Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă пулăшупа тивĕçтерекен шучĕпе

29 октября 2014 г.

Иртнĕ вырсарни кун, октябрĕн 26-мĕшĕнче, çĕр-шыв "хĕллехи" вăхăт çине куçрĕ. Федерацин 2014 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчи "Федерацин "Вăхăта палăртасси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" 248-ФЗ саккунĕ вăя кĕнĕ май тата çынсен нумай ыйтăвне тĕпе хурса Раççей Строительство министерстви граждансен шута илмелли харпăр хăй приборĕсемпе усă курмалли прависене тата саккунлă интересĕсене вăхăта хĕллехи тапхăра куçарнă хыççăн хÿтĕлемелли механизма туса хатĕрленĕ. Çакă Раççейăн уйрăм субъектĕнчи хăш-пĕр организаци вĕсене асăннă хатĕрсен программине çĕнетсе улăштарма хистенипе тата ку енĕпе хăйсем паракан пулăшушăн чăнлăхпа килĕшсе тăман хаксем палăртнипе çыхăннă. Раççей Строительство министерстви çавна пĕлтерет: 1. Граждансен шута илмелли приборĕсен программисене улăштарас енĕпе хăйсем тĕллĕн нимĕн те тумалла мар. Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн çав хатĕрсем юрăхлă шутланаççĕ, тĕрĕсленĕ е кăтартусене çырса илнĕ чухне вĕсен программисене вăраххăн çĕнетсе улăштараççĕ. Ку ĕçе электричество енĕпе коммуналлă пулăшу паракан организаци шучĕпе пурнăçлаççĕ. 2. Шута илмелли приборсен программине гражданин хăйĕн кăмăлĕпе палăртнă вăхăтран маларах улăштарас тет пулсан, вăл çырса пĕлтернине тĕпе хурса тивĕçлĕ йĕркепе заявлени панă кунран пĕр уйăх иртиччен ыйтăвне электричество енĕпе коммуналлă пулăшу паракан организаци шучĕпе татса параççĕ. 3. Шута илмелли приборсене улăштарма кайнă тăкака вĕсене малашнехи тапхăрта йĕркелесе тăнин тарифне кĕртеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика