25 октября 2014 г.
Тутлă купăста
3 килограмм купăста, 2-3 кишĕр, 1 пуç ыхра, çур стакан шыв, пĕрер стакан сахăр тата тип çу, 3 кашăк тăвар, 3 кашăк 9 процентлă уксус.
Туранă купăстана, теркăланă кишĕре тата вĕтетнĕ ыхрана хутăштарса банкăна тултармалла. Шыва сахăр, тăвар, тип çу ярса вĕреме кĕртмелле, çулăма чакармалла та уксус хушмалла. Купăста çине вĕри маринад ярса хупăлчапа витмелле. Сивĕнессе кĕтмелле те холодильника лартмалла, 12 сехетрен купăстана çиме те юрать.
Фасоль катлечĕ
1 стакан фасоль, 2 пуç сухан, ыхра шăлĕ, 1 çăмарта, 1 чей кашăкĕ апат соди, пăрăçпа тăвар, тип çу, кишĕр.
Каçлăха фасоле шÿтерсе хумалла. Ирпе ăна суханпа тата ыхрапа пĕрле аш арманĕпе авăртмалла. Апат соди, пăрăç, тăвар, çăмарта хушса лайăх кăна пăтратмалла. Тип çу ярса хĕртнĕ çатма çине ăна кашăкпа хурса икĕ енчен çавăрса ăшаламалла. Унтан катлетсене кастрюле хумалла, вĕтĕ тураса пăшăхланă кишĕрпе сухан хушмалла. Çур литр шыв ярса 40 минута яхăн пăшăхламалла.
Хамăрла пĕçернĕ фасоль
300 грамм фасоль, пуçлă 2 сухан, 1 литр шыв, çур стакан тип çу, пĕрер чей кашăкĕ тăвар тата авăртнă хĕрлĕ пăрăç.
Фасоле пĕр каç шÿтерсе лартмалла. Унтан пĕçермелле. Шывне уйрăм савăта ямалла. Сухана çурма ункă пек туса турамалла, тип çупа ăшаламалла, ăна тăварпа пăрăç калаттармалла. Тăм чÿлмеке черетлесе фасоль, сухан тултармалла. Çиелти сийĕ фасоль пултăр. Унтан тип çупа фасоль пĕçернĕ шыва ямалла. Духовкăра 40 минута яхăн пĕçермелле. Фасоль салачĕ çав тери тутлă пулать.
Пан улми икерчи
3-4 пан улми илмелле, çуса тасатмалла та варрине кăлармалла, теркăпа хырмалла.
Темиçе çăмартана сахăрпа, ванилинпа тата уксуспа йăвашлатнă апат содипе хутăштармалла. Пурне те пĕрле лайăх пăтратнă хыççăн алланă çăнăх хушмалла. Ытла çăрах мар чуста пултăр. Икерчĕне лайăх хĕртнĕ çатма çинче енчен енне çавăрса ăшаламалла. Çуллă ан тăвăр. Варенипе е хăймапа пĕрле çимелле.
Т. ИВАНОВА, повар.