15 октября 2014 г.
Ирхи зарядка - чун уççи
Куçа уçнă-уçманах Шупашкарта пурăнакансем Хĕрлĕ тÿреме пухăннă. Кунта "Россия 2" телеканалăн спорт комментаторĕпе Дмитрий Губерниевпа пĕрле вĕсем ирхи зарядка тума васкарĕç. Сакăр сехет тĕлне тÿремре ура пусма та вырăн çукчĕ. Зарядкăна Оксана Вербина ертсе пынипе фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕсем ирттерчĕç. Ÿт-пĕве усăллă хусканусене пурте пĕр пек илемлĕ те тĕрĕс пурнăçлани хатĕрленÿ ĕçне пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетрĕ. Д. Губерниев вара спортпа туслисене хавхалантарсах тăчĕ, кашни кун зарядка тума, кашни минутра сывлăхпа спорт çинчен шухăшлама сĕнчĕ.
Тÿреме пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, зарядка тăвакансен йышĕнчен пулас чемпионсем тухасса шанса каларĕ.
Утакансем - сывлăхлă
Пĕтĕм тĕнчери Утассин кунне те Раççейре пĕрремĕш хут Шупашкарта ирттерчĕç. Пĕтĕм тĕнчери "Спорт - пурин валли те" ассоциаци (TAFISA) президенчĕ Джу-хо Чанг Пĕтĕм тĕнчери Утассин кунне пĕрремĕш хут 1991 çулта октябрĕн 1-мĕшĕнче ирттернине, паян çак акцие 150 çĕр-шывра хутшăннине пĕлтерчĕ. TAFISA президенчĕ Шупашкарта çак куна анлăн паллă тунипе питĕ кăмăллине палăртрĕ. Джу-хо Чангпа пĕрлех Раççей Правительствин председателĕн çумĕ А. Дворкович, РФ спорт министрĕ В. Мутко, РФ Олимп комитечĕн ертÿçи А. Жуков, ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев та сăмах илчĕç, пухăннисене саламларĕç.
Пысăк хăнасем Чăваш Ен юлашки çулсенче физкультура тата спорт аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе çĕр-шывра малта пынине палăртрĕç. Чăнах та,Чăваш Енре пурăнакансен 36 процентне яхăн спортпа туслă. 2013 çулта пирĕн республика "Раççей регионĕ" номинацире РФ Правительствин наци премине тивĕçрĕ. Физкультурăпа спорт ĕç-хĕлне йĕркелессипе РФ субъекчĕсем хушшинче икĕ çул умлă-хыçлă малти вырăнсене йышăнчĕ.
Пĕтĕм тĕнчери Утассин кунне Шупашкар хулинчен старт панипе Сочи, Красноярск, Ульяновск тата Белград хулисем те çула тухрĕç. Çак хуласенче пурăнакансемпе Шупашкартан тÿрĕ çыхăну йĕркелерĕç. Сочире хĕвел ăшши самаях ăшăтни палăрчĕ пулсан, Красноярскра вара ирхи юр пĕрчисем ÿкни курăнчĕ. Шупашкарти залив тавра çула 15 пин çын тухнине каларĕç. Хыççăнах Хĕрлĕ тÿремре зарядка малалла тăсăлчĕ. Программăна ертсе пыракансем пурĕ кунта 30 пине яхăн çын пуçтарăннине пĕлтерчĕç.
ТŸрем мăнаÇлăхпа тулчĔ
Спортсменсен парачĕ - форумăн тепĕр паллă саманчĕ. Кунта Чăваш Ен мăнаçлăхĕ куç умне туллин тухрĕ. Парада Олимп, тĕнче тата Раççей чемпионĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем Раççейĕн, Чăваш Енĕн тата Шупашкар хулин ялавĕсене çĕклесе иртрĕç. Пысăк ушкăна Олимпиада-80 палли Упа, хăвăрт утакансен 2008 çулта Шупашкарта иртнĕ Тĕнче кубокĕн палли Кăвакал тата çăмăл атлетика енĕпе 2015 çулта ирттерме палăртнă Европа чемпионачĕн талисманĕ Çăлтăр ертсе пычĕç. Тÿремпе пĕрин хыççăн тепри Чăваш Ен спортсменĕсем, тренерĕсем, спортăн тĕрлĕ федерацийĕпе ассоциацийĕн представителĕсем, спорт шкулĕсенче вĕренекенсем, ветерансем утса иртрĕç. Самбо, дзюдо, бокс, футбол, тхэквондо, гимнастика тата ытти федераци воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Унталла пăхсан та - спорт, кунталла пăхсан та - спорт
Çак вăхăтра Шупашкарти тĕп урамăн икĕ енĕпе спорт бульварĕ ĕçлерĕ. Чăваш Енри спорт федерацийĕсемпе спорт шкулĕсем пурĕ 30 ытла площадкăра хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Кунта баскетболла вылякан та, аэробика ташшине кăтартакан та, мини-гольфра хăйне тĕрĕслекен те - такам та пурччĕ. Пĕр çĕрте спорт машинисем сĕрлени хăлхана çуратчĕ пулсан, тепĕр вырăнта каратэне килĕштерекенсем кĕрешÿсенче хутран-ситрен кăна сас кăларатчĕç - спортăн паллисем кашнин хăйĕн. Çак бульварта тренерсемпе вĕсен воспитанникĕсем тĕрлĕ мастер-классем ирттерчĕç.
ПĔр-пĔрин опычĔ - куравра
Республика лапамĕнче вырнаçнă павильонсенче (Правительство çурчĕ умĕнче) "Современный спорт. Инновации и перспективы" Пĕтĕм тĕнчери пиллĕкмĕш курав ĕçлерĕ. Кунта çĕр-шыври регионсенчи спорт аталанăвне сăнлакан, спортăн пурлăхпа техника бази пирки каласа паракан, ГТО комплексне чĕртсе тăратассипе çыхăннă тата ытти экспозиципе паллашма май пулчĕ. Регионсен спорт аталанăвĕн опычĕсемпе те кунтах паллашма пултарчĕç. 2018 çулта Раççейре футболла выляссипе тĕнче чемпионачĕ иртмелле, 2015 çулта Хусанта шыв çинчи спорт енĕпе тĕнче чемпионачĕ ирттерме палăртнă, 2019 çулта Красноярск хули Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи универсиадăна йышăнĕ - çакăнпа тата ыттипе те пĕтĕмпех регионсем йĕркеленĕ информаципе курав кĕтесĕсем паллаштарчĕç. Куравра - пур çĕрте те спорт, çитес ăмăртусен атмосфери хуçаланчĕ.
ГТО - Çăмăллăн!
Спортпа туслисем ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçлама пултарнине "Спартак" стадионта çирĕплетсе пачĕç. Савăнăçлă лару-тăрура уçнă мероприятие РФ спорт министрĕн çумĕ, Олимп чемпионĕ Павел Колобков, министерствăн физкультурăпа массăллă спорт аталанăвĕн департаменчĕн ертÿçи Марина Томилова, ЧР спорт министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăнчĕç. Кунта 6 çулти ачасенчен пуçласа 70 урлă каçнă ветерансем хăйсене тĕрĕслерĕç. Вĕсене хавхалантарма РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Валуев та çитрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл ГТО комплексне чĕртсе тăратма шутланине ырларĕ. Шупашкарта ГТО нормативĕсене пурнăçлама пур ÿсĕмри çын та хутшăннипе кăмăллă пулчĕ. Çак программа 2017 çулта пур регионта та (хальлĕхе 12 регионта) старт илессине палăртрĕ.
Пирĕн районти çамрăксемпе ветерансем те "Спартака" çитрĕç. Иван Кабуркин, Аверкий Васильев, Раиса Сафонова, Анна Васильева ветерансем паян та "стройра". "Хусканусем туса хамăра йĕркеллĕ формăра тытса тăратпăр. Паянхи уява хаваспах килтĕмĕр", - хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ Аверкий Васильевич.
Тивĕшре çуралса ÿснĕ Виталий Павлов та хăйĕн ирĕкĕпе ГТО нормативĕсене пурнăçлама çитнĕ. "Хамăн шалти туйăмпа пысăк шанăçпа килтĕм", - пĕлтерчĕ спортăн çамрăк ветеранĕ.
ГТО нормативĕсене спортпа туслă çын çăмăллăнах пурнăçлама пултарать. Кăна хам та тĕрĕслесе пăхрăм. "Ылтăн" значока тивĕçмелле кăтартусемшĕн шкулта физкультура урокĕсене ертсе пынă Аверкий Васильевича тав тăватăп.
Лару, конференци, канашлу...
"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумăн иккĕмĕш кунĕ те ĕçлĕ тĕл пулусемпе, тĕрлĕ конференципе, ларусемпе пуян пулчĕ. Ача-пăча пултарулăх керменĕнче акă спорт резервĕсене хатĕрлесси пирки хĕрÿ калаçрĕç, аталану çулне сÿтсе яврĕç. Конференци ĕçне В. Мутко тата М. Игнатьев та хутшăнчĕç. Çав кунах вĕсем журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç. Унти калаçăва пĕтĕмлетнĕ май В. Мутко Чăваш Енри ырă улшăнусем çинче чарăннине палăртмалла. Ыйтусене хуравланă май вăл форума малта пыракан регионсенче ирттересси тĕп позици пулнине каларĕ. "Чăваш Енĕн кăтартмалли те, каласа памалли те пур. Чи пĕлтерĕшли - эпир пĕр пек шухăшлани тата пирĕн приоритетсем те пĕрешкел пулни", - терĕ министр.
Çак кун, октябрĕн 10-мĕшĕнче, Шупашкарти Самбо керменĕнче Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне пĕтĕмлетекен пленарлă лару иртрĕ. В. Мутко форум çÿллĕ шайра, пур мероприяти те ăнăçлă иртнине палăртрĕ. "Пирĕн питĕ нумай событи пулчĕ. Эпир - куçа курăнакан отрасль представителĕсем, пирĕн çинче яланах пысăк ответлăх", - тесе вăл спорт общественноçне тав турĕ.
М. Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче массăллă спорта аталантарасси тата çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисем валли спорт резервĕсем хатĕрлесси тĕп задача пулнине пĕлтерчĕ.
Физкультурăпа спорта аталантарассинче тивĕçлĕ ĕçсем туса палăрнисене лару вĕçĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин наградисемпе чысларĕç. РФ субъекчĕсенче физкультурăпа спорт ĕç-хĕлне йĕркелессипе Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннăшăн Чăваш Республикине РФ Спорт министерствин Кубокĕпе тата Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та форум ĕçне пĕтĕмлетекен пленарлă ларăва хутшăнчĕ.
Н. Николаева.