Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле кĕрес умĕн

15 октября 2014 г.

 

Çут çанталăк хура кĕр еннелле сулăнни пÿрт-çуртсене хутса ăшăтмалли тата электричествăпа ытларах усă курмалли тапхăр çывхарни пирки калать. Апла пулсан ялсенче пурăнакансен килти хушма хуçалăхра кăмакасемпе электричество хуçалăхĕн юсавлăхĕ çине кая юлмасăр ытларах тимлĕх уйăрмалла. Унчченхи хĕл тапхăрĕсене тишкерсен те, "хĕрлĕ автан" юсавсăр кăмакасемпе мăрьесенчен тата кивелнĕ электрохуçалăхран хăйĕн çулне нумай уçни курăнать. Çавăнпа та хĕл кунĕсем çывхарнă май юлнă ăшă кунсенче вĕсен юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслесе тухни никамшăн та ытлашши пулмĕ.

Пирĕн районта хĕллехи тапхăрта çулленех вуншар пушар алхасать, миллионшар тенкĕлĕх пурлăха кĕл туса çилпе вĕçтерет. Юлашки пилĕк хĕл тапхăрне пăхсан "хĕрлĕ автан" алхаснипе  куç умне çакнашкал ÿкерчĕк тухать: 2009 - 2010 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче районта - 20, 2010 - 2011 çулсенче - 19, 2011 - 2012 çулсенче - 18, 2012 - 2013 çулсенче - 19, 2013 - 2014 çулхи хĕл тапхăрĕнче 17 пушар пулнăччĕ.

Каламалла, асăннă тапхăрсенчи пушарсен тĕп пайĕ килти хушма хуçалăхсенче тухрĕ. Маларах асăннă 5 хĕл тапхăрĕнче 34 хутчен пушар çынсен пурăнмалли çурчĕсенче тухнă пулсан, 18 хутчен вут-çулăм килти хушма хуçалăхсен сарайĕсенче, 29 хутчен мунчасемпе лаçсенче тата гаражсенче алхасрĕ. Çакă черетлĕ хĕл сиввисем умĕн ял çыннисен сисчĕвлĕхе хăш енпе вăйлатмалли пирки систерет тесе шутлатпăр.

Каламасăрах паллă, кĕрпе хĕл - сивĕ тапхăр. Çавна май çынсем кил-çуртсене хутса ăшăтма пуçлаççĕ. Çак тапхăра хатĕрленнĕ май пур çĕрте те кăмакасем çине тимлĕрех пăхмалла, электрохуçалăха, ăшă паракан установкăсене сивĕсем çитиччен тĕплĕ пăхса тухса хакламалла. Ĕç коллективĕсенче пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе çителĕклĕ комплектламалла, хĕл сиввисенче пушар машинисем шыв илме юхан шывсем е пĕвесем патне пыма пултарассине пăхса хумалла.

Маларах илсе кăтартнă лару-тăрăва тишкерсе тата хак парса ял çыннисенчен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен, пĕрлешÿллĕ  хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсенчен вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр.  Çавна валли кăмакасем умĕнче урайне кăвар тухса ÿкесрен  0,5Х0,7 метр калăпăшлă тимĕр çапни, кăмакасен юсавлăхне яваплăха туйса тĕрĕслени тата мăрьесене хăрăмран тасатни,  кăмакасем çумĕнче хăвăрт çунмалли япаласем тытманни пĕрлехи хăрушсăрлăх никĕсĕ пулса тăраççĕ. Йăпăртлăха пулсан та, пÿртсене хутса ăшăтма харпăр хăй тĕллĕн хатĕрленĕ тимĕр кăмакасене вырнаçтарма, хутнă кăмакасем патĕнче вутă-шанкăпа кĕпе-йĕм типĕтме, кăмакасене хутма ача-пăчана явăçтарма, çунакан кăмакана тата чĕртнĕ вучаха никам пăхмасăр пăрахса хăварма юрамасть.

Сăмахăмăра вĕçленĕ май хаçат вулакансене районта кăçалхи 9 уйăхра пушар тухаслăхпа епле лару-тăру пулнипе паллаштаратпăр. Пĕтĕмĕшле илсен юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен Муркаш енре 31 хутчен "хĕрлĕ автан" алхасрĕ. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 4 тĕслĕх нумайрах. Ирĕке кайнă вут-çулăм тыткăнĕнче 4,2 миллион тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнисĕр пуçне 3 çын пурнăçĕ (2 нумайрах) вăхăтсăр татăлчĕ, 2 çын  (1 çын сахалрах) пиçсе кайрĕ...

Уйрăммăн илсен пушар тухасси кăçал Ярапайкасси, Мăн Сĕнтĕр, Юнкă, Москакасси, Çатракасси, Муркаш ял тăрăхĕсенче ÿсрĕ. 31 пушартан 25 тĕслĕхĕ уйрăм çынсен килти хушма хуçалăхĕнче пулчĕ. Инкек сăлтавĕсене тишкерсен 8 тĕслĕхĕнче - электрооборудование эксплуатацилемелли правилăсене сĕмсĕррĕн пăсни, 7-шĕнче - пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни тата юсавсăр кăмакасемпе усă курни, 6-шĕнче - ачасем шăрпăкпа выляни, 4-шĕнче уçă çулăмпа асăрханусăр пулни тĕп вырăна тухни палăрчĕ.

Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнисен 1994 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче пурнăçа кĕнĕ "Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен" Федераллă саккунпа тата 2004 çулхи августăн 22-мĕшĕнче унта кĕртнĕ улшăнусемпе явап тытма тивĕ.

К. КОСАЧЕВ,

патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ*

И. МЕШКОВ,

37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕ.

 

РЕДАКЦИРЕН. Юпа уйăхĕн малтанхи икĕ эрнинче районта 2 пушар пулчĕ. Иккĕшĕ те килти хушма хуçалăхра. Пĕрремĕшĕнче Хорнуй ял тăрăхĕнчи Мăн Шаптакра кăмака юсавсăр пулнипе пурăнмалли йывăç çурт кĕлленчĕ. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче вара кăмака эксплуатацилемелли правилăна пăхăнманнипе Шомикри пĕр хуçалăхра мунча маччи çунма пуçланă. Вырăнти пушар хуралĕ вăхăтра çитнипе пысăк инкеке сирсе янă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика