27 сентября 2014 г.
Календарьте сентябрĕн 27-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери туризм кунĕ тесе палăртнă. Иртнĕ çирĕммĕш ĕмĕрте, эпир çамрăк пулнă вăхăтра, турист путевкисемпе кайса курса çÿрессине профсоюз комитечĕсем йĕркелесе пыратчĕç. Хамăр çĕр-шыв тăрăх кăна курса çÿремен, ун чухнехи союзлă республикăсенче те пулса курма тÿр килнĕ. Халĕ хăйсене уйрăм çĕр-шывсем ĕнтĕ вĕсем. Ĕçлекенсене ытларах чухне турист путевкисемпе тÿлевсĕр тивĕçтеретчĕç.
"Сеятель" колхозра ĕçленĕ чухне эпĕ те турист путевкипе пĕрре Украинăра, тепринче Литвапа Латвире пулса куртăм. Пĕрремĕш хутĕнче Литва республикинче Аникщяй хулинче пĕр эрне пурăнтăмăр. Унта эпир каçхи апат çинĕ те çĕр каçнă кăна, ыттине кунĕпех Литва тата Латви республикисем тăрăх курса çÿресе хуласенчи паллă вырăнсемпе паллашнă.
Латвире пĕр кун Рига тата Даугавпилс хулисенче пултăмăр. Литвара вара 6 кун хушшинче Паневежис, Каунас, Шауляй, Клайпеда хулисем тăрăх курса çÿрерĕмĕр. Çавăн чухне эпĕ Литва çыннисем тÿрĕ чунлă пулнине, анчах та вырăс çыннисене хисеплеменнине хам куçпа курса ĕнентĕм.
Аникщяй хулинче эпир каçхи апат çеç çинĕ терĕм-ха. Ирхи апатпа кăнтăр апатне хăш хулара пулнă, çавăнта çинĕ. Паллах, экскурсоводсен апатланма пирĕн валли яланах тÿлевсĕр талонсем пулнă. 23 сехетре çеç çывăрма выртаттăмăр. Пĕр-икĕ каç çывăрсан хырăм выçнă пек туйăннăран эпĕ пĕр булка илтĕм. Тепĕр кунне каçхи апат вăхăтĕнче пăхатăп та пирĕн сĕтел çинче савăт çинче булка пур иккен. Ытти сĕтелсем çинче çук. Ак хайхи. Аса илетĕп те, ку манăн ĕнерхи булка, эпĕ ăна манса хăварнă иккен. Манăн булка кунта кун каçнă. Ăна илсе хунă-ха ĕнтĕ, эпир килнĕ тĕле вара сĕтел çине савăтпах кăларса хунă. Çапла вара Литва хĕрарăмĕсен тÿрĕ кăмăлне кура булкăна тепĕр талăкран юлташсемпе çирĕмĕр.
Вырăссене хисеплеменнине вара пĕр магазинта курма тÿр килчĕ. Çула май пĕр поселокра универмаг умĕнче хĕрарăмсем ыйтнипе япаласем туянма чарăнтăмăр. Эпир юлташпа иккĕн пĕрле çÿретпĕр. Хĕр ачасем валли перчеткесем туянма шутларăмăр. Пирĕн умĕн Литва хĕрарăмĕ туянчĕ те эпĕ вырăсла мана пĕр мăшăр хăмăр тĕслĕ перчетке пама ыйтрăм. Сутуçă, паллă ĕнтĕ, Литва хĕрарăмĕ, йăл кулчĕ, çаврăнчĕ те аяккалла пăрăнчĕ. Перчетке пама та шутламарĕ. Эпир вара васкатпăр, пире экскурсовод 20 минут кăна панăччĕ. Юлташ çаврăнса килчĕ те чăвашла: "Туянтăн-и эсĕ; Манăн пиншак пăхмалла-ха", - терĕ. "Темскер, парасшăн мар-ха", - хуравларăм эпĕ ăна.
Унччен те пулмарĕ, сутуçă манăн ума ултă мăшăр тĕрлĕ тĕслĕ перчетке кăларса хучĕ. Икĕ мăшăрах туянмалла пулчĕ вара.
Юлташпа калаçатпăр та, килнĕ куннех столовăйра урай шăлакан хĕрарăм, тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕскер, арçынсен туалетне çăрапа питĕрсе илнĕччĕ те, ирĕксĕрех столовăй хыçне урама тухма тивнĕ.
Совет Союзĕ арканнă хыççăн союзлă республикăсем хăйсене уйрăм çĕр-шывсем пулса тăчĕç. Анчах та çÿлте асăннă çĕр-шывсенче пурнăç йĕркеллех тесе калаймăн. Çынсен ĕç вырăнĕсем, ĕç укçи çитменнипе тертленме тивет.
Н. ПЕТРОВ,
ĕç ветеранĕ.
Нискасси ялĕ.