08 октября 2014 г.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн, Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕн Владислав Даниловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ултă çул каялла Тойкилтĕри тĕп шкулта çăмăл атлетика кросĕ пĕрремĕш хут иртнĕччĕ. "Ун чух çак ăмăртăва пуçарса яма мана шкул директорĕ Игорь Сергеев тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Аверкий Васильев ÿкĕте кĕртрĕç. Ĕçе тытăнтăмăр та акă улттăмĕш хут иртет паян çак ăмăрту. Шкул алăкĕ умĕнче пур хăнана та кашни çул ачасем çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ. Çакă та паха", - малтанхи утăмсене аса илсе Владислав Григорьевич çăкăр-тăвар астиврĕ.
Шкулта вара ача-пăча сасси тăратчĕ: спорта юратакансем пурĕ 12 шкултан пухăннă, юр çуни никама та хăратман. Регистраци протоколĕсенче - 2004 çулта çуралнисенчен пуçласа 1997 çулта çуралнисем таранах.
Ăмăртăва уçнă май хăйĕн салам сăмахĕнче Владислав Григорьевич ачасене сывлăха ачаранах упрама чĕнсе каларĕ. Çакăн пек ăмăртусене хутшăнакансем кайран та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасса шаннине пĕлтерчĕ вăл. Ырă йăлана кĕртнĕ тăрăх кăçал та хăйĕн тăван шкулне парне - мечĕксем - пачĕ.
Ачасене саламлама районти чылай ертÿçĕ çитнĕччĕ. Кашнин сăмахĕ ачасемшĕн витĕмлĕ пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев та сывлăх çыннăн чи хаклă мулĕ пулнине палăртрĕ. "Владислав Данилов пек пуçаруллă çынсем ытларах пулсан районта массăллă спорт та лайăхрах аталанма пултарĕ", - терĕ вăл.
В. Даниловăн ывăлĕ Григорий Данилов (Шупашкар хула депутачĕ) каланă сăмахсене ачасем уйрăмах лайăх итлерĕç курăнать. "Ăмăрту хыççăн паянхи кăтартăва хăвăрăн малтанхи кăтартупа танлаштарса пăхăр. Камăн çак кăтарту лайăх - вĕсем пурте паян çĕнтерÿçĕсем", - терĕ вăл.
Чăнах та чупу хыççăн аслăраххисем хăйсен малтанхи кăтартăвĕсене астуса илсе Тойкилтĕри трасса çинчипе танлаштарчĕç. Çапла майпа палăрнă çĕнтерÿçĕ сахал мар пулчĕ-мĕн. "Спорт чи малтанах - хамăрăн сывлăхшăн. Ăсталăха кунсерен туптасан вара çитĕнÿ тума пулатех. Эпир шкулта та, килте те тренировкăсем тăватпăр", - терĕç Калайкассинчи вăтам шкулта вĕренекен Александра Вострейкинăпа Ульяна Данилова. Вĕсем иккĕшĕ те хăйсен ÿсĕмĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
Каламалла, кашни ÿсĕмре хĕр ачасемпе арçын ачасен çĕнтерÿçисене уйрăммăн палăртрĕç. Призлă вырăн йышăннă кашни ача медальпе грамота, парне илме тивĕç пулчĕ. Чи пĕчĕккисем, 2004 çулта çуралнисемпе кĕçĕнреххисем, чупăва пиллĕкĕн хутшăнчĕç. Вĕсем те медальсемпе грамотăсене, пылак парнесене тивĕçрĕç. Каласа хăвармалла, ăмăртăва хутшăннă кашни ача тÿлевсĕрех вĕри апат çиме пултарчĕ.
Шкул командисен пĕтĕмĕшле кăтартăвне шутланă хыççăн (чи лайăх результатсене кура) куçса çÿрекен кубока Калайкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем илме пултарчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Йÿçкассисем, виççĕмĕшĕнче - Нискассисем.
Н. Николаева.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.