Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыннăн çынах пулмалла

08 октября 2014 г.

 

Юлашки вăхăтра "спайс" сăмах телевиденипе радиора та, хаçат-журналта та час-час илтĕнет. Акă Шупашкарта та "чан çапса ячĕç" - сентябрĕн юлашки кунĕсенче 40 ытла çынна наркăмăшланнине пула больницăсене леçме тивнĕ. Кун пирки хăйĕн сайтĕнче REGNUM информаци агентстви хыпарлать. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А. Самойлова пĕлтернĕ тăрăх сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне наркăмăшланнă 42 çынран 15-шĕ больницăна шăпах Сургутра тата Кировра тупса палăртнă хутăшсемпе пĕр евĕр хутăш йышăннă хыççăн лекнĕ, ыттисем - урăх наркотик е алкоголь продукцийĕпе наркăмăшланнисем.

Экспертсем "спайсра" (вĕсене "туртмалли хутăш" та теççĕ) сывлăхшăн сиенлĕ психостимуляторсем пуррине калаççĕ. Çавăнпах Раççей правительствин йышăнăвĕпе "спайссене" психотроп хутăшĕсен йышне кĕртнĕ. Апла пулсан вĕсемпе саккуна хирĕçлесе усă курни Уголовлă кодекспа тачă çыхăннă. Çапла вара "спайс" туса кăларакансем те, ăна упракансем те, саракансем те, ăна йышăнакансем те саккун умне тăма тивĕç.

Пирĕн районта иртнĕ кунсенче кăна-ха "спайспа" усă курнăшăн пĕр çамрăка учета илчĕç. Кун пирки Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделени ертÿçи О. Яковлев пĕлтерчĕ. Апла пирĕн урамсенче те хăрушлăх пур. "Мĕншĕн тесен "спайса" ытларах Интернет урлă сараççĕ, çавăнпа та çакна контрольлеме те йывăр. Тата чару списокне кĕртме ĕлкĕреймен хутăшсене сараççĕ", - пĕлтерчĕ Олег Николаевич.

- Александр Андреевич, ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн, мĕн вăл "спайс"?

- Çакă вăл - тĕрлĕ курăкран хатĕрленĕ хутăш. Унра синтетика веществосем тата энтеогенсем (çын организмĕ çине психотроп витĕмне кÿрекен веществосем) пур. Кĕскен çапла.

- Апла пулсан унăн витĕмĕ çын психикинче йĕр хăвармасăр иртмест. Çак хутăша туртни мĕнпе хăрушă?

- Çакăн евĕр хутăшсене туртнăран çыннăн организмĕ чи малтанах психика тĕлĕшĕнчен хытă хавшать. "Спайссен" витĕмĕ йывăр наркотик йышăннă хыççăнхи пекех. Пĕрмаях "спайс" йышăннăран çынна темĕн те пĕр куçа курăнма тытăнать, вăл лăпкăлăх çухатать, ăна хăстарать, унăн кăмăл-туйăмĕ темрен питĕ хăранă çыннăнни пек пулать.

- Шалти органсем пирки калас пулсан вара?

- Организм пĕтĕмĕшле асапланать: ÿпке, таса мар юна тасатма тивекен пĕвер, пуç мими тата ытти органсем те сиенленеççĕ. "Спайс" миме çине уйрăмах йывăр витĕм кÿрет. Мимери вĕтĕ юн тымарĕсем "управлени центрне" наркăмăш ярас мар тесе çийĕнчех пĕрĕнеççĕ. Çапла вара юн мимене кислородпа та тивĕçтереймест. Ытти клеткăсем пекех, кислород çитмен миме клеткисем те вилеççĕ. Спайс туртакансем шăпах çак пулăм вăхăтĕнче урăх нимĕн пирки те шутламаççĕ, вĕсене нимĕн те кирлĕ мар. Анчах та çак темиçе сехетлĕх суя савăнăçа миме вилсе пыни çине улăштармаллах-ши;

- Апла пулсан çын, каçарăр та, "пахча çимĕç" вырăннех юлать вĕт-ха.

- Тĕрĕсех. Çак хутăш арçынсен потенцине чакарать, хĕрарăмсен те арлăх органĕсемпе çыхăннă йывăрлăхсем пуçланаççĕ, çавна май вĕсем ачаллă пулаймаççĕ. Апла пулсан кун пек çынсен пĕрлешсе çемье çавăрсан та йĕркеллĕ çемье пулмасть. Çавăнпа та "спайс" тутанса пăхиччен кашнин шутласа пăхмалла: темиçе сехетлĕх суя савăнăç кирлĕ-и е ĕмĕр тăршшĕпех - йĕркеллĕ те телейлĕ пурнăç. Каламасăрах паллă, иккĕмĕшне суйламалла.

- "Спайс" пуçа çав тери минретнĕрен харпăр хăй çине алă хурасси те инçе мар пулĕ?

- "Спайсра" синтетика хутăшсем пулнăран унăн пĕчĕк дози те организма çав тери пысăк сиен кÿрет. "Спайс" йышăннă хыççăн тÿрех куçа темĕн те пĕр курăнма пуçлать. Çак пулăм инкек патне илсе пырасси те паллă: çынсем килекен машина айне пулас тесе ун умне чупса тухаççĕ, нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем чÿречерен сикеççĕ тата ытти те. "Спайс" йышăннă хыççăн çапла майсемпе пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх нумай.

- "Спайс" йышăннинче чи хăрушши мĕн?

- Чи хăрушши - çын ăна хăнăхни тата йышăннă вăхăтра "ломка" пулни. Çак вăхăтра вăл хăйĕн пурнăçĕпе сывлăхне хăрушлăх умне кăларса тăратать кăна мар, ытти çынсемшĕн те хăрушă пулса тăрать. Апла  пулсан чи тĕрĕсси - çак ăпăр-тапăра хамăр çывăха ямалла мар.

 

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика