08 октября 2014 г.
Ыранхи кунпа пурăнакан хресчене кăçал çут çанталăкăн кашни саманчĕ тулăх тыр-пул туса илме, ăна вăхăтра пуçтарса кĕртсе кĕлете тирпейлĕ упрама хума май пачĕ. Малта пыракан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмипе пахча çимĕçе, тымар çимĕçе тухăçлă туса илнĕ хресчен паян районти Тыр-пул уявне хатĕрленет. Район администрацийĕн авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчи хушăвĕпе асăннă уяв кăçал Муркаш ялĕнче «Сывлăх» ФСК умĕнчи лапамра юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртет. Вăл ял хуçалăх предприятийĕсен "Кĕр парнисем" выставка-ярмăркки ĕçлеме пуçланнипе 9 сехетре уçăлать.
Уява пыракансем суту-илÿ предприятийĕсемпе обществăлла апатлану организацийĕсен ĕçĕпе çывăх паллашма пултарĕç. Пахча çимĕç, улма-çырла, аш-какай тата ытти тĕрлĕ çимĕç туянĕç. Кунпа пĕрлех шкулсенчи ĕç коллективĕсен слечĕ те уява хăйне евĕр сăн кĕртĕ. Спорта кăмăллакансем мини-футболла выляса тата пăт пуканĕ çĕклессипе ăмăртса çынсен канăвне йĕркелĕç. Уявра кунĕпех юрă-кĕвĕ янăрĕ.
Пырса куракансен ÿкĕнмелле пулмĕ. Маттур ĕçлекенĕн туллин савăнма та ирĕк пур.
Хамăр инф.