08 октября 2014 г.
Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумĕ иртет. Çакна май Шупашкарта массăллă спорт мероприятийĕсем йĕркелеççĕ.
Спорт уявне ыран Шупашкарти Хĕрлĕ площадьре "çăлтăрпа" зарядка тунинчен пуçлаççĕ. Ăна "Россия 2" телеканалăн спорт комментаторĕ Дмитрий Губерниев ертсе пырĕ. Зарядкăна хутшăнма ирхи 9 сехет тĕлне 10 пин ытла çын пухăнĕ.
Уява 11 сехетре çав вырăнтах спортсменсен парачĕ малалла тăсать. Унта спорт федерацийĕсем, спорт шкулĕсен коллективĕсем тата паллă спортсменсем хутшăнаççĕ. Вĕсем утса иртессине Мускавра 1980 çулта иртнĕ Олимпиадăн палли Олимп Упи, хăвăрт утассипе 2008 çулта Шупашкарта иртнĕ тĕнче Кубокĕн палли Кăвакал тата 2015 çулта Шупашкарта ирттерме палăртнă çăмăл атлетикăн Европа команда чемпионачĕн палли Çăлтăр уçаççĕ.
Çак парада 800 çынна яхăн хутшăнакан флешмоб тăсать. Вĕсем "ГТО" тесе çырĕç. Ун хыççăн вара пурте ГТО нормативĕсене пурнăçлама пултараççĕ.
Шăп та лăп 12 сехетре çĕр-шывра пĕрремĕш хут иртекен Пĕтĕм тĕнчери утассин кунĕ старт илет. Унта 15 пине яхăн çын хутшăнĕ. Вĕсем Чăваш Енри Олимп резервĕсен шкулĕнчи хăвăрт утакансем ертсе пынипе залив тавра утĕç. Çак вăхăтра Пĕтĕм Раççейри "Орленок" ача-пăча центрĕпе тата Сочири Олимп паркĕпе çыхăнса видеоконференци иртет.
12 сехетрен пуçласа 17 сехет çурăччен "Спартак" стадионта ГТО нормативĕсене пурнăçлакансем хуçаланĕç. Йĕркелÿçĕсем 1 пин ытла çынна кĕтеççĕ.
Кăнтăрла 160 çемье хутшăннипе Хĕрлĕ площадьре "Атте, анне тата эпĕ - спортпа туслă çемье" ача-пăча уявĕ пуçланать. Çав вăхăтрах "Энергия" стадионта ачасемпе çамрăксем çăмăл атлетикăра тата мини-футболра вăй виçĕç.
13 сехетрен пуçласа 18 сехетчен Шупашкарти тĕп урам - К. Маркс урамĕ - спорт бульварĕ пулса тăрать. Унта 30 ытла спорт площадки ĕçлет.
Форум тăршшĕпех спорт отраслĕн çĕнĕ аталанăвне халалланă тĕрлĕ выставкăпа экспозицисем ĕçлеççĕ.
Октябрĕн 9-мĕшĕ - автомобильсĕр кун. Çакна Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А. Ладыков транспорт хатĕрĕсемпе çÿрессине вăхăтлăх чармалли çинчен калакан йышăнупа та çирĕплетнĕ.