15 октября 2014 г.
Ум сăмах. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çитес хĕл кунĕсем валли 5867 тонна утă, 6 пин тоннăна яхăн силос, 17124 тонна сенаж хатĕрлерĕç. Выльăх апачĕ ытларах хатĕрленисен йышĕнче "Свобода", Суворов яч. хис., "Герой", Чкалов яч. хис., "Ударник" пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе "Путь Ильича" агрофирма. Ку хуçалăхсенче çуллахи тата кĕркуннехи уяр кунсемпе туллин усă курса ĕçлерĕç. Çапла вара асăннă хуçалăхсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ пулнине кура хĕл кунĕсенче производство та тивĕçлĕ шайра пуласса шанма пулать.
Çĕнĕ технологисем, ют çĕр-шывра кăларнă техника, пысăк ĕç укçи тесен те çак условисем хăйсем тĕллĕн экономикăна çĕклеймеççĕ. Кунта тĕп вырăнта ĕç тăрать. Пукрав умĕнхи уяр кунсенче "Путь Ильича" агрофирмăна çитсен ыранхи куна пăхакансем кĕрĕк арки йăваласа ларманнине хам куçпа курса ĕнентĕм. Хуçалăхăн кашни отраслĕнчех хĕрÿ ĕç шавĕ тăратчĕ. Хуçалăх ертÿçи те, специалистсем те вырăнтах пулни ĕçсен хăвăртлăхĕпе пахалăхĕ çине тÿрремĕн витĕм кÿни курăнчĕ.
Хорнуйсемпе Шаптаксен тăрăшулăхĕ паянхи çумăрлă кунсенче яр уççăн палăрать. Агрофирма ĕçченĕсем иртнĕ уяр кунсемпе туллин усă курса иртнĕ эрнере Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн нумай çул ÿсекен курăксен пуссине виççĕмĕш хут çулса 3000 тонна силос хывса хăварма пултарчĕç. Çак ĕç епле пынине вырăнта курса паллашма хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ А. Воробьев мана хире те, фермăна та илсе кайса килчĕ. Производствăри ÿсĕмсем тата çĕнĕлле шухăшлав вара кунта кашни утăмрах. Вĕсем пирки йĕркипе.
- 1000 тонна вырнаçмалли силос-сенаж траншейи çĕнĕрен тума паян пĕр миллион тенкĕне яхăн укçа-тенкĕ кирлĕ. Эпир вара 3000 тонна вырнаçмалли траншея тума 200 пин тенкĕ çеç тăкакларăмăр, - хирте курăк çулакансем патĕнчен фермăналла кайнă май калаçать Алексей Валентинович. Эпĕ ун çине тĕлĕнсе пăхнине асăрхасан та ертÿçĕ вырăна çитиччен малалла ăнлантарма васкамарĕ.
Шаптакри сĕт комплексĕн çĕнĕ сарайĕсем инçетренех илемлĕ курăнаççĕ. Вĕсене хирĕçле вара - фермăн кивĕ сарайĕсемпе ытти производство пÿлĕмĕсем. "Кивви вăл усă курмалла мар тата усă курма юрăхсăр тенине пĕлтермест. Çапла вара эпир вĕсене те çĕнĕ сывлăш парса хамăрăн пысăк тĕллевĕмĕрсене пурнăçлас тесе усă куратпăр. Акă кĕр кунĕсем çитнĕ май усă курман çĕр улми хранилищине реконструкцилесе силос траншейи турăмăр. 3000 тонна вырнаçмалăх производство объектне хута яма пире 200 пин тенкĕ укçа çеç кирлĕ пулчĕ. Вăт çакăнтан тухать те ĕнтĕ вăл маларах каланă 2800 пин тенкĕ перекет", - ăнлантарчĕ ĕç тăвакан директор. Юлашки уяр кунсемпе туллин усă курса агрофирма ĕçченĕсем ăна туллиех силос хывса хăварчĕç. Çапла вара хуçалăх хĕл кунĕсем валли пурĕ 7000 тонна сĕтеклĕ апат хатĕрлесе хăварчĕ.
Çĕнĕ технологипе çĕкленĕ сарайсенче тирпейлĕх хуçаланать пулсан, маларах вăхăтра тунă сарайсенче те паян выльăх-чĕрлĕх туллиех.
- Йăлтах укçа тÿлесе илсе çитерейрес çук. Ыранхи кун ăнăçлăхĕшĕн хамăрăн та çанă тавăрса ĕçлемелле. Çапла вара хуçалăх ертÿçи А. Воробьев пуçарнипе 300 пуç тăмалли пушмак пăрусен сарайне çамрăк выльăхпа тултартăмăр. Вĕсемпе юнашарах çамрăк пăрушкасем тăма пÿлĕмсем хатĕрлени сарайĕнчи кашни тăваткал метрпа туллин усă курма май парать. Кунти пушмак пăрусем ĕне йышне кĕнĕ май сумалли ĕнесен кĕтĕвĕ те ÿсмелле. Ку вăл - пирĕн пĕрлехи тĕллев, - ăнлантарчĕ Шаптакри сĕт комплексĕн заведующийĕ В. Никитин.
Паян хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсен пĕтĕмĕшле кĕтĕвĕ 850 пуçпа танлашать. Агрофирма ĕçченĕсем тĕллевлĕ ĕçлени, хĕл каçма ытлă-çитлĕ апат янтăлани обществăлла выльăх-чĕрлĕх йышĕ те, продуктивлăх та хĕл кунĕсенче татах ÿсессе шантарать.
А. БЕЛОВ.