Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Янташ" ушкăнра - пирĕн ентеш

15 октября 2014 г.

"Эпĕ пĕлнĕ тăрăх Шупашкарти "Янташ" чăваш эстрада ушкăнĕнче пирĕн район каччи Николай Кузьмин артист пур. Вăл хăш ялтан-ши, миçере-ши;  Ку ыйту мана кăна мар, ыттисене те кăсăклантарать. Пултаруллă çамрăк çинчен "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатра çырса кăтартма тата сăн ÿкерчĕкне кăларма ыйтатăп."

Мария Кошкина. Уйкас Янасал ялĕ.

 "Янташ" ушкăнри артист Николай Кузьмин чăннипех те пирĕн районтан.  Автор кăмăлне тивĕçтерес тесе Николай Кузьмина редакци тĕпелне килме ыйтрăм. Вăл калаçăва хутшăнма кăмăл турĕ.

- Чи малтанах вара ман пултарулăхпа кăсăкланакан çынсене тав сăмахĕ калас килет. Юрă-кĕвĕне юратăр, ун пек чухне пăшăрханни  те хăвăртрах иртĕ, пусăрăнчăк кăмăл та наччасрах уçăлĕ, - пуçларĕ калаçăва вăл.

Эстрада юрăçи Катькас ял тăрăхне кĕрекен Кĕрекаç ялĕнче 1990 çулта çуралнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех пултарулăхпа тата тăрăшулăхпа ыттисенчен уйрăларах тăнă. Тăтăшах тĕрлĕ конкурса хутшăннă, юлашки классенче вара ăна кружок ертсе пыма шаннă, тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ тата ытти те. 

Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти кооператив техникумĕнче  пĕлÿ илнĕ. Кунта та вĕренÿпе обществăлла ĕçе пĕр тан уттарнă.  Анчах та пултарулăхĕ унăн урăх еннелле ытларах сулăннă пулас.  Юрă-кĕвĕ ăсталăхĕ яланах çумра пулнă яш çар ретĕнче пулнă хыççăн филармони çумĕнчи "Чăваш ен" ансамбле çул тытать, çав хушăрах хăй пултарулăхне театр сцени çинче те тĕрĕслет. Манăн  ыйтăва вăл ăнланчĕ тейĕн.

- Пирĕн йăхра юрă-кĕвĕ туртăмĕ тахçантанпах пырать. Кукаçи хут купăсçă пулнă,  анне ыттисемпе пĕрле тĕрлĕ концерт программипе куракан умне тăтăшах тухнă. Эпĕ вара вĕсен ĕçне малалла тăсатăп, - шухăшне палăртрĕ Николай Кузьмин.

Икĕ çул каялла вăл "Янташ" ушкăна илемлĕх кÿме пуçланă. Ăста солист пултарулăхне асăрханă,  çак ушкăна ертсе пыма шаннă.

- Пирĕн ушкăн ултă артистран тăрать. Республика тулашĕнче тăтăшах пулатпăр, çитмен тăрăх сахал та пулĕ, - калаçăва тăсрĕ вăл.

Николай Кузьмин тĕрлĕ конкурспа  фестивале хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса таврăнать, çавăн пекех лауреат пулнипе "Янташ" ушкăн ят-сумне çÿле çĕклет.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика