Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Мĕн акни-лартнине пухса кĕртме тăрăшрăмăр"

11 октября 2014 г.

 

Ыран Раççейре ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен профессилле уявне черетлĕ хут  паллă тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх  вăл çак уйăхăн  иккĕмĕш вырсарни кунĕнче пулать. Уява ку тапхăрта ирттернине чĕпсене кĕркунне шутланипе ăнлантармалла пулĕ.

Муркаш районĕ ял хуçалăх  районĕ шутланать. Çавна май уяв умĕн эпĕ "Герой" хуçалăх ертÿçипе Галина Ивановăпа тĕл пулма васкарăм. Вăл асăннă хуçалăхра 1992 çулта бухгалтерта ĕçлеме пуçланă, каярах тĕп бухгалтерта, 2012 çулта ăна хуçалăх тилхепине тытма шаннă. Паянхи калаçура Галина Никитична хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма кăмăл турĕ.

- Ял хуçалăхĕнче вăй хуракана та уйрăм уявпа чыслани питĕ кăмăллă. Тĕп ĕçсене вĕçлерĕмĕр, çĕре вăхăтра шуратса хăварма, мĕн акни-лартнине  тăкаксăр пухса кĕртме тăрăшрăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн хуçалăх çулталăкри хĕрÿ тапхăра япăх мар кăтартупа вĕçлерĕ.

700 гектар çинчи тыр-пула вăхăтра вырса кĕртрĕмĕр,  тухăç шайĕ 1,5 пин тоннăпа танлашрĕ. Тупăш илесси иртнĕ çулхинчен пысăкрах пулчĕ. Кăçал тырă типĕтмелли çĕнĕ агрегат туянтăмăр. Çанталăк улшăнса тăнине кура ку агрегат пурри питĕ пулăшрĕ пире тыр-пул вăхăтра типĕтсе кĕртме. Ытларах пайне хуçалăх нуши валли хăвартăмăр, ыттине ку тăрăхри çынсем туянчĕç.

Тырă-пулă пухса кĕртес ĕçре  уйрăмах тăрăшулăхпа палăрнă Владимир Никифоровпа Владимир Степанов комбайнерсене ырăпа асăнас килет. Ял хуçалăх культуринчен пысăк тухăç илессинче вара уй-хире вăхăтра тата технологие пăхăнса пахалăхлă хатĕрлени  пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçре уйрăмах Алексей Иванов, Николай Ефимов, Валерий Васильев механизаторсем, Владимир Федоров, Михаил Плюхин водительсем ырми-канми  тăрăшнине палăртас килет. Уй-хир ĕçченĕсем йышлăн мар, тăрăшуллă вĕсем, çавăнпа та кашни çынна ятран асăнам: Вера Малеева, Алина Иванова, Лидия Сорокина, Лира Бурцева, Лиза Григорьева, Оля Кузьмина. Тыр-пула шута илекен Антонина Леонтьева тата складри ĕçе йĕркелекен Валентина Соловьева тăрăшулăхĕ пысăк. Уй-хир ĕçĕсене Сергей Тимофеев управляющи ăнăçлă йĕркелесе пырать. Юсавлă техника кăна ака-сухана хутшăнма  тата хуçалăх экономикине аталантарма пултарать. Валерий Андреев инженер вара ку енĕпе ăста специалист шутланать.  Çурхи тата кĕрхи ĕçсен тапхăрĕнче тÿлевсĕр апатлантаратпăр.

Ферма таврашне кирлĕ чухлĕ улăм  турттартăмăр. Выльăх апачĕ хĕле валли çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр, 2300 тонна сенаж, 180 тонна утă янтăларăмăр.

Çĕр улми тăхăр гектар лартса ÿстертĕмĕр, йăлтах пуçтарса кĕртрĕмĕр. Пĕр гектар пуçне тивекен тухăç 150 центнерпа танлашрĕ, çакă та иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Çĕр улми пуçтарас ĕçре хуçалăха Шурча тата Калайкасси шкулĕсенчи коллективсем пулăшрĕç. Самантпа усă курса тăрăшуллă вĕренекенсемпе учительсене пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Кĕрхи культурăсене 250 гектар çинче акса хăвартăмăр, иртнĕ çул 150 гектар пулнă. Халĕ çĕртме сухи тăваççĕ, çавăн пекех акана тата вырмана хутшăннă техникăна хĕллехи управа лартассипе тимлеççĕ.  

Çанталăк çумăрлă пулнипе вара  хăш-пĕр  ĕç каярах та  юлса пычĕ. Апла пулин те уй-хире йăлтах пушатрăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи тăхăр  уйăха хуçалăх  тупăшлă вĕçлерĕ.            

 Кĕтÿри выльăх  йышне  пĕр шайрах тытма, ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме тăрăшатпăр. Хальхи тапхăр тĕлне хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 380 пуç, вăл шутра 176-шĕ сумалли. Иртнĕ çулхинчен ытларах сĕт суса илме пултартăмăр, малашне те сăвăма çак шайрах тытма тăрăшăпăр. Пысăк тупăш паракан ĕнешĕн патшалăх субсиди уйăрать, çулталăкне пĕр ĕне пуçне 4 пин те 200 тенкĕ тивет. Çавăн пекех сутлăха ăсатнă кашни литр сĕтшĕн те субсиди параççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне вара Вероника Степанова заведующи ăнăçлă йĕркелесе пырать.    

Ресурс перекетлеме май паракан  инновациллĕ технологие алла илме тăрăшатпăр. Ĕçре çак  мелпе  усă курнин тĕп тĕллевĕ - пĕчĕкрех тăкаксемпе пысăкрах тупăш илесси. Çакăнта чи малтанах нумай операциллĕ агрегатсем  материал, ĕç тăкакне, çын ресурсне   перекетлеме май панине асăнмалла. Ку вăл - йăлтах паянхи кун  ыйтăвне тивĕçтерни. Кăçал эпир культиватор туянма пултартăмăр. Çитес вăхăтра выльăх апачĕ валеçекен агрегат кÿрсе килмелле. Хуçалăхри чылай ĕç пурнăçлама пире Россельхозбанк уçă акционерлă общество филиалĕн хушма офисĕпе тачă çыхăну тытни пулăшать. Çÿлерех асăннă тырă типĕтмелли агрегат тата сĕрмелли-çунтармалли материал туяннă чухне те  вĕсем патне çул тытрăмăр. Утилизаци программи вăйра тăнă май тиев турттармалли çĕнĕ самосвал кÿрсе килтĕмĕр.

Хурт-хăмăр отраслĕн аталанăвĕ те курăмлă. Утар ĕçне Владимир Михайлов йĕркелет. Кăçал вăл продукци иртнĕ çулхинчен ытларах илме пултарчĕ.

Хуçалăхра 69 çын вăй хурать. 9 уйăхри вăтам ĕç укçи 11 пин те 700 тенкĕпе танлашать, иртнĕ çул 8 пин тенкĕ ытла пулнă.  

 Ял хуçалăхĕпе тачă çыхăннă ĕçченсене, вăл шутра  ачасене те, тивĕçлĕ канăва тухнисене те пысăк тав сăмахĕ калатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Паллах, кашни ĕçчене кунта ятран асăнма  май çук, пурте вăй-хал çитнĕ таран  тăрăшаççĕ. Ял хуçалăхĕ тĕрлĕ отрасле пĕрлештерет. Тĕллевĕ вара пурин те пĕрре -  паян ĕнерхинчен тупăшлăрах,  ыран паянхинчен ăнăçлăрах тимлесси. 

Р. Илларионова калаçнă.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика