11 октября 2014 г.
Тăхăр уйăхри ĕçе тишкерме пухăннă ларăва пĕтĕмлетсе РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов подполковник полици сотрудникĕсене малашне те тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме тата тĕрĕслĕхшĕн тăрăшма чĕнсе каларĕ.
Ларăва районти право сыхлав органĕсен ертÿçисемпе тата шалти ĕçсен районти пайĕн общество канашĕн членĕсемпе пĕрлех ЧР тăрăх Шалти ĕçсен министерствин инспекцийĕн тĕп инспекторĕ А. Николаев та хутшăнчĕ.
Е. Плечов хăйĕн докладĕнче асăннă тапхăрта преступленисен шучĕ ÿснине пĕлтерчĕ: пĕлтĕр ку вăхăта 296 преступлени регистрациленĕ пулсан, кăçал - 318. Çак хисеп пысăкрах пулни полици сотрудникĕсем хăйсен пуçарулăхĕпе превентивлă преступленисем ытларах тупса палăртма пултарнипе çыхăннă. Çакăн йышши преступленисем (хĕнени, вĕлерессипе хăратни - пĕлтĕр кун пекккисене 95 регистрациленĕ, кăçал - 117) йывăртараххисене асăрхаттарма май параççĕ.
Районта хурахла ĕçсем пулман, çынна улталанипе çыхăннă преступленисем чакнă, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă лару-тăру лайăхрах. Укçан суя купюрисене çаврăнăша ярассипе ĕçлекен икĕ ушкăна тытса чарни те Муркаш полицейскийĕсен ăсталăхĕ пирки калать. Преступленисене уçса парасси 70,1 процентпа танлашнă (республикăри вăтам кăтарту - 56,7 процент).
Пайри тĕрлĕ уйрăмсен ĕçне тишкернĕ май следстви тата уйрăмах дознани уйрăмĕн ĕçне лайăх енчен палăртрĕç ларура.
Евгений Иванович ĕçри ырă самантсемпе пĕрлех çитменлĕхсем пирки, апла пулсан ĕçе хăш енĕпе эффективлăрах йĕркелемелли пирки те каламасăр иртмерĕ. Çынна хирĕç тăвакан преступленисене асăрхаттарасси малашне те малти вырăнтах пулмаллине каласа пай пуçлăхĕ ăна татах та эффективлăрах йĕркелемеллине палăртрĕ. Ку ĕçре ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе çыхăнса тимлемелле. Пĕр тĕслĕх кăна. Шалти ĕçсен пайĕ хăйĕн вăйĕпе эрнесерен ирттерекен профилактика кунĕсене халăх дружинникĕсене явăçтарма ыйтса ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çырупа тухнă, анчах та 19 профилактика кунĕнче икĕ ял тăрăхĕнчи - Уйкас Янасал тата Хорнуй - халăх дружинникĕсем кăна хутшăннă. Ку ыйту çивĕчлĕхне район прокурорĕ С. Павлов та тимлĕхе илчĕ.
Преступленисене уçса парассинче, вĕсене асăрхаттарассинче хăрушсăрлăхпа çыхăннă районти тĕллевлĕ программăсем пурнăçланни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Общество вырăнĕсенче, урамра лартнă видеокамерăсем пулăшнипе акă 7 преступлени уçса панă. Çакна хăйĕн сăмахĕнче В. Григорьев подполковник палăртрĕ. Программăсемпе пăхса хунă укçа-тенкĕне тĕллевлĕ усă курни пирки те пĕлтерчĕ.
Преступлени тăвакансем камсем-ха; Тăтăшах пирĕн хаçата вулакансем çак ыйтăвăн хуравне чухлаççĕ пулĕ. Преступлени тунисем пурĕ 211 çын. Преступлени хисепне пăхсан пĕр çын темиçе хутчен саккуна пăсни каламасăрах палăрать. Çапла вара ниçта та ĕçлеменнисем, маларах судпа айпланнисем тата эрех ĕçекенсем çак çулпа утаççĕ. Çавăнпа та надзор ĕçне лайăхрах йĕркелемелли куç кĕрет.
Преступленисене асăрхаттарассинче административлă явап тыттарнин витĕмĕ те пур. Акă иртнĕ тăхăр уйăхра административлă йĕркене пăснăшăн 5486 çынна явап тыттарнă, вăл шутра 2039 шне - çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн. Çапла май штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 5 миллион та 839 пин тенкĕпе танлашнă.
Шалти ĕçсен пайĕ патшалăх услугисене электрон мелпе парса тивĕçтерет. Иртнĕ тапхăрта кун пек 5550 услугăпа тивĕçтернĕ. Çынсене пахалăхлă пулăшу панипе пĕрлех шалти ĕçсен пайĕнче хăйсен ĕçне те пахалăхлă йĕркелессишĕн тăрăшаççĕ. Ку тĕллевпе кирек епле ĕçе те саккуна пăхăнса пурнăçлаççĕ. Çакна ЧР тăрăх Шалти ĕçсен министерствин инспекцийĕн тĕп инспекторĕ А. Николаев та палăртрĕ, малашне те тĕллевлĕ вăй хурса хастарлăхпа палăрма сĕнчĕ.
Н. Николаева.