçрĕç. "Моргаушское" ЖКХ 3 бригада (14 çын) йĕркелеме пултарни те вырăнлă пулчĕ.
Ĕç калăпăшĕ пысăк пулнине çакă та çирĕплетет. Октябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне районта электричество линийĕн юписем 26 ÿкнĕ пулсан, октябрĕн 20-мĕшĕ вĕçленнĕ тĕле вĕсем 63-не çитрĕç. Юсавçăсем çак вăхăтра 32-шне çĕнĕрен лартма пултарчĕç.
Эсир паянхи сăн ÿкерчĕксенче Самара облаçĕнчи Чапаевск хулинчи производство пĕрлешĕвĕнчен килсе çитнĕ юсавçăсене Çатракассинчи вăтам шкула каякан пысăк вольтлă электролиние (икĕ юпа ÿкнĕ) юсанă çĕрте куратăр. Вĕсем (пĕрремĕш страницăри сăн ÿкерчĕкре): М. Шевяхов, Д. Мульнючкин, К. Пронин, А. Бурцев, И. Каюров, А. Нырков.
- Ĕçĕ нумай. Икĕ кун хушшинче 2-мĕш электролиние юсатпăр. Лару-тăрăва пĕтĕмĕшле йĕркене кĕртмесĕр эпир кунтан каймăпăр, - терĕ М. Шевяхов хăйсем кăнтăр кунĕн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшнине палăртса.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче вара дизель-генераторсем ĕçлеттернипе фермăсене электричество çути пырать. Малтанхи кунсенче чылай çĕрте стационарлă тата кĕсье телефонĕсем ĕçлеменни те юлашки кунсенче йĕркене кĕрет. Шыв пулман ялсене шыв та çитет. Вăхăтлăх каникула кайнă шкул ачисем те вĕренме çÿреме пуçлаççĕ. Ача сачĕсем те алăкĕсене уçаççĕ.
Районта юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
А. БЕЛОВ.