Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул: пахалăх тĕп вырăнта

25 октября 2014 г.

 

"Ханты-Мансийскдорстрой" ОАО пысăк реконструкципе юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн октябрĕн 23-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура М-7 "Волга" Мускав - Владимир - Чул хула - Хусан - Ĕпхÿ автомобиль çулĕн Муркаш районĕн территорийĕнче вырнаçнă 613Ç000 - 623Ç500 километр лаптăкне хута ячĕç. Çакă республикăшăн, пирĕн районшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Çавăнпах ĕнтĕ ку церемоние Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Федераци çул-йĕр агентствин ертÿçи Роман Старовойт хутшăнни ăнсăртран мар.

Михаил Васильевичпа Роман Владимировича федераци трассин Москакасси тĕлĕнчи çул юпленĕвĕнче Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, район пуçлăхĕ Игорь Николаев кĕтсе илчĕç. Çулăн çĕнĕ лаптăкне хута янă çĕре çавăн пекех Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Филиппов, "Волга" Упрдор ФКУ пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Мартынов, "Автобан" çул-йĕрпе строительство компанийĕ" ОАО генеральнăй директорĕ Алексей Андреев, "Ханты-Мансийскдорстрой" ОАО исполнительнăй директорĕ Николай Балашов, 905-мĕш номерлĕ строительство управленийĕн филиалĕн директорĕ Виктор Шендрик тата ытти ответлă ĕçчен, строительсен пысăк ушкăнĕ хутшăнчĕ.

Ятарласа хатĕрленĕ сцена çине улăхиччен Михаил Игнатьев, Роман Старовойт тата ыттисем "Ханты-Мансийскдорстрой" ОАО, вăл пурнăçлакан калăпăшлă ĕçсем пирки каласа паракан стендсемпе паллашрĕç, çĕнĕ çул пирки фильм та пăхма май пулчĕ.

10,5 километр тăршшĕ çул çинче строительсем реконструкципе юсав ĕçĕсене вара чăннипех сахал мар пурнăçланă. Çак ĕçсене пĕтĕмпе субподрядлă 9 организацие явăçтарнă. Москакасси тĕлĕнче кĕперлĕ пĕр çул юпленĕвĕ тунă, çуран çÿрекенсем валли çул урлă çĕр çийĕн каçмалли вырăн иккĕ туса панă, хăйăр бази йĕркеленĕ, пăрăхсем хурса шыв юхса тухмалли сооруженисем 29 тунă, примыканисемпе çул каçăмĕсем 26, çул урлă каçмалли вырăнсемлĕ 15 автопавильон, 24 пин метр барьер хÿми ĕçе кĕртнĕ, 17 километр тăршшĕ çула электричествăпа çутатса тăрассине йĕркеленĕ, çул-йĕр паллисене 13 километр тунă. Çĕр ĕçĕсене вара пĕтĕмĕшле 1350000 кубла метр чухлĕ пурнăçланă. Çул хăйĕн пахалăх кăтартăвĕпе 1Б категорие тивĕçтерет.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çавна палăртрĕ. Юлашки вăхăтра федераци трассисене реконструкцилеме тата модернизацилеме миллиардшар тенкĕ укçа уйăраççĕ. Республика та ку енĕпе юлса пыма шутламасть. Регион тата муниципалитет çулĕсене çĕнетессипе çуллен сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Çул-йĕр хуçалăхĕ паян хăйĕн тивĕçĕсене япăх мар йĕркелет. Çакă чи малтанах çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе, водительсемпе пассажирсене хăтлă условисем туса парассипе çыхăннă. Кунсăр пуçне йĕркеллĕ çулсем пулманни экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ çине те витĕм кÿретех. Михаил Васильевич пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе çĕр-шыв ертÿçисене, Федерацин Транспорт министерствине, Федерацин çул-йĕр агентствине, "Автобан" çул-йĕрпе строительство компанийĕ" ОАО-на, "Ханты-Мансийскдорстрой" ОАО-на, субподрядчиксене, çак çул лаптăкне хута ярассишĕн тăрăшнă мĕн пур строителе пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

Федераци çул-йĕр агентствин ертÿçи Роман Старовойт подряд организацийĕн ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Асăннă организаци Чăваш Республикин территорийĕнче пĕрремĕш объект кăна хута ямасть ĕнтĕ. Унччен М-7 "Волга" çулăн 564 - 579 километр лаптăкĕнче реконструкци ĕçĕсем пурнăçланă. Мордови Республикинче Саранск хулине пырса кĕнĕ çĕрти трассăна та асăннă организаци строителĕсем реконструкциленĕ.

М-7 "Волга" Мускав - Владимир - Чул хула - Хусан - Ĕпхÿ автомобиль çулĕн Муркаш районĕн территорийĕнче вырнаçнă 613Ç000 - 623Ç500 километр лаптăкне тĕрĕссипе иртнĕ çулах хута яма май пулнă. Шел, укçа-тенкĕ çителĕклĕ таран уйăрайман. Апла пулин те ăна строительсем палăртнинчен пĕр çулталăк маларах туса пĕтерчĕç. Ку вăл çакăнпа та çыхăннă. Раççей çул-йĕр отраслĕн историйĕнче пĕрремĕш хут 2014 çулта федераци трассисене тытса тăма тата юсама укçа-тенкĕне çĕр проценчĕпех уйăрнă. Çапла вара 2018 çул вĕçленнĕ тĕле пур федераци çулне те нормативпа пăхнă шая çитерме май пулĕ.

"Пире Чăваш Республикинче ĕçлеме çăмăлрах. Яланах эпир хамăра ăнланнине, пулăшма тăрăшнине туйса тăратпăр", - терĕ вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕпе республика Правительствине пĕрлехи ĕçшĕн тав тунă май.

Иртнĕ вырсарни кун кăна çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Халĕ вара çĕнĕ çул хута кайнипе çыхăннă тепĕр уяв пулчĕ. Çавна май строительсенчен чылайăшĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, парнесене, Хисеп грамотисене, Федераци çул-йĕр агентствин грамотисемпе Тав çырăвĕсене, алла çыхмалли сехетсене, "Автобан" çул-йĕрпе строительство компанийĕ" ОАО Тав çырăвĕсене тивĕçрĕ.

Акă чи савăнăçлă самант та çитрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Федераци çул-йĕр агентствин ертÿçи Роман Старовойт, "Волга" Упрдор ФКУ пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Мартынов, "Автобан" çул-йĕрпе строительство компанийĕ" ОАО генеральнăй директорĕ Алексей Андреев, "Ханты-Мансийскдорстрой" ОАО исполнительнăй директорĕ Николай Балашов, 905-мĕш номерлĕ строительство управленийĕн филиалĕн директорĕ Виктор Шендрик тата асннă çула тунă çĕрте ĕçленĕ рабочисем çул урлă карнă хĕрлĕ хăйăва касса çул участокне официаллă уçрĕç.

Тÿпене вара компани логотипĕпе вымпелĕ çĕкленчĕ. Çакă строительсем çĕр çине черетлĕ ырă йĕр хăварни пирки хыпарларĕ. Хĕрлĕ хăйăва каснă çулпа вара пĕрин хыççăн тепри "Ханты-Мансийскдорстрой" ОАО тата 905-мĕш номерлĕ СУ самосвалĕсемпе ытти строительство техники иртрĕ.

Сцена çинче те, унăн умĕнче те уяв программи малалла тăсăлчĕ. "Çăлкуç" халăх ансамблĕ пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика