Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 80 çулта тесе калаймăн

08 октября 2014 г.

 

Шкулта 4 класс вĕренсе пĕтернĕ те тÿрех колхоз ĕçне тытăннă. Пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕреннĕ. Ĕçе хăнăхнă хĕр турткаланса тăмасăрах "Дружба" колхозра фермăра ĕçленĕ. Çакăнтан пуçланнă та унăн хĕрÿ ĕçри кун-çулĕ. Шуçăм килнĕ чухне ĕçе васканă, каçпа тÿпене çăлтăрсем тухсан çеç киле таврăннă...

Сăмахăм - Тури Тăмлай ялĕнче пурăнакан Ольга Фоминична Бурцева çинчен.

1934 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Патаккасси ялĕнче çуралнă пирĕн анне - Ольга Фоминична Бурцева. Çемьере вĕсем ултă пĕр тăван пулнă. Çăмăл мар пулнă аннен пурнăçĕ. Мĕн ачаран ĕçе пикенме тивнĕ унăн, хура-шурне те нумай тÿссе ирттернĕ.

Алăри ача пулнă чухнех вăл ашшĕсĕр тăрса юлать: вăрçăран урасăр таврăннă ашшĕ нумаях та пурăнаймасть.

Пилĕк çула çитиччен амăшĕн çунатти айĕнче ăшăнса пурăнать Ольга. Унтан вара тăван килтен, кĕтесрен уйрăлма тивнĕ унăн. Çак пĕчĕк хĕре пит килĕштернипе хăйĕнпе йăпанса пурăнма амăшĕн йăмăкĕ Мария Тури Тăмлай ялне пурăнма илсе килет. 75 çул хушши çак ялта тĕпленсе пурăнать те анне. Шкула та вăл Сыпайне çÿренĕ. 4 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шкул сукмакне "маннă" та аслисемпе пĕрле колхоз хирне ĕçе тухнă. Вĕсем валли те ĕç тупăннă: кĕлте салатнă, йĕтем çинче улăм çĕкленĕ, тырă вырнă, лашасем хăваланă...

Çамрăкскер, паллах, кунĕпе ĕçлесе ывăннă. Вăр-варлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăнă хĕре фермăра пăрусем пăхма шанса панă.

- Халĕ шутлатăп та, мĕнле хăрамасăрах килĕшнĕ-ши пĕчĕк пăрусем пăхма. Хам та ача кăна пулнă-çке вăл вăхăтра, - иртнине аса илет анне. - Нимĕнле йывăрлăхран та шикленмен пулĕ çав...

Апла пулсан та пăрусене юратсах пăхнă. Пĕрле ĕçлекенсенчен юлма шутламан. Пуринпе те пĕр тан ĕçленĕ, аслă юлташĕсенчен вĕренсе пынă.

Пĕр вăхăт анне дояркăра та ĕçленĕ. 12 çул хушши 30 ĕне алăпа ирпе те, каçпа та сунă. Кĕтĕвне те çÿренĕ, ĕнисене те пăрулаттарнă, сĕт пичкисене те çуса тасатнă, ĕнисене шăварма шывне çырмаран йăтмалла пулнă. Мĕн чухлĕ йывăрлăх курнă! 

Илемлĕ те çепĕç чĕлхеллĕ Ольга Фоминичнăна Кÿстерек каччи Николай Александрович куç хывать. 1961 çулхи ака уйăхĕнче туй кĕрлет. Телейлĕ мăшăр кăшт вăхăт иртсен Саратов облаçне ĕçлеме тухса каять. Унта та вĕсем фермăрах ĕçленĕ. Тăван яла тырă-улăм илсе таврăннă.

Пурнăç инкексĕр иртмест: аннене усрама илнĕ Мария питĕ хытă чирленипе вилет. Ольга Фоминична мăшăрĕпе каялла Тури Тăмлай ялне таврăнса йăва çавăрать. Çĕнĕ пÿртре икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Пĕчĕк ачасем пулнине пăхмасăрах анне колхозра та ĕçленĕ, мĕншĕн тесен ун чух 100 кунтан сахал мар ĕçлемелле пулнă. Унсăр колхоз тырă-улăм паман.

Халĕ Таньăпа Лена хăйсем çемьеллĕ, кукаçипе кукамине 5 мăнук парнеленĕ. Асли, Татьяна, Орининти шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентет, Лена та аслă пĕлÿ илнĕ.

Шел пулин те, 2002 çулта пирĕн атте яланлăхах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухиччен анне колхоз столовăйĕнче те, сурăх ферминче те вăй хунă. Унăн ĕç стажĕ пысăк - 49 çул. Анне "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят илнĕренпе виççĕмĕш çул ĕнтĕ.

Аннене 80 çул тултарчĕ тесе калаймăн - правурлăхне, ĕçченлĕхне çухатман вăл. Тăван кил ăшшине упраса тăрать. Пахчара акса-туса илмен çимĕçĕ те çук, йĕри-тавра - тирпей-илем, йăран çинче пĕр çум та çук. Алсиш-чăлха çыхма, çăм арлама ир-ирех тăрать...

Тавах, анне, пире çуратса тĕрĕс воспитани панăшăн. Эсĕ пире чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă. Нумай-нумай пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр сана, юратнă çыннăмăр.

Е. Бурцева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика