08 октября 2014 г.
Оринин салинче пурăнакан Воробьевсен çемйине ял-йыш питĕ хисеплет. Вĕсем чăннипех те ятлă-сумлă çынсем. Глафира Валериановна - Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ, Валентин Васильевич вара чылай çул колхоз председателĕнче тимленĕ. Унтан та пĕлтерĕшлĕреххи - вĕсем çемье вучахне яланах пĕрле упрама пултарни, хăйсем хыççăн çирĕп йыш хăварни. Ĕненĕр, çакă чи пысăк телей!
...Оринин салинче çуралса ÿснĕ çамрăксем çак ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкар хулине çул тытнă, ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илме пуçланă. Вĕсем хушшинчи туслăх çирĕпленсех пынă. Пĕрне-пĕри кăмăллакан çамрăксем 1963 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Çапла вара Воробьевсен çемйи çуралнă. Каярах пĕрремĕш "кĕмĕл кайăк" - Эльвира - вĕçсе килнĕ, ун хыççăн - Светлана. Йыш хушăнса пыни мăшăра ытларах та вăй хума хистенĕ.
Глафира Валериановна агроном профессине алла илнĕ, Валентин Васильевич зоотехника вĕренсе тухнă ĕнтĕ. Сумлă ĕç суйланă çамрăк мăшăр тăван яла таврăннă, хăйсен профессийĕсемпе вăй хума пуçланă.
- Мулкачкасси уй-хирĕ тăрăх кунне вуншар çухрăм утнă хыççăн киле таврăнма та вăй-хал юлмастчĕ, - каласа парать "Восток" хуçалăхра агрономра ĕçленĕ Глафира Валериановна.
Çапах та пуç усмалла мар. Кашни тырă пĕрчишĕн агроном ответлă. Çулсеренех тухăçа паха вăрлăхлăх ÿстерсе тупăш илессишĕн ĕçлесси - çĕр ĕçченĕн тĕп тĕллевĕ. Çакна хисеплĕ агроном ертсе пынипе кашни механизатор, кашни бригада ĕçченĕ яланах асра тытса тимленĕ.
Çемье вара пысăклансах пынă, Людмила çуралнă, унтан - Алексей тата Надежда. Мăнуксене асламăшĕ Анастасия Яковлевна пăхса пулăшнă. Вĕренме те, ĕçлеме те май туса панă. Хăнана кайса савăнма та çамрăксене вăлах хистенĕ.
- Ĕçрен киле çулла çур çĕрпе таврăнса ирхине 5 сехетре каллех колхоза васканипе ачасем мĕнле çитĕнсе çитнине те сисмерĕм. Тавах хунямана мана йăлтах ăнланнишĕн, - каласа парать Глафира Валериановна.
1971 - 1974 çулсенче çемье пуçĕ "Заветы Ильича" колхоз председателĕнче тăрăшнă, унтан ăна "Красное Сормово" колхоза ертсе пыма шаннă. Анчах та Валентин Васильевичăн Тав хучĕсене курайманран тĕлĕнтĕм, епле-ха капла?
- Маншăн колхозра ĕçлекенсем яланах малта пулнă. Вĕсене тырă-пулăпа тивĕçтерме, Тав хучĕсемпе хавхалантарма тăрăшнă. Хам вара уншăн çунман, манăн колхоза ертсе пымалла, пысăк тупăшшăн тимлемелле. Аякри юлташсем патне вăрлăх туянма кайса килеттĕм. Колхозниксемпе пĕрле вăрманне те касма нумай çÿренĕ, - аса илет иртнĕ çулсене Валентин Васильевич.
Глафира Валериановнăн тăрăшулăхне 1979 çулта пысăка хурса хакланă. Вăл "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ" ята тивĕçнĕ, çавăн пекех "За доблестный труд" медаль тата ытти чыслав хуçи. Парти конференцииĕсене хутшăнса Раççейĕпе паллă çынсемпе - А. Николаевпа, Е. Андреевпа - паллашнă. Ĕç опытне пайлама Раççейри тĕрлĕ хуçалăха çитсе курнă. Пултаруллă хĕрарăма тĕрлĕ шайри депутат пулма шаннă. Юрă-ташă енĕпе те маттур пулнăран концертсемпе спектакльсене хутшăннă.
Чăн телей вăл - çемье тулли тата çирĕп пулни, ача-пăча сывă пулни. Воробьевсен пилĕк ачин тăхăр мăнук ÿсет. Вĕсем тĕрлĕ хулана саланнă. Сумлă мăшăр халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Хисеплĕ ветерансем ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ. Алексей "Путь Ильича" агрофирма ĕçне ертсе йĕркелесе пырать. Асăннă йышра килĕшÿлĕх хуçаланать. Глафира Валериановнăпа Алина кинĕ килĕштерсе пурăнни аванах курăнчĕ. Вĕсем пĕрне-пĕри çур сăмахранах ăнланаççĕ тейĕн.
- Ĕне патне кин кăлармасть. Ĕни те мана йышăнасшăн мар, - тет кинемей, кинĕ те зоотехник ĕçне алла илнине пĕлтерсе.
Кинĕ илеме ытларах кăмăллать, çавăнпа та унăн тепĕр професси те пур. Хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ май парикмахерски уçнă. Арăмсăр килте илем çук, теççĕ халăхра. Воробьевсен кил-йышĕнче илем тĕнчи хуçаланать. Кинемей тĕрлеме, çыхма ăста. Хунямăшне кура - кинĕ, теççĕ халăхра, чăннипех те çапла иккен. Алина кинĕ те ун пекех питĕ ăста.
Ылтăн туй уявланă мăшăр пурне те çапла сĕнÿ-канаш пачĕ: "Çемье - çĕр-шыв тĕрекĕ, çемье - пурнăç тыткăчи. Киле ялан килес килтĕр. Килте ялан кĕтекен çемье пултăр. Пÿрт ача-пăча, çывăх çынсен сассипе тултăр, уявра кĕрекене тус-тăван, хăна-вĕрле пухăнтăр. Арăмĕпе упăшкин пĕр чĕлхе пулмалла. Пирĕн пек йышлă ача çуратма, мăнуксемпе савăнса пурăнма сунатпăр. Кашни çемьере ăнлану хуçалантăр".
Екатерина Захарова,
Оринин библиотекин библиотекарĕ.