08 октября 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртсе пынă май тата çĕр участокĕсен çаврăнăшне эффективлă йĕркелес, çакна уçăмлă тăвас тĕллевпе, çавăн пекех çĕр участокĕсем пирки кирлĕ информацие пурте илме пултарччăр тесе Чăваш Республикинче тĕрлĕрен çурт-йĕр тума палăртман çĕр участокĕсен пĕрлехи информаци ресурсне йĕркелес ĕç пырать.
Пĕрлехи информаци ресурсĕнче Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхĕнчи, муниципалитет харпăрлăхĕнчи, çавăн пекех вĕсем тĕлĕшпе патшалăх харпăрлăхне чикĕленĕ çурт-йĕр тума палăртман çĕр участокĕсем пирки сведенисем пур. Ку çĕр участокĕсемпе эконом класлă çурт-йĕр строительстви валли* промышленноç паркĕсем, технопарксем, бизнес-инкубаторсем йĕркелемелли объектсене вырнаçтарма тата территорисене ытти тĕрлĕ аталантарма усă курма пултараççĕ. Ресурс çĕр участокĕ ăçта вырнаçнине тата мĕнле çĕрсемпе чикĕленсе тăнине палăртма май парать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн ХХ сессийĕнче тухса калаçнă чухне çапла палăртрĕ: "Инвесторсен ирĕклĕ çĕр участокĕсем ăçта вырнаçни тата вĕсен лаптăкĕ, инфраструктура пуррипе çукки пирки тĕп-тĕрĕс информаци илме, çак даннăйсене тĕпе хурса инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси пирки йышăну тума майсем пулса тăчĕç".
Паянхи куна пĕрлехи информаци ресурсĕнче 196 çĕр участокĕ пирки сведенисем вырнаçтарнă. Вĕсен пĕтĕ-мĕшле лаптăкĕ 550 гектар. Вăл шутран пурăнмалли çурт-йĕр тумалли çĕр участокĕсем 82 (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 219 гектар), инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме усă курмаллисем 114 (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 331 гектар).
2014 çул пуçланнăранпа ресурса 68 çĕр участокĕ пирки сведенисем кĕртнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 155 гектарпа танлашать. Малашлăхри тĕп задача ресурса кĕртнĕ çĕр участокĕсемпе усă курма пуçăнасси, вĕсем çинче экономикăн тĕрлĕ отраслĕсене аталантармалли ятарлă проектсене вырнаçтарасси пулса тăрать.
Аса илтеретпĕр. Çак вăхăта торгсем ирттерсе пĕрлехи информаци ресурсне кĕртнĕ 45 çĕр участокне арендăна парассипе тата сутасси-туянассипе килĕшÿсем тунă. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 52,9 гектарпа танлашать.
Пĕлме. Çынсене йÿнĕрех хакпа хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси Чăваш Республикин влаç органĕсем умĕнче тăракан хальхи тĕп задачăсенчен пĕри пулса тăрать.
Çурт-йĕр тума палăртман çĕр участокĕсен пĕрлехи информаци ресурсне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчи 114 № "О дополнительных мерах по стимулированию развития жилищного строительства в Чувашской Республике" Указне тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи хушăвне тĕпе хурса строительство валли усă курмалли çĕр участокĕсем пирки кирлĕ информацие пурте илме пултарччăр тесе йĕркеленĕ.
Хăйĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 600 № "О мерах по обеспечению граждан Российской Федерации доступным и комфортным жильем и повышению качества жилищно-коммунальных услуг" Указĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма шутлакан çемьесен 60 процентне 2020 çулччен йÿнĕ хакпа хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме задача лартрĕ. Паллă ĕнтĕ, çак задачăна пурнăçлас пулать.
Пысăк укçа-тенкĕпе çыхăнман эконом класлă çурт-йĕрт тăвасси пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвĕн малашлăхри тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. "Общественное мнение" фонд ирттернĕ ыйтăм кăтартăвĕ тăрăх Раççейре хуласенче пурăнакансенчен 30 проценчĕ ытла хула тулашĕнче пурăнмалли çурт тата çĕр участокĕ тытасшăн.
Ирина ХУРАСЬКИНА,
Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн пресс-секретарĕ.
Сăмах май. Муркаш районĕнчен асăннă пĕрлехи информаци ресурсне 6 çĕр участокĕ пирки сведенисем вырнаçтарнă. Москакасси ял тăрăхĕнчен - ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ икĕ участок: пĕри (3,91 гектар) республика харпăрлăхĕ шутланать, тепĕр участок (2,43 гектар) муниципалитет харпăрлăхĕнче. Çатракасси ял тăрăхĕнчен 18 гектар йышăнакан çĕр участокне ресурса кĕртнĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ ку çĕр участокĕн патшалăх харпăрлăхне чикĕлемен. Мăн Сĕнтĕртен 2,4 гектар йышăнакан çĕр участокне пĕрлехи информаци ресурсĕнче шута илнĕ, промышленноç çĕрĕ шутланать, республика харпăрлăхĕнче. Шатракассинчен ресурса кĕртнĕ 0,1 гектар йышăнакан çĕр участокĕ ял çĕрĕ шутланать, республика харпăрлăхне кĕрет. Шетмĕпуçĕнчен ресурса кĕртнĕ кун пек çĕр участокĕн лаптăкĕ 0,9 гектар.