11 октября 2014 г.
Çуллахи кунсем хыçа юлнă тата кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ май çĕр ĕçченĕ иртсе пыракан çулталăка тишкерсе малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăвать. Ăнăçуллă ĕçленисем çитес эрнере хаваспах тыр-пул уявне тухĕç. Тăрăшуллă ĕçчен ăна тивĕç те! Çу кунĕсемпе вырма ĕçĕсене çанă тавăрса ирттернисен паян кĕлечĕсем те тулли, выльăх-чĕрлĕхĕ те таса, вĕсем валли хĕл каçмалăх апачĕ те ытлă-çитлĕ, хирте ĕçленĕ ял хуçалăх техники те хĕллехи управра. Апла пулсан тĕплĕ тишкерÿ туса çитес çулхи ĕçсем пирки çиччĕ виçсе пăхмалли меллĕ вăхăт. Çак шухăшсемпе пырса кĕтĕм те эпĕ Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Павел ЕФИМОВ (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) патне.
- Павел Геннадьевич, сире çулталăкăн кирек-хăш вăхăтĕнче те хирте, выльăх-чĕрлĕх ферминче курма пулать. Апла пулсан хуçалăхри ĕç-хĕле çирĕп тĕрĕслесе тăратăр; Çакăнтан пуçланать пулĕ вăл экономика тĕрекĕ?
- Исетерккĕсен усă курмалли çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1050 гектар. Вăл шутран сухаламалли пусăсен виçи - 603 гектар. Çак лаптăксем çулталăк тăршшĕпех пушă е çум курăкĕ айĕнче выртмарĕç. Апла пулсан пирĕн хуçалăх ĕçченĕсем хăйсене шанса панă çĕрпе туллин усă кураççĕ. Çĕр ĕç культурине малта тытас тĕллевпе çур акирен пуçласа хура кĕрчченех пирĕн ĕçченсем хирте. Ÿсĕмлĕ малашлăхпа тухăç никĕсĕ шăпах ĕç культуринчен пуçăннине кашни ĕçчен ăнланать. Çапла вара юлашки çулсенче çĕр ĕç культурине мала кăларса ĕçлеме тăрăшатпăр та.
- Кунта эсир кăçал унччен пĕр çемьере ĕçленĕ Чапаев ячĕллĕ хуçалăхпа малалла пĕр йышра пулас шут тытнине пĕлетĕп. Анчах сире хальлĕхе пĕрлешнĕ хуçалăх тесе калама иртерех пек. Мĕн чăрмантарать пĕр бюджетпа пурăнма?
- Кашни ĕçĕн вăхăчĕ пур. Çиччĕ виçмесĕр тунă утăм нумай кĕттермесĕрех ĕнсерен пырса çапма пултарать. Çапла ан пултăр, икĕ хуçалăхĕ те йывăрлăхсенчен уйрăмшарăн тухчăр тесе тÿрех пысăккăн курăнма тăхтарăмăр. Паянхи куна вырма ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ, ĕç укçипе парăмсем пĕтнĕпе пĕрех. Умри тĕллев - налуксене тÿлесе татасси. Ун хыççăн вара пĕр йышпа ĕçлесси пирки те калаçма юрать. Кăçал икĕ хуçалăхăн хирĕсенче гектар пуçне вăтамран 23 центнер тухăç илсе ампарсене 2033 тонна çĕнĕ «çăкăр» хутăмăр. Кĕлетсем тулли пулни пире паян малашлăха шанчăклăрах пăхма май парать.
- Паян ял хуçалăхĕнче пĕчĕк вăйпах пысăк ĕçсем пурнăçлама тивет. Апла пулсан кашни ĕçчен уйрăм шут çинче. Çапла мар-и?
- Ытти уявсемпе пĕрлех хресченĕн те професси кунĕ пурри савăнтарать. Хамăр ĕçченсене пурнăçланă ĕçшĕн вăхăтра тав туни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Çавăнпа та Чкалов яч. хис. тата Чапаев яч. хис. хуçалăхсенче çĕр ĕçне аталантарассишĕн, выльăх-чĕрлĕх хунаттарассишĕн тăрăшакансене пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Малашне те ума лартнă тĕллевсене татса пама эпир пĕрле ĕçлессе шанатăп. Умри тĕллевсене пурнăçлама пурне те таса сывлăх, ăнăçу, хавхалану, телей, юрату сунатăп.
Икĕ хуçалăх производствинче паян пĕтĕмпе 42 çын ĕçе тухать. Вĕсенчен кашниех хушнă ĕçре яваплăха туйнăран кадрсем çитменнине çивĕччĕн туймастпăр. Çапах выльăх-чĕрлĕх патĕнче, уй-хир производствинче ĕçлеме хушма вăйсем пулсан хуçалăх ĕçĕсен татах та хăватлăрах аталанма майĕ пур.
Уйрăм ĕçченсем тенĕрен эпĕ паян Б. Никитин, Э. Алексеев, Ю. Скворцов, В. Никифоров, С. Аверкиев, Ю. Тимофеев, И. Федоров механизаторсене, В. Трофимовпа Н. Петров водительсене, Л. Елизаровпа В. Васильев тата Ф. Ефимовпа А. Никитин акаçăсене, Н. Тимофеевăпа Р. Смирнова тата Л. Борисова дояркăсене ырăпа палăртатăп. Çитес çул вĕсен йышĕ хушăнасса шанатăп.
- Обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлессипе мĕнле ĕçсем туса ирттертĕр?
- Пирĕн хуçалăхра паян мăйракаллă шултра выльăх пĕтĕмпе 280 пуç. Вăл шутра 125 пуç сумалли ĕне. Вĕсене валли çу кунĕсенчех пĕрлехи вăйпа ытлă-çитлĕ апат хатĕрлерĕмĕр. Ĕçне кура - кăтартăвĕ. Паян фермăри кашни ĕнерен талăксерен 12 кг сĕт сăватпăр. Хĕллехи рацион çине тăратсан çак кăтарту ÿсессе кĕтме пулать.
- Кăçал кĕр аки мĕн чухлĕ акса хăвартăр?
- Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра туса пынипе кăçал 550 гектар çинче паха вăрлăхпа кĕрхи культурăсем акса хăварма хевте çитертĕмĕр. Вĕсем хитре шăтса тухни çитес çула шанчăкпа пăхтарать.
- Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлерĕр-и тата?
- Пирĕн паян обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма 1200 тонна сенаж, 680 тонна утă, ытлă-çитлĕ тырă, улăм пур. Вĕсем çумне макро-, микроэлементсем хушсан хĕл кунĕсенче те производство уксахлама кирлĕ мар тесе шутлатăп. Чи кирли - хуçалăхра ĕçлекенсен ĕçлес кăмăлĕ пурри.
- Мĕнех, Павел Геннадьевич, ĕмĕтĕрсем ырă малашлăхлă. Вĕсене пурнăçа кĕртме сире Турри пулăштăр.
- Тавах. Турри пулăшсан, хамăр тăрăшсан, паян тумалли ĕçе ырана хăвармасан ума лартнă тĕллевсем вăхăтра пурнăçланмалла.
А. БЕЛОВ калаçнă.
Сăн ÿкерчĕкре: эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Б. Никитин Чкалов яч. хис. хуçалăхра çеç мар, районта та ăста механизаторсенчен пĕри. Хăй суйласа илнĕ ĕçри пĕтĕмĕшле стажĕ унăн 36 çул. Кăçалхи вырмана Болеслав Николаевич ывăлĕпе Олегпа хутшăнчĕ. Ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе ашшĕпе ывăлĕн экипажĕ кăçал 1900 тоннăна яхăн тырă çапса тĕшĕлерĕ.