Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççее куçса килекенсене пĕлме

29 октября 2014 г.

 

Тĕнчери лару-тăру улшăнни Раççей Федерацийĕн тулашĕнче пурăнакан хамăр çынсене час-часах Тăван çĕр-шыва таврăнма ыйтать. Çакăнта кăçал саккуна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем те хаçат вулакансемшĕн интереслĕ пуласса пĕлсе тăнăран паян хаçат тĕпелне федераци миграци службин районти территори пункчĕн пуçлăхне Любовь ПЛЕЧОВĂНА чĕнтĕмĕр:

Раççей Федерацийĕн тулашĕнче вырăс çыннисем пиншерĕн пурăнаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕн тăван кĕтесе таврăнас ĕмĕчĕ пур. Çакна хамăр пурнăçлакан ĕçре эпир тăтăшах курса тăратпăр. Юлашки вăхăтра ăна пурнăçлама çăмăллăх тупăнчĕ. Çакăн пирки пирĕн паянхи сăмахăмăр.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикинче ку таранччен ют çĕр-шывсенче пурăннă хамăр ентешсене хăйсен ирĕкĕпе Раççее таврăнма пулăшакан Патшалăх программи ĕçлеме пуçларĕ.

Маларах асăннă программа çăмăллатнă майпа Раççей гражданстви илме тата кунта пурăнма вырнаçма çул уçать. Маларах вăхăтра çак программăна хутшăнма ют çĕр-шыв гражданĕсен Раççейре пурăнма вăхăтлăх ирĕк илмеллеччĕ. Саккуна иртнĕ çулла кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем, тĕслĕхрен, Украина çыннисене Раççейре вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă вăхăтрах Раççее таврăнма пулăшакан Патшалăх программине хутшăнма ыйтса çырма ирĕк парать. Пирĕн аякри ентешсем пĕр регионта вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă пулсан Патшалăх программипе тепĕр региона суйлама пултараççĕ. Ку таранччен ун пек ирĕк пулман.

Раççейре çуралса ÿснĕ ентешĕмĕр тата унăн çемье членĕсем хăйсем суйланă территорире Раççее таврăнма пулăшакан Патшалăх программине хутшăнма ыйтни вĕсен çак ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнса тăрать:

- ĕçе кĕрĕшсе пурнăçлакан ĕç-хĕл*

- професси пĕлĕвĕ илни*

- инвестици хывни тата предпринимательство ĕç-хĕлне тытса пыни*

- ял хуçалăх тата агропромышленность производстви*

- килти хушма хуçалăха тытса пыни*

- Раççей Федерацийĕн саккунĕсем ирĕк паракан ытти ĕç-хĕл.

Раççее таврăнма пулăшакан Патшалăх программине хутшăнаканпа унăн çемье членĕсен патшалăх гарантийĕсемпе тата социаллă çăмăллăхсемпе усă курма право пур. Çав шутра транспорт расхучĕсене саплаштарма тата пурăнма вырнаçма паракан пособисем. Чăваш Республикинче асăннă пособи виçи 20 пин тенкĕпе танлашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика