11 октября 2014 г.
Октябрĕн 9 - 10-мĕшĕсенче Чăваш Республики çĕр-шыври спорт аталанăвĕн центрĕ пулса тăчĕ. Кунта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форум, РФ Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Республикăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем, федераллă министрсем, регионсен пуçлăхĕсем, спорт федерацийĕсен ертÿçисем, чикĕ леш енчи делегацисем килсе çитрĕç.
Малтанхи кунхине Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна Владимир Путин ертсе пычĕ.
Ларура 2016-2020 çулсенче спортăн пурлăхпа техника базине аталантарас, физкультурăпа спорт мероприятийĕсен тытăмне лайăхлатас ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ларăва уçса массăллă спорта аталантарни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Паянхи кун Пĕтĕм тĕнчери утмалли кунран пуçланни савăнтарчĕ. Çакнашкал мероприяти пирĕн çĕр-шывра пĕрремĕш хут. Ăна хăвăрт утас енĕпе палăрнă республикăра ирттерни - уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, терĕ вăл.
Президент çĕр-шывра спортпа туслисем 2020 çул тĕлне 40 процентран кая мар пулмаллине палăртрĕ. Халĕ вĕсем - 27,5 процент.
Докладсемпе Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко тата Раççей вĕренÿпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов тухса каларĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче физкультурăпа спорт çамрăк ăрăва пăхса ÿстерессинче витĕмлĕ хатĕр пулнине палăртрĕ. Вăл республикăра спортăн аталаннă инфратытăмне туса хунине, юлашки çулсенче 50 ытла спорт объектне хута янине пĕлтерчĕ. Кашни район центрĕпе хула округĕнче хальхи спорт комплексĕсем ĕçе кĕртнĕ. Михаил Игнатьев физкультурăпа спорт сывлăха çирĕплетме май панине, республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, юлашки виçĕ çулта халăх йышĕ ÿснине палăртрĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин республикăри демографи лару-тăрăвне кунта йышăннă комплекслă мерăсем - сывлăх сыхлавĕн сферинче, социаллă политикăра, физкультурăпа спорт облаçĕнче - лайăхлатма пулăшнине палăртрĕ. Владимир Путин Михаил Игнатьева республикăра физкультурăпа спорта аталантарма пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тата хăйĕн тĕслĕхĕпе çамрăксене спорта явăçма хавхалантарнăшăн тав турĕ.
Çав кунах Çĕнĕ Шупашкарти "Сокол" Пăр керменĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери пиллĕкĕмĕш форум ĕçлерĕ. Вăл "Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ" девизпа иртрĕ. Мероприятие Раççейри тата 20 çĕр-шыври физкультурăпа спорт облаçĕнчи 2 пин ытла специалист хутшăнчĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин форума хутшăнакансене саламласа Раççей çĕр-шывра спорта аталантарассипе нумай тунине палăртрĕ, вăл тĕнче шайĕнче те сулмаклă вырăн йышăнассине каларĕ. Спорт çынсене хутшăнма, çывăхланма майсем туса парать, терĕ вăл.
Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко форум масштаблă мероприяти пулнине каларĕ. Вăл пирĕн республикăна ертсе пыракансене тав туса Чăваш Ене çак форума ирттерме ăнсăртран суйласа илменнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче республика палăрăмлă утăмсемпе аталанать. Кунта пурлăхпа техника бази лайăхланать. Спорта явăçакан çынсен хисепĕ ÿсет. Кунта массăллă физкультурăпа спорта йĕркелеме хальхи нумай çĕнĕ технологипе усă кураççĕ, терĕ вăл.
Ларура физкультурăпа спорт патшалăх политикин малашлăхлă тĕллевĕ пулнине палăртрĕç. Юлашки вăхăтра ГТО комплексне çĕнетме йышăннă, спорт объекчĕсем тума пысăк укçа-тенкĕ хываççĕ, анлă проектсем вăя кĕртеççĕ. Массăллă физкультурăпа спорта аталантарасси, çамрăксене явăçтарасси пирки ларура пĕрре мар каларĕç.
Форум зарядкăран пуçланчĕ. Ăна Раççей телеканал ĕçченĕ Дмитрий Губерниев ертсе пычĕ. Унта пиншер çын хутшăнчĕ. Ирхи зарядка спортсменсен парачĕпе вĕçленчĕ.
Унтан Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ старт илчĕ. Шупашкар заливĕн çыранĕ тăрăх 15 пин ытла çын утса çаврăнчĕ. Вĕсен йышĕнче - Олимп тÿпине çĕкленнĕ спортсменсем, çамрăксем, ача-пăча, ватăсем.
Тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре спортпа çыхăннă Пĕтĕм тĕнчери куравсемпе экспозицисем ĕçлерĕç. "Хальхи вăхăтри спорт: "Инновацисем тата малашлăх" куравăн тĕп теми - спорта пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси, регионсен опытне тата хальхи вăхăтри технологие çул уçса парасси. Унта çĕр-шыври фабрикăсем кăларакан паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен хатĕрсене тăратнă.
"Спартак" комплексăн стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ. Ку нормативсене пурнăçлама тĕрлĕ ÿсĕмри 1000 яхăн çын килнĕ. Спорт хатĕрленĕвĕн программи 11 ÿсĕм категорийĕнчен тăрать - 6 çултан пуçласа 70 çултисем тата аслăраххисем валли. Николай Валуев манăçа тухма пуçланă ГТОна чĕртсе тăратнине ырларĕ.
Форум вăхăтĕнче спортăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăх класĕсем, дискуси сессийĕсем иртрĕç. Спорт тренерĕсем валли триатлон, ирĕклĕ кĕрешÿ, çăмăл атлетика, адаптаци спорчĕ, сĕтел çи теннисĕ, самбо, спорт гимнастики, конькипе фигурăсем туса ярăнас енĕпе ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç.
Форума Муркашсем те хутшăнмасăр тăма пултараймарĕç. Вĕсен йышĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та пулчĕ. Иван Кабуркин, Аверкий Васильев, Раиса Сафонова, Анна Васильева ветерансем ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçлама хутшăнчĕç. Çамрăксем зарядкăра пулма та ĕлкĕрчĕç.
Форум тата унăн виçинче иртнĕ тĕрлĕ мероприятисем пирки - çитес номерсенче.