Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталанать фермер хуçалăхĕ

11 октября 2014 г.

 

Патшалăх шайĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсене тĕрев парас тĕлĕшпе тĕрлĕ программа вăйра тăрать. Акă черетлĕ траншпа РФ Правительствин кăçалхи март уйăхĕнчи 476-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн  Чăваш Республикине федераци шайĕнчен 142 миллион тенкĕ куçнă. Ăна пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарассинче усă курма палăртнă.

Асăннă категорие пулăшу парассин программи шайĕнче 2012 çулта Çатракасси ял тăрăхĕнчи Радислав Грачев  пĕр миллион та çĕр пин тенкĕлĕх грант тивĕçрĕ. Çавна май фермер хуçалăхĕн аталанăвĕ курăмлă пуласса шанса унăн ĕçĕпе паллашма васкарăм, грантпа мĕнле усă курнипе кăсăклантăм.

-  Паллах,  пулăшу вăл питĕ лайăх, çакă пире татах та ытларах тимлеме хистет, пысăк ответлăха кĕртет. Ĕçе тулли шайра йĕркелесе ярас пулсан вара чылай тăкакланма тивет. Акă сĕт блокĕ, 25 пуç выльăх тăмалăх çĕнĕ сарай  турăмăр,- паллаштарать хуçалăх ĕçĕпе Радислав Алексеевич.

Çак объектсене çĕклеме хуçалăх пĕр миллион та тăхăр çĕр пин тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех нумаях пулмасть  апат упрамалли сарай тунă. Грант условийĕпе килĕшÿллĕн ик çĕр пин тенкине пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма параççĕ, унпа та тĕллевлĕн усă курнă фермер.

Хуçалăх ертÿçи ĕне шутне ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçлеме тăрăшать. Паянхи кун тĕлне сумалли ĕне шучĕ 10 пуç, çитес вăхăтра 25 пуç тăмалăх сарай тулли пуласса шанăпăр.  Унсăр пуçне ытти выльăх та  ĕрчетеççĕ хуçалăхра. Сăвăм валли икĕ аппаратпа усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра талăкра пĕр ĕнерен вăтамран 11 литр сĕт туса илеççĕ. Хатĕр продукцие ăçта ăсатнипе кăсăклантăм.

- Сĕтĕн те сутатпăр, тăпăрчă та тăватпăр. Сĕт юр-варне çийĕнчех тирпейлемелле, унсăрăн пахалăхĕ те япăхать тата черетлĕ сăвăм валли пушă хатĕр те кирлĕ. Республика тата ун тулашĕнче продукци туянакан яланхи клиентсем  пур, - калаçăва тăсрĕ вăл.

Фермер хуçалăхне йĕркеленĕ май виçĕ ĕç вырăнĕ туса панă, ку та çÿлерех асăннă условипе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Çавăн пекех ача-пăча тĕкки те сисĕнет. 

Йышлă выльăх валли çĕр лаптăкĕ те пысăк кирлĕ. Хальлĕхе 6 гектар çĕр лаптăкне арендăна илнĕ, 4-шне харпăрлăха куçарнă.  Пĕр гектар çинче  кăшман ÿстереççĕ, ытти лаптăкĕ - нумай çул ÿсекен курăк валли.  Вырăнти ял хуçалăхĕ маларах усă курнă сарайпа тата хăш-пĕр ытти хуралтăпа усă кураççĕ фермерсем.  Хĕле валли апат çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшать кунти коллектив. Хуçалăх ертÿçи тырă тата витаминлă тĕрлĕ хутăш аякран кÿрсе килет. Тăкак шайĕ пысăкки аванах курăнать. Çулталăка мĕнле кăмăл-туйăмпа вĕçлеме палăртнипе кăсăклантăм.

- Тупăш çулĕ çине тăма питĕ йывăр. Малтанласа шутланă тăрăх çулталăк тупăшлă вĕçленмелле.   

Çапла вара ĕçлекен çынна ĕç чăннипех те юратнине ĕнентĕм, çавăн пекех тăрăшуллă Грачевсен пушă вăхăт пачах та çуккине ăнлантăм. Вĕсем - ĕне сăвакансем те, выльăх тухтăрĕсем те тата ытти те. Çапах та кирек епле хĕрарăмшăн та чечек чун уççи вырăнĕнче. Ĕçпе тиеннĕ пулин те, ертÿçĕ мăшăрĕ Лилия Николаевна картишне тĕрлĕ чечекпе илемлетме вăхăт тупнă, кĕр кунĕнче те кунта хăйне майлă илемлĕх сисĕнет.

Р. МАКАРОВА.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика