Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ĕçлесен çимĕç пулать"

25 октября 2014 г.

 

Районти ялсенче хурт-хăмăр йышĕ тата утар хисепĕ чакманни пирĕн енре ку отрасль аталану çулĕнчен юлманнине çирĕплетет. Тĕрлĕ шайрисем малашлăх пысăк предприятисенче теççĕ пулсан та кулленхи пурнăçра пĕчĕк харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем те сумлăрах ĕçлесе пыни курăнать. Вĕсен шутĕнче ялта пурăнакансен килти хушма хуçалăхĕсем те. Практика çакна çирĕплетет: пĕчĕк харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче вăй хуракансем кашни пус-тенкĕне, çĕр лаптăкне, тырă пĕрчине шутлани тăтăшах куç умĕнче. Апла пулсан вĕсенче шутламасăр тунă çухатусем те çукпа пĕрех. Вĕсем кунашкал ĕçленине тишкерсен пурнăç аталанăвĕнче пирĕн хушăмăрта чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем, хăй ĕçне пĕлекенсем пурри чуна савăнтарать.

Хурт-хăмăр йышĕпе пирĕн район (пур йышши категорисенчи утарçăсен ĕçне те пĕрлештерсе пăхсан) - республикăра малтисен ретĕнче. Çакă пирĕн ума çĕнĕ тĕллевсем лартать, аталану çулĕсем уçать.

Шомик ялĕ Атăл еннелли илемлĕ вырăнта ларни ку тăрăхалла çывхарсен куç тулли курăнать. Ял çыннине пыл хурчĕ ĕрчетмелли меллĕ вырăнтах вырнаçнă тейĕн ăна. Кунта ман шухăшсене Виталий Геннадьевич Ямангеев сăмахĕсем çирĕплетрĕç кăна:

- Вырăнĕ таса. Вăрман пысăк лаптăк йышăнать. Шупашкар та инçех мар. Çавăнпах пулĕ ял ватăлать тенипе килĕшес килмест пирĕн. Кашни кил хуçалăхрах пирĕн ялсем ыранхи кунпа пурăнаççĕ. Вĕсен тăрăшуллă ĕçне пăхсан, ялта ачасен йышĕ хушăннине шутласан урăхла шухăшлаймастăн та. Тĕрĕс каламастăп-и; - икерчĕ турилкки тытнă мăшăрĕ çине тинкерчĕ кил хуçи. Икĕ ача амăшĕ Зинаида Леонидовна упăшки мĕн каланипе килĕшсе пире икерчĕ сĕнчĕ.

Туслă мăшăр 16 çул ĕнтĕ пыл хурчĕпе ĕçлет. Ăнăçлă çулсенче вĕсем вĕлле пуçне 55 килограмм пыл илни те пулнă. Кăçал та ĕç кăтартăвĕ начарах пулмарĕ. Çавăнпа та утарçăсен кăмăлĕ те савăнăçлă.

- Шухăшлани пурнăçа кĕрсен çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ. Ку вара хамарăн çемье экономикине вăйлатассипе çыхăннă. Пыл хурчĕсем ĕçленĕ пек тăрăшсан пурнăç уксахламаннине хамăр тĕслĕхре куратпăр, - пĕтĕмлетрĕ калаçăва çемье пуçĕ.

Ял хуçалăхĕнче паян ыранхине пăхса тунă кашни утăм ылтăн пĕрчипех танлашать. Çакна эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Зинаидăпа Виталий Ямангеевсем те хăйсен кулленхи ĕçĕпе çирĕплетсе пыраççĕ. Вĕсен сăмахĕнчен выльăх-чĕрлĕх тупăшлă мар тенипе килĕшменни сисĕнет. Çĕнĕ технологисене вăхăтра алла илни, перекетлĕхе кулленхи ĕçре мала кăларни алă усма памасть вĕсене.

Анатолий БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика