Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăш хуçалăхра мĕнле тÿлеççĕ?

25 октября 2014 г.

 

Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕ пĕлтернĕ тăрăх районти ял хуçалăх производство вун икĕ организацийĕнче ĕçлекенсене кăçалхи январь - сентябрь уйăхĕсенче ĕç укçи тÿлесси çапларах пулса пынă. Тĕпре - статистикăн ФП - 4 формăллă отчечĕ.

"Муркашри чăх-чĕп фабрикинче" вăтамран 149 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ çÿлерех асăннă тапхăрти (малалла та çапла ăнланмалла) 22676 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 16910 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 15715 тенкĕ.

"Путь Ильича" агрофирмăра вăтамран 80 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 10137 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 14079 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 13283 тенкĕ.

"Свобода" хуçалăхра вăтамран 83 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 9084 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 12161 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 9715 тенкĕ.

"Оринино" хуçалăхра вăтамран 73 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 7767 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 11822 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 8370 тенкĕ.

Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра вăтамран 80 çын вăй хурать. Ĕç укçин   фончĕ 8326 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 11564 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 8322 тенкĕ.

"Ударник" хуçалăхра вăтамран 125 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 11658 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 10363 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 9664 тенкĕ.

"Герой" хуçалăхра вăтамран 60 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 6062 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 11226 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 8312 тенкĕ.

Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхра вăтамран 32 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 2919 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 10135 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 8949 тенкĕ.

Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра вăтамран 90 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 7309 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 9023 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 7444 тенкĕ.

Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра вăтамран 30 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 2210 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 8185 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 7341 тенкĕ.

"Передовик" хуçалăхра вăтамран 20 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 1420 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 7889 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 9028 тенкĕ.

"Восток" хуçалăхра вăтамран 30 çын вăй хурать. Ĕç укçин фончĕ 1924 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 7126 тенкĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту - 5792 тенкĕ.

Çÿлерех асăннă хуçалăхсенче вăтамран 852 çын вăй хурать, иртнĕ çулхи çак тапхăрта 987 çын пулнă е çакă 86 процент. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç укçи фончĕ 91492 пин тенкĕ, иртнĕ çул вăл 88417 пин тенкĕ пулнă. Пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 11932 тенкĕ, иртнĕ çул 9954 тенкĕ пулнă. Ĕç укçи ÿсĕмĕ вăтамран 120 процентпа танлашать. Районти пĕр хуçалăхăн унта ĕçлекенсем умĕнчи парăмĕ - 1800 пин тенкĕ.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика