08 октября 2014 г.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пенси шутласа памалли çĕнĕ йĕрке пурнăçа кĕме пуçлать. Çавна май пенсие тухма хатĕрленекенсен те, çавăн пекех халĕ пенси илсе тăракансен те хăшĕсен ыйтусем çуралаççĕ: çĕнĕ пенси формули хальхи пенсионерсене пырса тивмĕ-и, ĕçлекен пенсионерсене çĕнĕ законодательствăпа килĕшÿллĕн пенси унчченхи пекех тÿлесе тăрĕç-и, педагогсемпе медицина ĕçченĕсен вăхăт çитмесĕрех пенсие тухассин условийĕсем сыхланса юлĕç-и; Ку ыйтусем пирки Пенси фончĕн районти пайĕн ертÿçине Андрей Юрьевич АЛЕКСАНДРОВА каласа пама ыйтрăм:
- Чăваш Республикипе илес пулсан хальхи вăхăтра 300 пин çынна яхăн ватлăха пула паракан ĕç пенсине вăхăтра илсе тăрать. Пенсионерсем пĕтĕмпе 353,5 пин çын. Ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи 10395 тенкĕпе танлашать. Ку вăл пенсионерăн пурăнма кирлĕ минимумĕн Чăваш Республикинчи кăçалхи иккĕмĕш кварталти виçинчен (5689 тенкĕ) 1,8 хут пысăкрах.
Пенси фончĕ çавăн пекех федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансем валли уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕсене палăртать. Вĕсен шутне инвалидсем, чернобылецсем, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе тĕрлĕ çапăçусене хутшăннисем, вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем, блокадниксем, концлагерьсенче пулнисем кĕреççĕ. Республикăра çак вăхăта федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан 108 пин çын. Вĕсене уйăхсерен тÿлесе тăракан укçа виçи 1914 тенкĕпе танлашать.
Раççей Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Пенси фончĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе тĕрлĕ çапăçусене хутшăннисен социаллă пурнăç шайĕ пирки пĕтĕмĕшле патшалăх базине йĕркелесе пырать. Чăваш Енре унта 40 пине яхăн ветеран пирки информаци пур.
Паянхи куна илес пулсан 2015 çултан тытăнса пенсисене çĕнĕ формулăпа шутласа пама пуçăнассипе хатĕрленÿ ĕçĕ анлă сарăлнă. Çак вăхăтчен пенсие тухнисен вара пăлханма кирлĕ мар тесе каласшăн. Вĕсен пенси виçи улшăнмасть, унчченхи шайрах юлать.
Çĕнĕ законодательствăпа килĕшÿллĕн ĕçлекен пенсионерсен ĕç укçипе пĕрлех пенсие те тулли виçепе илсе тăрассин прави сыхланса юлать. Çуллен пенси виçине пенсин 3 коэффициенчĕ шайĕнче çĕнĕрен шутласа палăртĕç. Сывлăхшăн сиенлĕ тата хăрушă производствăра вăй хунăшăн вăхăт çитмесĕрех пенсие тухмалли ятарлă стажа шутласа пенси пама пуçăннă чухне ĕç паракан ĕçлекен çыншăн хушма взноссем тÿлесе тăнине шута илме тивĕç. Педагогсен, çавăн пекех медицина ĕçченĕсен те вăхăт çитмесĕрех пенсие тухассин йĕркипе условийĕсем сыхланса юлаççĕ.
Çĕнĕ пенси системин çĕнĕлĕхĕсенчен çакна палăртса хăвармалла. Çын пенси илмелли ÿсĕм çулне çитсен те пенси илме тытăнма заявленипе пымасть, унчченхи пекех хăйĕн вырăнĕнчех ĕçлет пулсан, унăн пенси виçи палăрмаллах ÿсет. Пенсие тухнă пулсан та çакăн пек ĕçленĕ кашни çулшăн унăн страхланă пенсийĕ те, çавăн пекех пенси çумне хушса паракан çирĕплетнĕ тÿлев сумми те ÿссе пыраççĕ. Акă çын пенси ÿсĕмне çитнĕ хыççăн пенси илме тытăнмасăр 5 çул ĕçлерĕ пулсан, хушса паракан çирĕплетнĕ тÿлев виçи 36 процент, страхланă пенси 45 процент ÿсеççĕ. Енчен те 10 çул ĕçлес пулсан вара çирĕплетнĕ тÿлев виçи те, страхланă пенси сумми те 2 хут ытла ÿсĕç.
2015 çултан вăя кĕме пуçăнакан пенсин çĕнĕ законодательстви пирки ял çыннисемпе тĕл пулнă май, ĕç коллективĕсенче пулнă чухне тăтăшах ăнлантарса пама тăрăшатпăр. Профсоюз организацийĕсене те ку ĕçе явăçтаратпăр. Кунсăр пуçне çавна та каласа хăварнă пулăттăм. Сирĕн ыйтусем пур пулсан эсир ăна Пенси фончĕн сайтĕнче электрон приемнăйĕ урлă та пама пултаратăр. Çавăн пекех тÿлевсĕр Skype программăпа усă курса видеоконсультаци те илме май пур.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.