Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă кун канăпăр

29 октября 2014 г.

 

Кăçал кĕркунне Раççейре пурăнакансем ноябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 4-мĕшĕччен канĕç. Кăçал РФ Правительстви кану кунне февралĕн 24-мĕшĕнчи тунти кунран ноябрĕн 3-мĕшĕнчи тунти куна куçарма йышăннă. Февралĕн 23-мĕшĕ канмалли (вырсарни) куна килет, çавăнпа вăл февралĕн 24-мĕшне куçать. Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 112-мĕш статйин 5-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн вара вăл куна ноябрĕн 3-мĕшне куçарма йышăннă. Çапла вара Раççейре пурăнакансем харăсах тăватă кун (ноябрĕн 1 - 4-мĕшĕсем) саккунлă канаççĕ: ноябрĕн 1 тата 2-мĕшĕсем - шăмат кунпа вырсарни кун, ноябрĕн 3-мĕшĕ - февралĕн 24-мĕшĕнчен куçарнă кану кунĕ, ноябрĕн 4-мĕшĕ - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ.

Апла пулсан шăмат кунсемпе вырсарни кунсене те шутласан çĕр-шывра пурăнакансем ноябрьте пĕтĕмпе 12 кун канĕç.

Правительство йышăнăвĕпех январĕн 4 тата 5-мĕшĕсенчи кану кунĕсене (шăмат кунпа вырсарни кун), ĕçлемен уяв кунĕсене килнĕ май, майăн 2-мĕшне тата июнĕн 13-мĕшне куçарма пăхнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика