Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Миме инсульчĕ. Мĕн вăл?

29 октября 2014 г.

Çуллен октябрĕн 29-мĕшĕнче Инсультпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Ăна 2006 çултан тытăнса инсультпа кĕрешекен пĕтĕм тĕнчери организаци йышăнăвне тĕпе хурса паллă тăваççĕ. Статистика хăрушă темелле. Инсульт юлашки вăхăтра пирĕн çĕр-шывра ватлăх еннелле сулăннă çынсен диагнозĕ кăна пулма пăрахрĕ. Унпа 25 - 30 çулхисем кăна мар, ачасем те чирленĕ тĕслĕхсем пур. Çуллен 500 пин çын таран инсульт тÿссе ирттерет, вĕсенчен çурри вилет. Сывă юлнисенчен 90 проценчĕ инвалид пулса юлать. Çавăнпа та миме инсульчĕ, унран сыхланасси пирки районти тĕп больницăн невролог врачĕ Валериан ВАСИЛЬЕВ каласа пама кăмăл турĕ: - Миме инсульчĕ - мимере тăрук юн çаврăнăшĕ пăсăлни. Вăл мимери юн тымарĕсем пĕрĕннипе е çурăлса кайнипе пулать. Миме темиçе минут хушши кирлĕ чухлĕ кислород тата тутлăхлă япаласем илейменнине пула миме тĕртĕмĕсем (ткани) вилеççĕ. Катастрофа мимен хăш пайĕнче пулса иртнине кура инсульт мĕнле йĕр хăварасси е çын вилесси те килет. Чирлĕ çын хăй те, тăван-пĕлĕшĕ те унпа мĕн пулса иртнине ăнкараймаççĕ. Хаклă вăхăт çухалать. Инсульт пуçланчĕ пулсан хăй иртсе каясса кĕтмелле мар, "васкавлă пулăшăва" хăвăртрах чĕнмелле. Сиплев эффективлăхĕ инсульт пулнăранпа 3 - 6 сехетпе танлашать. Инсультăн малтанхи паллисем: - пит, алă, ура, уйрăмах пĕр енчи, тăрук хавшаса кайни е туйми пулни* - тăрук калаçайми пулни е тăн çухатни* - хăрах куçăн е иккĕшĕн те кураслăхĕ пăсăлни* - йĕркеллĕ утайми пулни, пуç çаврăнни* - пĕр сăлтавсăрах пуç çав тери хытă ыратни. Çак паллăсенчен пĕрне те пулин асăрхарăр пулсан, "васкавлă пулăшăва" пĕр тăхтамасăр чĕнес пулать. Медицина пулăшăвĕ илеймен чухне кашни минутра инсульт пулнă çыннăн мимин 1,9 млн. клетки вилет. Миме инсульчĕ пуласси патне илсе пыма пултараççĕ: - юн пусăмĕ пысăкки* - пирус туртни тата эрех ĕçни* - кĕлеткен ытлашши йывăрăшĕ* - юнра холестерин шайĕ пысăкки* - хусканусем сахал пулни* - стрессем тата чылай вăхăт нервăпа психика тĕлĕшпе йывăр ĕçлени. Инсультран сыхланас тесен мĕн тумалла; Юн пусăмне тĕрĕслесех тăрăр! Йĕркеллĕ виçе - ртуть юпин 140Ÿ90 миллиметрĕ чухлĕ. Юн пусăмĕ пысăккинчен врачпа канашласа кăна сипленес пулать. Врач хушăвĕсене пурне те пурнăçлани кирлĕ. Сиенлĕ йăласенчен хăтăлма тăрăшăр! Пирус туртма, эрех ытлашши ĕçме пăрахăр. Никотин нерв системине пăлхатать, юн тымарĕсене пĕрĕнтерет, юн пусăмне ÿстерет* алкоголе пула çын хăйне мĕнле туйнине тĕрĕс палăртма пултараймасть. Ытлашши йывăрăшран хăтăлăр! Йывăрăш нормăран 1 килограмм ытларах пулни вăтамран артерисенчи юн пусăмне 1 - 2 мм. чухлĕ ÿстерет. Холестерин шайне тĕрĕслесе тăрăр! Нормăпа вăл 5,2 ммольŸл. виçерен ытла пулмалла мар. Тĕрĕс апатлану нормине пăхăнăр! Куллен çын мĕн чухлĕ çини талăкра мĕн чухлĕ энерги тăкакланипе шайлашуллă пулмалла. Тутлăхлă япаласен, витаминсен тата микроэлементсен талăкри балансĕ: белоксем - 15 процент, çусем - 30 процент, углеводсем - 55 процент. Апат-çимĕçре тăварпа сахарах усă курăр! Кунне çыннăн организмне апат-çимĕçпе пĕтĕмĕшле 1 чей кашăкĕ тăвар тивет пулсан çителĕклĕ. Ытлашши тăварлă çини юн пусăмĕ ÿсесси патне илсе пырать. Пурнăçра активлă позици йышăнăр! Ирхи гигиена гимнастики, уçă сывлăшра уçăлса çÿрени, эрнере 3 - 5 хутчен 3 - 4 километр тренировкăлла утни, ташлани усăллă. Пысăк нагрузкăсем чухне чĕре тапасси минутра 120-рен иртмелле мар. Стрессене хирĕç тăма вĕренĕр! Ĕçре те, йăлара та конфликтлă лару-тăрăва кĕрессинчен пăрăнма тăрăшăр. Ĕçпе кану режимне пăхăнăр! Хăвăрăн вăхăта çавăн пек йĕркелес пулать: ĕç пурнăçлама кăна мар, туллин канма тата вăй пухма та вăхăт юлмалла. Çыннăн 8 - 9 сехет çывăрмалла. Врач канашĕсемпе сĕнĕвĕсене пурне те пурнăçлама тăрăшас пулать. Çавăн чухне эсир инсультпа чирлеме пултарасси палăрмаллах чакĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика