25 октября 2014 г.
Кун-çул утти хăвăрт улшăнни, çĕнĕлĕхсем кунсерен вăй илсе пурнăçа кĕрсе пыни паян пур сферăра та кашни утăмрах курăнать. Çак юхăмра çынсем хушшинчи хутшăну мелĕсем анлăланни автомобиль транспорчĕн пĕлтерĕшне уйрăмах ÿстерчĕ. Çапла вара автомашина паян пуянлăх палли мар, хутшăну мелĕ пулса тăчĕ. Апла пулсан водитель ĕçĕн пĕлтерĕшĕ те пурнăçра малти вырăна тухрĕ. Çакна эпир таçта кайма е ĕç тума çула тухсан çеç туйса илетпĕр, хамăр куçпа курса ĕненетпĕр.
...Кĕрхи çумăр йĕпетнĕ çулпа Мăн Сĕнтĕрелле ыткăнакан çăмăл автомашина пĕр тикĕс ĕçлет. "Шофер ăна лайăх пăхса тăрать пулас", - вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Руль умĕнче пыракан та çак вăхăтра манпа калаçса самантлăха та тимлĕхе çухатмарĕ. Унăн ĕçне тата ответлăхне ăнланатăп эпĕ. Çавăнпах пули-пулми сăмахпа ăна чăрмантарассинчен те тытăнса тăратăп: вырăна çитĕпĕр - калаçăпăр.
Николай ĕç вырăнне паян самай иртерех çитрĕ. Унпа пĕрлех автопарк алăкĕ патне водительте пĕрле ĕçлекен тантăшĕ Микул пырса тăчĕ. Çапла çав вĕсем, шаннă ĕçе чунĕпе парăннăскерсем, черетлĕ ĕç кунĕ пуçланиччен хăйсене шанса панă техникăна пăхса-тĕрĕслесе илме хăнăхнă.
- Санăн техника патĕнче пĕлмен япала çук. Айта-ха çынсем киличчен сÿтсе явар. Инçе çул хыççăн ыйтусем çуралчĕç, - чĕнчĕ Николай Щербакова Николай Антонов. Ĕçтешсем хăйсем хыççăнах ĕçе çитнĕ Мăн Сĕнтĕр райпо Канашĕн ертÿçине Людмила Майковăна сывлăх сунса гаражалла кĕрсе кайрĕç. Пытармăпăр, райпо пурнăçпа тан пырассинче водительсен тÿпи те пĕчĕк мар.
Летчик пуласшăнччĔ
Ялта çуралса ÿссе пурнăç çулĕ çине тухнăскер, Николай Антонов хăйĕн ачалăх çулĕсене час-часах ырăпа аса илет. Нихăçан та иккĕмĕш вырăнта пулма хăнăхман вăл. Çавăнпах шкулта вĕреннĕ çулсенче те тарăн пĕлÿ илесси унăн тĕп тĕллевĕччĕ. Тарăн пĕлÿ çар летчикĕ пулма та кирлĕ-çке. Кинофильмсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи паттăр летчиксен вĕçевĕсем илĕртетчĕç ăна, хăйне те çак çула суйлама чĕнетчĕç. Коля çапла турĕ те. Вăтам шкул хыççăн çар летчикĕ пулас тĕллеве хăй умне лартрĕ, ăна валли пĕлÿ пухрĕ.
Пурнăç çулĕ çине çирĕп тĕллевпе тухнă çамрăкăнне медицина комиссийĕ сывлăхра кăлтăк тупни каччăн ĕмĕтĕнче кĕтмен улшăнусем турĕ, анчах техника патне туртăннă чуна çав-çавах ура хураймарĕ.
Сывлăшра вĕçме Турри пÿрмен-тĕк çĕр çинчи техника хатĕрĕсене алла илмелле. Çак çĕнĕ ĕмĕтпе 18 çулхи каччă Муркашри "Сельхозтехника" пĕрлешÿри водительсем хатĕрлекен курса çырăнать.
Ялсене, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе ытти предприяти-организацисене тĕрлĕ маркăллă автомашинăсем йышлă килнĕ вăхăтчĕ. Вĕсен рулĕ умне ларасси çав вăхăтри кашни яшăн ĕмĕтĕнчеччĕ. Тÿпене çĕкленме пÿрменнипе килĕшнĕ Коля та автомашина тытăмне, çул-йĕр правилисене алла çирĕп илессине хăй умне лартрĕ. Çиччĕ виçсе суйласа илнĕ тĕллеве салтак ячĕ тухма вăхăт çитнĕ яш пурнăçа кĕртетех.
Права илнĕ 19 çулхи Коля 1976 çулхи çуркунне Мăн Сĕнтĕрти сыватмăшра ГАЗ-51 автомашинăпа ĕçлеме пуçлать.
- Хама çирĕплетсе панă автомашинăна пĕрремĕш хут вырăнтан хускатсан манран телейлĕрех çын çук та пулĕ тесе шутларăм: ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ-çке. Анчах çул çитнĕскерĕн нумай вăхăт ĕçлеме тивмерĕ. Кĕркунне çара илсе кайрĕç. Мирлĕ пурнăçри специальность салтакра та кирлĕ пулчĕ. Разведполкра 2 çул водитель ĕçĕпе службăра тăма тиврĕ, - каласа парать иртнине ĕнер пулнă пек ума кăларса Николай Александрович.
Чун ыйтнипе пĕрре суйласа илнĕ ĕçе вăл салтакран таврăнсан та пăрахмасть: тĕрлĕ организацире тĕрлĕ автомашинăпа ĕçлет, хăйĕн ĕç опытне ÿстерет. Нумай çĕрте ĕçлесе Раççейăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса курма ĕлкĕрнĕ арçын юлашки 17 çулта Мăн Сĕнтĕр райповĕнче вăй хурать. Çак хушăра тăрăшуллă ĕçпе ырă ята тивĕçнĕ вăл кунта. Çакна Мăн Сĕнтĕр райповĕн, Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хучĕсем, Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн ăсталăх палли çирĕплетеççĕ.
Пурнăçăн тĕп пайне Мăн Сĕнтĕр райповĕпе çыхăнтарнă арçыннăн çемйи те çак ĕç коллективĕнчен катара тăмасть. Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ мăшăрĕ Нина Варсонофьевна - райпори ревизи комиссийĕн ертÿçи, аслă ывăлĕ Евгений - райпори ĕç хăрушсăрлăх техникин инженерĕ, водитель.
Ĕç династийĕ пурришĕн вĕсем те, райпора ĕçлекенсем те хĕпĕртеççĕ. Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн!
- Пурнăçра çак тĕрĕслĕх пуррине куратăп та кунсерен çĕнĕ ĕмĕтсемпе ĕçе тухатăп, хамăн пĕлĕве çамрăксене парассипе тăрăшатăп, - терĕ хăйĕн юлташĕ Николай Щербаков та техника тĕлĕшĕпе пуян опытлă водитель пулнине, унпа кирек епле ыйтăва та сÿтсе явма, вăхăтра пулăшу ыйтма май пуррине палăртса Мăн Сĕнтĕр райпо Канашĕн ертÿçине турттаракан Н. Антонов водитель. Ĕçри тăрăшулăхне кура ăна 2001 çултах автогараж пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ. Кунти 15 автомашина кулленех рейса тухма хатĕр пулнинче Николай Александровичăн тÿпи пурри те курăнать.
Çур сăмахран ăнланать
Юлташĕ пекех 58-мĕш çулпа пыракан Николай Николаевич калаçма ÿркенмен арçын. Анчах çак икĕ арçыннăн пĕрпеклĕхĕ пур: ĕçре яваплăха туяканскерсем хăйсем пурнăçланипе, ĕçри опычĕпе мăн кăмăлланмаççĕ, ыттисене пулăшасран та пăрăнса тăмаççĕ.
- Пире, аслă ăрурисене, ĕçре тĕрĕсленнисене, пĕр коллективра ĕçлеме 100 хут та çăмăлрах. Хăшĕн мĕнле саппас пай пуррине е пулма пултарнине эпир пĕлсех тăратпăр, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланни те ырă пулăм тесе шутлатăп, - сăмах пуçларĕ Н. Щербаков.
Туçи Олкашра çуралса ÿснĕскерĕн ашшĕ ялти малтанхи трактористсенчен пĕри пулнă. Вăл аталантарнă та ĕнтĕ Микулара техника юратăвне. Манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм çакна пытармасть.
- Атте тракторист тата колхоз гаражĕ хамăр кил умĕнчех пулнăран эпĕ пушă вăхăтăн ытларах пайне трактор патĕнче ирттереттĕм. Атте вĕренткеленĕ тăрăх хăшне-пĕрне тантăшăмсенчен ытларах пĕлни хавхалантаратчĕ кăна тата ытларах пĕлме хистетчĕ, - аса илчĕ вăл ачалăхри пĕр шиксĕр кунсене.
Ачаллах техникăпа çывăх туслашма ĕлкĕрнĕ каччă 1974 çулта Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкултан аттестатпа пĕрле тракторист правине (ăна вăл çул класри икĕ яш çеç илме тивĕç пулнă) илсе тухать. Çийĕнчех иккĕшĕ те (тепри Михаил Прокопьев) тăван колхозра тракторпа ĕçлеме пуçлаççĕ. 1975 - 1977 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă хыççăн та Н. Щербаков трактор штурвалне алăран ямасть. Тĕрлĕ çулта тĕрлĕ организацире гусеницăллă тракторпа та, кустăрмаллипе те ырми-канми ĕçлет вăл. Ĕç стажĕн ытларах пайĕ (26 çул) вара Ильинка лесничествинче пухăнать.
"Хурçă утпа" çывăх туслашнăскер Ильинка лесничествине реорганизацилесен те техникăран сивĕнмест. Шăп çак вăхăтра вăл Кÿкеçри вĕренÿ центрĕнче водитель правине илет. Юлашки çулсенче тăрăшуллă водитель Мăн Сĕнтĕр райповĕнче райпо председателĕн водителĕнче вăй хурать.
- Н. Антоновпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн савăнатăп. Эпир пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланатпăр, - терĕ юлташĕ çине кăмăллăн пăхса Николай Щербаков.
Хамăра çирĕплетсе панă автомашинăсене эпир хĕле кĕриччен тĕплĕ пăхса юсаса хуратпăр. Çапла вара сивĕ хĕл кунĕсене пысăк юсав ĕçĕсемсĕрех ирттеретпĕр. Çамрăксене те çак çулпа ĕçлеме сĕнетпĕр, - вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне механизаторта тăрăшнă çулсенче тата халĕ район, республика, Раççей Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ пĕлĕшĕм.
Ĕçри ăста шоферсене Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсен кунĕпе саламласа гаражран тухрăм.
Анатолий БЕЛОВ.
Николай Антоновпа Николай Щербаков водительсем.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.