Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен пенсионерĕн портречĕ

08 октября 2014 г.

 

Епле пулсан та паян аслă ăру пирки сахалах мар калаçаççĕ. Тĕрĕссипе чăн та кам-ха вăл паянхи аслă ăру; Чи малтанах ку граждансем - Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, вăрçă курнисем, вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш çулсенчи ачасем. Шăпах вĕсем çине пырса тивеççĕ паян халăх ватăлать, аслă ăрăва тивĕçлĕ пурнăç туса пама вара укçа-тенкĕ çитмест тенисем. Çавăн пекех-ши ку;

Ватă çынсен кунĕ умĕн статистиксем Чăваш Ен пенсионерĕн вăтам статистика портретне туса хатĕрленĕ. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикинче пурăнакан кашни виççĕмĕш çынна яхăн пенсионер шутланать. Республикăра пенси ÿсĕмĕнчисене пĕтĕмпе 350 пин ытла çынна регистрациленĕ (199 пин çын хуласенче тата 153 пин çын ялсенче пурăнать). Вĕсенчен ытларахăшĕ Шупашкарта пурăнать - 118 пин çынна яхăн. Чи сахалли Çĕмĕрле районĕнче - 4 пин çынна яхăн. Çав вăхăтрах 1000 çын пуçне миçе пенсионер тивнине шута илес пулсан, Улатăр районĕнче вăл чи пысăкки (414), Шупашкар районĕнче чи пĕчĕкки (233).

Хĕрарăм пенсионерсем арçынсенчен 2 хут нумайрах: 235 пин çын тата 116 пин çын.

Çавна хушса каламалла. 2010 çулхи халăх çыравĕн итогĕсем тăрăх 100 çул урлă каçнисем 42 çын шутланнă (8 арçын тата 34 хĕрарăм).

Пенсионерсенчен ытларахăшĕ - ĕç пенсийĕ илсе тăракансем. Пенсин вăтам виçи 9282 тенкĕпе танлашать. Хуласенче пурăнакан пенсионерсен пенсийĕн вăтам виçи 9611 тенкĕпе танлашать пулсан, ялсенче пурăнакансен - 8220 тенкĕ.

Хĕрарăмсен пенсийĕн вăтам виçи 2014 çул пуçламăшĕ тĕлне 8894 тенкĕпе, арçынсен 9236 тенкĕпе (3,7 процент пысăкрах) танлашнă. Пенсин вăтам виçи республикăри вăтам кăтартуран ытлараххисен шутĕнче Шупашкар (9763 тенкĕ), Çĕнĕ Шупашкар (9612 тенкĕ), Çĕмĕрле (9431 тенкĕ), Улатăр (9429 тенкĕ) хулисем, чи пĕчĕкки - Шăмăршă районĕнче (7396 тенкĕ).

Пенсионерăн пурăнма кирлĕ минимумĕпе танлаштарсан, хулара пурăнакан пенсионерсен пенсийĕн вăтам виçи 193,7 процентпа, ялта пурăнакансен 165,6 процентпа танлашать.

Ватлăха пула пенсие тухнă пулин те, чылайăшĕ ĕçлеме пăрахмасть - республикăра кун пеккисем 115 пин ытла çын, тепĕр майлă каласан, кашни виççĕмĕш пенсионер. Вăл шутран 38 пин çын - арçынсем, 77 пин çын - хĕрарăмсем. Çав вăхăтрах ĕçлекен пенсионерсем хуласенче 81 пин çын тата ялсенче 34 пин çын.

Психологсем палăртнă тăрăх нумай çыншăн харпăр хăйĕн тивĕçĕ пурнăçлакан ĕçпе çыхăннă. Нумай чухне çакă çемье тупăшĕнчен те килмест. Ĕçсĕр юлнă çын малашнехи пурнăç тĕллевĕпе пĕлтерĕшне çухатать, хăйне хăй хисеплеми пулать, чирлесси енĕпе те йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Çавăнпа та аслă ăру çыннисем пенсие тухнă май хăйсене урăх ĕçре тĕрĕслесе пăхма тăрăшаççĕ. Сăмахран, 15 çултан тытăнса 72 çула çитичченхи ÿсĕмри çынсене ĕçпе тивĕçтерессин проблемине тишкерни çавна кăтартса панă. 60 - 72 çулхи арçынсен тата 55 - 72 çулсенчи хĕрарăмсен 9 проценчĕ е 1,6 пин çын 2013 çулта ĕç шыранă. Аслă ăру çыннисен 32,1 проценчĕ тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Пенсие тухнă ял çыннисенчен 58 проценчĕ харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕнче продукци туса илессипе ĕçлет. Апла пулсан аслă ăру ĕç кăмăла çĕклетĕр, кану усăллă, хавхалану интереслĕ пултăр тесе тăрăшать. Анчах та пур чухне тата пурин те çакă пурнăçланаймасть. Нумайăшне çак пурнăçра тытăнса юлма çăмăлах килмест. Хăшĕ-пĕри йĕркеллĕ мар йăла условийĕсенче пурăнать, теприсем ватлăх чирĕсемпе е пĕчченлĕхпе аптăраççĕ. Çавăнпа та аслă ăру çыннисемшĕн тимлесси патшалăхăн социаллă политикин тĕп пайĕ пулса тăрать.

2013 çул вĕçленнĕ тĕле Чăваш Республикинче ватă çынсемпе инвалидсене социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерекен стационарлă учрежденисем 9 шутланнă. Стационарлисемсĕр пуçне республикăра пĕччен пурăнакан ватă граждансен ятарлă çурчĕ пур. Унта 44 çын. Çавăн пекех республикăра социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерекен центрсем 24. Вĕсенче вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсем 43, кăнтăрла пурăнмалли уйрăмсем 8 йĕркеленĕ. Анчах та вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсенчи вырăнсен шучĕ юлашки 5 çул хушшинче 764-ран 688 юлнă е 9,9 процент чакнă.

Кунсăр пуçне ватă çынсемпе инвалидсене социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерекен центрсемпе уйрăмсем 2013 çулта 3721 çынна килĕсенче пăхса тăнă. Стационарлă учрежденисене вырнаçтармаллисен черетĕнче 243 çын.

Тата акă мĕн интереслĕ. Енчен те малтанхи вăхăтра аслă ăру çыннисен социаллă çыхăнăвĕсем анлах пулман пулсан, хальхи вăхăтра пенсионерсем вăхăтпа тан пурăнаççĕ. Вĕсем социаллă сетьсенче пĕр-пĕринпе çыхăнаççĕ, форумсене, интерессене кура тĕрлĕ пĕрлешÿсене активлă хутшăнаççĕ, хăйсене пĕчченлĕхре туймаççĕ. 2013 çулта суйласа илсе тĕрĕслевсем ирттерни çавна кăтартса панă: 55 - 74 çулсенчи асаттесемпе асаннесен 14,5 проценчĕ Интернет сечĕпе усă курать, электрон мелĕпе кĕнекесемпе тата статьясемпе паллашать.

Вăт çавăн пек вăл хальхи пенсионер. Тĕрĕсрех каласан, хулара пурăнакан тата уйăхне 9 пин тенкĕне яхăн пенси илекен хĕрарăм пенсионер. Унăн телевизор экранĕ умĕнче ларса Бразили сериалĕсене пăхса хурланма вăхăт çук. Уншăн пурнăç тĕллевĕ - унччен анлă сарăлнă лозунг - "Çын хăйĕн телейне хăй туптать". Çавăнпа та вăл ун валли çак телее кам та пулин туптасса кĕтмест. Хăйĕншĕн хăех тăрăшать.

 Чăвашстат.

 

СĂМАХ МАЙ. Пенси фончĕн районти управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх районта 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 9935 пенсионер пурăннă. Пĕччен пурăнакан ватă çынсем 435-ĕн. Вĕсенчен 95 çынна социаллă ĕçченсем килĕсенче пăхса тăрассине йĕркеленĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем 47 çын. Ĕç ветеранĕсем 4015-ĕн.

Пенси ÿсĕмне çитнисенчен ытларахăшĕ ĕç пенсине илсе тăрать. Кун пеккисем 8248 çын. Вĕсен шучĕ кăçалхи 9 уйăх хушшинче 32 çын чухлĕ чакнă. Ĕç пенсийĕн вăтам виçи 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 9458 тенкĕ те 70 пуспа танлашнă е çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан вăтамран 730 тенкĕ те 47 пус ÿснĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика