Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тĕслĕх

08 октября 2014 г.

 

Нумаях пулмасть Кÿстерек ялĕнчи  Шорниковсен çемйинче пысăк уяв иртрĕ. Манăн асаттепе асанне, Геннадий Степановичпа Раиса Александровна, пĕрлешнĕренпе  алă çул çитнине паллă турĕç. Мăшăр çак  вăрăм çула тивĕçлĕ утса тухма пултарни питĕ сăваплине эпĕ лайăхах ăнланатăп. Çавăнпа та  вĕсем пĕрне-пĕри хисеплени тата çур сăмахранах ăнланни - маншăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.   

Сумлă мăшăр хăйĕн пурнăçне шкул ачисене воспитани парас тата вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлес енĕпе çыхăнтарнă. Асатте Шупашкар районне кĕрекен Курак Чурачăк шкулĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех директорта ĕçленĕ. Асанне малтанах çав районтах вырнаçнă Мамăш шкулĕнче директор çумĕ пулнă, кайран Курак Чурачăк шкулĕнче биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ.

Пирĕн çемьере нумайăшĕ хăйĕн ĕç тапхăрне сумлă ĕçпе - учитель профессийĕпе - çыхăнтарнă. Манăн кукка Радий Шорников Шупашкар районне кĕрекен Ишлей шкулĕнче ĕçленĕ. Халĕ вăл çул çитмен ачасен инспекцийĕнче тăрăшать. Унăн мăшăрĕ, Надежда Геннадьевна, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ. Манăн анне вара Светлана Дмитриева Шурча шкулĕнче вăй хурать. Пурте вĕсем çак профессие кăмăллаççĕ.

Халĕ эпĕ виççĕмĕш класра кăна вĕренетĕп-ха, манăн çывăх çынсен тĕслĕхĕ пурнăç çулĕ çинче çутă çăлтăр евĕр курăнса тăтăрччĕ.

Владислав Дмитриев,

Шурча шкулĕн вĕренекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика