25 октября 2014 г.
Муркаш районĕ пăрлă çумăра пула уйрăмах пысăк инкек тÿсрĕ. Малтанхи кунсенчех районти 177 ялтан 175-шĕ электроэнергисĕр тăрса юлчĕ, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр ялĕсемсĕр пуçне. Паллах ку ялсенче те çутăсăр ларнă сехетсем пулчĕç.
Апла пулин те Муркаш районĕ инкекре пĕччен юлмарĕ.
Вырăнти влаç органĕсем те лару-тăрăва çийĕнчех алла илчĕç. Тивĕçлĕ тытăмсен ĕçне йĕркелерĕç.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсене инкекре пăрахмастпăр тени ĕçпе çирĕпленчĕ.
Çак кăткăс кунсенче районта электроэнерги парассипе, çыхăну йĕркелессипе, ăшăпа тата шывпа тивĕçтерессипе çĕршер çын ĕçлерĕ. Саратов, Самара, Киров, Чул хула, Оренбург, Пенза облаçĕсенчен, Мордва Республикинчен, хамăр республикăри тĕрлĕ районсенчен килнĕ специалистсем ир пуçласа каçчен инкекпе кĕрешрĕç. Вĕсене ĕçлеме тата пурăнма мĕн пур условисем туса панă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра чрезвычайлă лару-тăру пулнине пĕлтернĕренпех ĕç-пуçа çирĕп контрольлесе тăчĕ. Иртнĕ юн кун вăл пирĕн районта пулчĕ.
Михаил Игнатьев ответлă çынсемпе Рыккакасси ялне çитнĕ чухне тул çутăлса та ĕлкĕрейменччĕ. Район пуçлăхĕ Игорь Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та кунтах. Саратов облаçĕнчен килнĕ специалистсем хуçăлса ÿкнĕ электричество юпине улăштарассипе тимлетчĕç.
Республика Пуçлăхĕ тÿрех вĕсене ĕçлеме, пурăнма майсем туса панипе интересленчĕ. Дмитрий Захарченко мастер хăйсене аван йышăннине, пурăнма вырнаçтарнине, вĕри апатпа тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Кунти юсав ĕçне кăнтăрлана вĕçлессине палăртрĕ. (Маларах калатăп, энергетиксем хăйсен сăмахне тытнă).
Михаил Игнатьев ял çыннисем çак кунсенче епле пурăннине ыйтса пĕлчĕ. Çăлта шыв пуррине тĕрĕслесе ăсса пăхрĕ.
Ял çыннисем те çутă çук тесе алă усса ларман. Венера Акимова депутат, ял старости Татьяна Кондратьева каланă тăрăх ÿкнĕ йывăçсене каснă, пралуксене пăртан тасатнă. "Чăвашэнерго" специалисчĕсене вара ят лекрĕ. Кунти Çĕнĕ урамри йывăçран тунă çвет юписене икĕ çул каялла çеç лартнă иккен. Вĕсене ун чухнех бетон юпасемпе çирĕплетнĕ пулсан кусем çĕрĕшес çукки куçкĕрет.
Унтан Михаил Игнатьев Москакасси ялне çитрĕ. Кунта Киров облаçĕнчен, Куславккапа Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ тата районти энергетиксем тимлетчĕç. Вĕсем шыв башни патне каякан электролиние юсатчĕç. Тăрăшса ĕçлени тÿрех куç умне тухрĕ. Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов лару-тăрăва контрольлени курăнчĕ.
Хыççăн Михаил Игнатьев Муркаш район администрацийĕнче муниципалитет тытăмĕсен ертÿçисемпе видеоконференци ирттерчĕ.
Калаçу аварисене пĕтересси тата çулсемпе тротуарсене юртан тасатасси пирки пулчĕ.
Республика пуçлăхĕ энергетиксем 7 сехетрен пуçласа, юр çунипе çил вĕçтернине пăхмасăр, пралуксем карнине, çвет юписем улăштарнине палăртрĕ. Вĕсене апатлантарнă, канма майсем туса панă. Энергетиксем вара çине тăрса ĕçлеççĕ, палăртнине пурнăçлаççĕ, терĕ вăл.
Кун пеккине, пĕтĕм район электричествăсăр юлнине, халиччен курман. Инкек виçи чăнах та пысăк пулчĕ. Апла пулин те Муркашсем йывăрлăха çĕнтерчĕç. Вĕсем инкекре пĕччен юлмарĕç. Муркашсене республика, çĕр-шыв пулăшрĕ. Ку та питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
А. Тихонов.
Сăн ÿкерчĕксенче: ĕçлĕ çул çÿрев саманчĕсем.
Н. Григорьева
сăн ÿкерчĕкĕсем.