29 октября 2014 г.
Çанталăк условийĕсем пĕрешкел пулманни вăрттăнлăх мар. Ыранхи куна шанса пурăнакан çĕр ĕçченĕн вара вĕсен ылмашăвĕнче ĕçлеме яланах хатĕр пулмалла. Çакна кăçалхи кĕр кунĕсем те уçăмлă кăтартса пачĕç. Чылай хуçаланнă илемлĕ кунсем хыççăн хура кĕркунне пĕр самантрах хĕлпе ылмашăнчĕ. Кĕтменччĕ эпир ăна, анчах умри ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пыракана çут çанталăк кăларса тăратнă çак пулăм та çухатса ямарĕ. "Кĕр кунĕсем хыççăн сивĕ хĕл çитесси - вăрттăнлăх мар. Вырма хыççăнхи ĕçсене çакна шута хурса йĕркелерĕмĕр те. Çавăнпа та çĕр питне шурă юр Михал кунĕччен уйăх малтан витни те пире хăратмарĕ", - тет паян "Путь Ильича" агрофирмăн тĕп инженерĕ Геннадий Шарапов.
Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе хамăр тăрăхра ирттернĕ смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе районти комисси шăпах асăннă чикĕллĕ яваплăхлă обществăна республикăри смотр-конкурса сĕнчĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче, вырăнти лару-тăрупа паллашма районта Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Е. Еландаев пулчĕ.
Яваплă ĕç ушкăнне агрофирмăн машинăпа трактор паркĕнче хуçалăхăн тĕп инженерĕ Геннадий Феликсович кĕтсе илчĕ. Вăл хăйне хĕл умĕн шанчăклă туйни кунти ĕçсем тивĕçлĕ шайра пулмалли пирки систерчĕç. Йăнăш пулмарĕ çак туйăм.
- Техникăна ГОСТ-па килĕшÿллĕн управа лартни пус çумне пус хушнипе тÿр килнине ăнланса ĕçлерĕмĕр эпир. Механизаторсем хушшинче ку манăн, ку санăн тесе тиркесе тăни пулмарĕ. Пурте пĕр йышпа çу каçа усă курнă ял хуçалăх техникине хĕллехи управа типтерлĕ лартассипе тăрăшрăмăр. Паян хамăр ĕçе пăхас килет, çынна кăтартсан та пит хĕрелмест. Кунран та ытларах - çитес çулхи ĕç-хĕл валли техника шанчăклă упраннине пăхса чун хĕпĕртет, çĕнĕ ĕмĕтсем çуратать, - пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕçсемшĕн кăмăллă пулса йыхравларĕ пире тĕп инженер хуçалăхăн техника паркне.
Машинăпа трактор паркне çитсе кĕнĕ май Евгений Викторович чăн малтанах кăçалхи ял хуçалăх çулĕ вĕçленсе пынă май çитес çулхи ĕç-хĕл пирки те паянах шутламаллине палăртрĕ.
- Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев ял хуçалăх бизнесне аталантарма майсем пуррине палăртсах тăрать. Çакна валли вăл пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсенчен çывăрса юлмасăр ĕçлеме чĕнсе калани аслă асаттесем кая юлсан каю шăтать тесе асăрхаттарнипе тÿр килет. Пурнăç аталанăвне тивĕçлĕ шайра тытма, кун-çул уттипе тан пыма эпир кашниех çĕнĕлĕхсем вырăнли пирки, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшмалли çинчен калаçатпăр. Калаçатпăр та... Пирĕн сăмахсем чылай чух чул çине мар, юр çине çеç юлаççĕ. Мĕн çуккине - тумалла, пуррине - упрамалла. Ĕçри çак чăнлăха кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине тĕрĕслеме тухсан яр уççăнах курма пулать, - терĕ вăл "Путь Ильича" агрофирмăн управа тирпейлĕ лартнă ял хуçалăх техникипе паллашнă май. Хорнуйсемпе Мăн Шаптаксем техника управĕ çине чăнласах пысăк тимлĕх уйăрни яр уççăн курăнчĕ. Хуçалăх хăйĕн уй-хирĕсенче кĕрхи ĕçĕсене вĕçленĕ. Парка таврăннă техникăна та çийĕнчех управа лартассипе кунта ырана хăвармасăр вăй хунă.
- Техникăна хĕллехи управа лартассипе ĕç условийĕсене эпир малтанах палăртса. Çавăнпа та вĕсене пурнăçламасăр кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленменнине кашни механизатор пĕлсе. Çавăнпа та техникăна хĕллехи управа лартассипе вĕсем пĕр сехет те сая ямарĕç. Тавах куншăн механизаторсене, - паллаштарчĕ тасатса-сăрласа тата ĕçлев органĕсене витсе-пушатса управа лартнă техника хатĕрĕсен речĕсемпе ертсе пынă май Г. Шарапов.
Агрофирмăн тĕп ĕçĕ - сĕт ытлă-çитлĕ туса илесси, çак производствăна аталантарса хуçалăх экономикине тĕреклетесси. Çак çул çинче чăрмав ан пултăр тесе хуçалăхăн уй-хирĕсенче кĕркунне икĕ "Акрос-580" тата пĕр "Дон-1500Б", çу кунĕсемпех выльăх апачĕ хатĕрлекен техника ĕçленĕ.
- Йăлтах çителĕклĕ темелле, анчах уяр кунсемпе туллин усă курма выльăх апачĕ хатĕрлекен тепĕр комбайнпа çак ĕçри ытти техника хатĕрĕсен комплекчĕ кирли куç умне пулчĕ. Çак çитменлĕхе çитес çул пĕтерме тĕллев лартрăмăр.
- Хальлĕхе пур техникăпа кăçал епле усă куртăр; - кăсăкланатпăр инженертан.
- Механизаторсем çамрăк (вăтам ÿсĕмĕ 30 çула яхăн) тата вĕсем çĕнĕлĕхсене алла илсе ĕçлес шухăшлă пулни пур техникăпа туллин усă курма май пачĕ. Ответлă вăхăтра пĕр тракторпа агрегат та ĕçсĕр ларни пулмарĕ. Çамрăксем темиçе техникăпа ĕçлеме хăнăхни те çакăнта пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ тесе шутлатăп. Çу каçа пĕр çемьери пек ĕçленĕскерсем техникăна хĕллехи управа лартас вăхăт çитсен те ĕçе пайламасăр тăрăшрĕç. Пĕтĕмлетĕвне хăвăр куратăр, - ăнлантарчĕ Геннадий Феликсович управра ларакан "хир карапĕсем" çине кăтартса.
Агрофирма ыранхи кунпа пурăннине ял хуçалăх техники валли ангар тăвас ĕмĕт пурри те çирĕплетет. Ку тĕллевпе ĕçлеме пуçланă та. Ăна пурнăçа кĕртни çĕнĕ техника хатĕрĕ туянас çула та уçмалла. Юсавлă та ĕçе хатĕр техникăпа çеç агротехнологие пăхăнса вăй хума, ытларах тупăш илме пулать. Çакăнта тымарланать та ĕнтĕ вăл ĕç тухăçĕ.
"Путь Ильича" агрофирма - паян районта чи тĕрек аталанакан хуçалăх. Пур çĕрлĕ хуçаланакан тирпейлĕхпе ĕç тĕлне пĕлни те, çĕнĕлĕхсене тăтăш алла илсе пыни те, паянхи укçа-тенкĕне шутласа ыранхи кунпа пурăнни те - кунта кашни утăмрах тĕл пулакан ÿкерчĕк.
Ĕçлекен çын малаллах пăхать, пурнăçпа тан пыма çĕнĕлĕхсене алла илнипе пĕрлех перекетлĕх пирки те манмасть.
А. БЕЛОВ.
Сăн ÿкерчĕксенче: ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас ĕçре вĕсем те кайрисен ретĕнче пулман (сулахайран сылтăмалла): комбайнер пулăшаканĕ Г. Ильин, Г. Охлянов водитель, В. Иванов механизатор* "Путь Ильича" агрофирмăн тĕп инженерĕ Г. Шарапов (варринче) ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Е. Еландаевпа тата районти инспекторпа С. Николаевпа техника управĕ тĕлĕшпе кашни ыйту çинчех тĕплĕн чарăнса тăчĕç.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.