Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тикĕс çул - ял илемĕ

08 октября 2014 г.

 

Районта çулсем тăвасси тата вĕсене пăхса тăрасси тивĕçлĕ шайра пулнине кашни ял тăрăхĕнчех курма пулать. Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре "Автодорсервис" чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕçченĕсене Катькас ял тăрăхĕнчи Шатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул тĕлĕнче ачасене çул урлă хăрушлăхсăр каçса çÿреме условисем туса парассипе ĕçленине куратăр. "Илемлĕ те тикĕс çул яла хăт кĕртет. Шкул тата обществăлла автотранспорт чарăнăвĕ тĕлĕнче вара унăн хăрушсăрлăхĕ уйрăмах пысăк пулмалла. Çакăнта хамăрăн ĕç пĕлтерĕшне куратпăр", - терĕç кĕске тăхтавра çул юсакансем. Вĕсем (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла): Ирина Степанова, Светлана Савельева, Елизавета Алексеева, Валентина Никитина. Хĕрарăмсем пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ çул-йĕр тăвас-юсас ĕçре.  Хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлакан ĕçченсем çул çинчи кашни кăлтăках вăхăтра пĕтерме тăрăшаççĕ.

- Нумаях кĕттермĕпĕр, пуçланă ĕçе вĕçлĕпĕр. Çавна валли пирĕн умра чăрмавсем çук. Кăçал пирĕн организаци кунтисĕр пуçне Уйкас Янасал, Ильинка, Оринин, Хорнуй, Йÿçкасси, Ярапайкасси, Ярославка ял тăрăхĕсенче автоçулсем юсассипе ăнăçлă ĕçлерĕ. Кусемсĕр пуçне Мăн Хураçка - Ишмула çула асфальт витрĕмĕр, - савăнăçлăн хуравларĕ çул-йĕр ĕçĕнче çиччĕмĕш çул вăй хуракан И. Степанова.

Эпĕ уйрăлса утнă май çул-йĕр ĕçченĕсем пуçăннă ĕçе малалла тăсрĕç. Вĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевĕсене пурнăçласси мана иккĕлентермерĕ.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика